Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

палӑраҫҫӗ (тĕпĕ: палӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Крыльца умӗнче, хӗвел питтинчерех, юр пӗтемпех ирӗлнӗ, — вырӑнӗ-вырӑнӗпе шыв кӳлленчӗкӗсем палӑраҫҫӗ.

Возле крыльца на солнцепеке снег вытаял, — мокрела лужица.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӳтлӗх картисен ишӗле-ишӗле аннӑ шӗтӗрнекӗсем тӗлӗнче ҫил ҫулласа хытарнӑ юр кӗрчӗсем палӑраҫҫӗ.

Над полуразрушенным частоколом щитов виднелись прилизанные ветром, затвердевшие сугробы.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мӗлке ҫул хӗррипе шӑвать, тиевлӗ ҫунасем те, лавҫӑ пуҫӗсем те, лашасем те, вӑкӑр мӑйракисем те — пурте юр ҫинче, хут ҫинчи пек, уҫҫӑн палӑраҫҫӗ.

Тень двигалась обочь дороги, и все — сани с грузом, головы возчиков, лошади, бычьи рога — отчетливо рисовалось на снегу, точно отражение на полотне.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Каргин сӑрчӗ хыҫӗнче Климовски хутор ҫӳҫисем кӑштах палӑраҫҫӗ; вӗсен хыҫӗнче, юр витсе кайнӑ тӗссӗр кӑвак пӗлӗт хӗррин тепӗр енче, тӗтреллӗ хӗвеланӑҫӑн ҫур тӳпене ҫити кармашӑннӑ шуҫӑмӗ вутлӑ хӗлхемсем сапалать, йӑм-хӗрлӗ ҫутӑпа ҫиҫсе йӑлкӑшать.

За Каргинским бугром чуть виднелись макушки верб хутора Климовского, за ними, за полынной сизью оснеженного горизонта, искрился и багряно сиял дымный распластавшийся в полнеба закат.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсен хура мӗлкисем тӗксӗм пӗркенчӗклӗ сивӗ тӳпе айӗнче, тӑм кӗлеткесем пек, уҫҫӑн палӑраҫҫӗ.

Вороненые силуэты их рельефно, как вылепленные, маячили на фоне стального неба.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӳречерен адмиралтейство башнин хура мӗлкеллӗ тӑррипе ҫурхи шыв-шур пек сарӑлса сапаланнӑ сарӑ хӑй ҫутисем палӑраҫҫӗ.

Из окна виден был темный шпиль адмиралтейской башни и желтый половодный разлив огней.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн кофтине ҫурӑмӗ тӗлӗнчен ҫурса антарнӑ; шурӑ ӳчӗ ҫинче тин кӑна юнӑхса кӑвакарнӑ йӗрсем палӑраҫҫӗ.

Кофточка на спине ее была разорвана, виднелся на белом теле багрово-синий свежий подтек.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Янах шӑммипе ҫамки хушшинче шӑмӑ таткисем палӑраҫҫӗ, — хурарах хӗрлӗ тӗслӗ нимӗр пек шӗвек ҫуталса тӑрать.

В середине между челюстью и верхушкой лба — обрывки костей, черно-красная жидкая кашица.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ахӑртнех наганне вӗҫертсе илме те хӑтланса пӑхнӑ пулас — сарӑхса кайнӑ сарлака ал лаппи ҫинче этем чӗрни касса кӗнӗ шурӑ йӗрсем палӑраҫҫӗ, — анчах наган хурҫи алӑ ҫумне нихӑҫан уйрӑлмаслах ҫыпҫӑнса ларнӑ-тӑр — вӗҫертсе илеймен.

Наган, видимо, пытались вынуть, — желтая широкая кисть руки белела царапинами, но, знать, плотно вкипела сталь, — не расстаться.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вилесем айӗнчи нӳрӗ ҫӗр йӑлтах ҫӑрӑлса пӗтнӗ, сарӑхса кайнӑ таптанчӑк курӑк ҫинче ура йӗрӗсем палӑраҫҫӗ; урапасем таткаласа ҫӗтнӗ ҫерем тарӑн ланкашкасемпе ҫӗвекленсе юлнӑ.

Около трупов была густо взмешана влажная земля, виднелись следы многих ног, глубокие шрамы на траве, оставленные колесами повозки.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗҫ пек шӗвӗрӗлсе тухнӑ ҫурӑм шӑммисем ҫинче пӗрех май пушӑпа ӑшалантарнипе юнӑхнӑ йӗрсем палӑраҫҫӗ, пӑт-пат пӑнчӑллӑ айӑк пӗрчисемпе кӗрен шӑммисем тӗлӗнче тӗкӗсем те юлман.

Острые хребтины их были освежеваны беспрестанными ударами кнутов, обнажали розовые в красных крапинках кости с прилипшими кое-где волосками шерсти.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Йӳнӗ йышши хут татки ҫинче машинкӑпа пичетленӗ сӑмахсем уҫҫӑн палӑраҫҫӗ.

На четвертке дешевой бумаги четко рябили размноженные пишущей машинкой слова.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн хура мӑйӑхлӑ хӑмӑр пичӗ ҫинче ыйхӑсӑр аптранипе кӑвакарса тухнӑ йӗрсем палӑраҫҫӗ (вӑл виҫӗ ҫӗр пӗр чӗптӗм куҫ хупмасӑр картла ҫапнӑ).

На смуглом черноусом лице его синели следы, оставленные бессонницей (три ночи резался в карты).

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Подрезсем чӗрсе хӑварнӑ ҫинҫе йӗрсем палӑраҫҫӗ.

Подреза прорезали тонкие полоски.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫирӗп те тулли кӗлеткине туртӑнтарнӑ симӗс кофта айӗнчен, айваннӑн та мӗскӗннӗн ик еннелле уйрӑлса ҫӳлелле ҫӗкленсе, хӗрачан пысӑках мар ҫирӗп кӑкӑрӗсем палӑраҫҫӗ.

Под зеленой кофточкой, охватившей плотный сбитень тела, наивно и жалко высовывались, поднимаясь вверх и врозь, небольшие девичье-каменные груди, пуговками торчали остренькие соски.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн курпун сӑмси халӗ кӑна лакпа сӑрланӑ пек йӑлтӑртатать, хура питҫӑмарти путӑкӗсенче тар тумламӗсем палӑраҫҫӗ.

Горбатый нос его блистал, как свежелакированный, во впадинах черных щек томилась испарина.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пидорка хӑйӗн Петруҫӗпе савӑшса тӑнӑ вырӑнта тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах хӗрлӗ атӑ кӗли йӗррисем палӑраҫҫӗ.

Бывало, ни свет ни заря, подковы красных сапогов и приметны на том месте, где раздобаривала Пидорка с своим Петрусем.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вӑл питне тахҫанах тӑм илтернӗ пулас: хӗрлӗ шӑртпа витӗннӗ пит шӑмми ҫинче темле имҫампа сӗрнӗ кӗсенсем палӑраҫҫӗ.

Давно уже пленный был обморожен: на грязных, зарастающих рыжей щетиной скулах виднелись коросты, замазанные какой-то мазью.

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫакӑн пек минутсенче вара унӑн тӗксӗм те имшеркке сӑнӗ ҫинче питҫӑмарти шӑммисем тата тачка тутисем уйрӑммӑнах палӑраҫҫӗ, ҫӑра куҫхаршисем айӗн куҫӗсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.

На его смуглом, худощавом лице в эти минуты особенно выделялись скулы и мясистые губы, а под сдвинутыми густыми черными бровями ослепительно сверкали зрачки.

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хулӑн чӑрӑш тымарӗсем патӗнчи чаваласа пӗтернӗ юр ҫинче ҫӳп-ҫап, кайӑк йӗррисем, шӑнса ларнӑ юн тумламӗсем палӑраҫҫӗ.

У комля толстой ели, на взрыхленном снегу, — мусор, звериные следы и застывшие капли крови.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех