Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сюртук тӑхӑнсан тата брюкине кӑларса ярсан, вӑл мана темле чаплӑн, патваррӑн туйӑнатчӗ, ҫапах та ӑна пӑхсан, тем кӑмӑла кайманни, кулӑшла пулни палӑратчӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Юлашки вӑхӑтра Семенов ҫине пурте темле сехӗрленнӗ пекрех пӑхрӗҫ, сайра хутран тепле майпа вӑл лекцине пырас пулсан, аудиторинче хумхану палӑратчӗ.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗн тери пысӑк асап палӑратчӗ унӑн сӑнӗнче!..
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӗҫ тупайман рабочи ывӑлӗ пулнӑскер, вӑл кусем ҫинчен ҫынтан илтнипе мар, хӑй тӳссе ирттернипе пӗлнӗ; Совет Союзне киличчен нумай ҫулсем хушши вӗсем Эрвинпа иккӗшӗ чӑннипе тутӑ пулса курман, вӗсем какай тутине те манса кайнӑ, эпир вӗсене лайӑхрах ҫитерсе сывлӑхӗсене тӳрлетме тем пекех тӑрӑшнӑ пулин те Ганс халӗ мӗн тери ырханни, вӑйсӑрланса ҫитни палӑратчӗ.
40 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
«Юрӗ, эпӗ сирӗнтен лайӑххине нимӗн те кӗтместӗп, анчах эсир мӗн каланине итлеме пултаратӑп», — тени палӑратчӗ унӑн сӑн-питӗнче.
35 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ку енчен вӑл Сергей пек марччӗ — лешӗ хӑйне яланах пӗр пек тикӗс те лӑпкӑ тыткалатчӗ, анчах та ку вӑл тӑваттӑмӗш отрядри пӗчӗк ачасем ҫине епле пӑхнинче питӗ лайӑх палӑратчӗ, кун ҫине кулмасӑр никам та пӑхса тӑма пултараймастчӗ вара.
17 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пирӗн кулленхи пурнӑҫра картсем пӗтрӗҫ, анчах азартлӑ вӑйӑсем выляс кӑмӑл сӳнменччӗ-ха, вӑл палӑратчӗ.Карты исчезли из нашего обихода, но страсть к азартной игре не исчезла, она тлела.
13 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫавӑн пек чух унӑн хӑйӗн кӑмӑлӗ те ҫав тери тулни палӑратчӗ вара.И по лицу его было видно, что он сам при этом испытывает истинное удовольствие.
12 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӗсен сӑнӗсем ытти ачасен сӑнӗсем пекехчӗ, анчах вӗсенче ҫывӑрнӑ чух та пӑлханни, ывӑнни палӑратчӗ.Обычные детские лица, только на них и во сне лежала тень тревоги и усталости.
2 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах та ҫакӑ пӗтӗмпех ҫав ачаш чӗрчуна кӳрентерсе мӗн тери халтан ярса, пӗтерсе хурасси ҫинчен эпӗ калама та пултараймастӑп; ӑна чухласа илме Анета мӗнле вылянине курас пулатчӗ, вӑл, хӑраса ӳкнӗскер, пӑлханса кайнӑскер, кӳреннӗскер, допрос тунӑ чух мӗнле тӑнине курас пулатчӗ; унӑн сасси те, сӑнӗ-пичӗ те хӑрушла хирӗҫлӳ — вӑл чуна ҫурса яракан, ҫӗр ҫинчи нумай киревсӗрлӗхсене палӑртса питлекен, унпа пӗрлех темле ӑшӑ, сӑпайлӑ хӗрарӑм туйӑмӗпе ҫемҫелнӗ протест пекчӗ, ҫав ачаш туйӑм унӑн пур хусканӑвӗсенче те, унӑн пур сӑмахӗсенче те палӑратчӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Пӗр сӑмахпа, тул енчен пӗтӗмпех питӗ лайӑхчӗ, актерсем выляма хӑнӑхни те уҫҫӑнах палӑратчӗ, анчах ман чӗрене пырса тивмерӗ: княҫӑн придворнӑй ҫыннисем лордсемпе принцессӑсене сӑнласа пама тӑрӑшнинче темле юри туни, ӗненмелле марри пурччӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Хаҫатсенчи статьясен шухӑшӗсем улшӑннипе ҫеҫ мар, хӑш-пӗр салтаксемпе офицерсем пупленинчен те нимӗҫсем хӑйсене ҫӗнтернине туя пуҫлани палӑратчӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Вӗсенче ӗмӗр-ӗмӗре пыракан ырӑ пурнӑҫ, пысӑк шанчӑк пурри палӑратчӗ.
Клава каласа пани // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Темиҫе кун хушши вӑл темӗнле лӑпкӑ шухӑшлӑн выртрӗ, пӳлӗм тӗлӗнчен Макҫӑм иртсе ҫӳренӗ чухне вара кашнинчех суккӑрӑн пичӗ ҫинче вӑл темшӗн пӑшӑрханса ӳкни палӑратчӗ.
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Кунпа пӗрлех, ҫакнашкал ним савӑнӑҫсӑр шухӑшсем ҫумне тата темскер, тем ҫитменнине куҫкӗретӗнех асилтерсе тӑраканскер, пырса хутшӑнатчӗ те, вара ҫакӑ йӑлтах суккӑрӑн кӑмӑл-туйӑмӗнче, унӑн хӑйне тыткаларӑшӗнче палӑратчӗ.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫав туйӑм тӗпӗнче малтанах темӗн урӑххи пурри палӑратчӗ.Уже с самого начала на дне этого чувства лежало зернышко чего-то другого.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Пӗр-пӗччен юлсан-и е вӑл ыттисен калаҫӑвӗпе интересленмен самантсенче пурте шӑплансан, Петр тарӑн шухӑша путатчӗ те, унӑн сӑн-питӗнче темшӗн хурланни палӑратчӗ.
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
«В полi могыла з вiтром говорила» юрра кашни илтмессеренех унӑн куҫӗсенче куҫҫулӗ палӑратчӗ, ҫав калаҫӑва итлеме вӑл хӑй те хире ҫӳреме юрататчӗ.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хӑраса ӳкнӗ шӑна ҫав вырӑнтан вӗҫсе кайсан вара, суккӑрӑн пичӗ ҫинче аптраса тӗлӗнни палӑратчӗ.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Анчах пач та палламан ҫын аллине лексен, унӑн пӗчӗк аллисем ерипентерех хускалатчӗҫ: ача ют пите тимлӗн те асӑрханса хыпашлатчӗ, унӑн сӑн-питӗнче яланхи пек мар тимлӗх палӑратчӗ; ҫак ҫынна вӑл хӑйӗн пӗчӗк пӳрне вӗҫӗсемпе «пӑхса» паллама тӑрӑшать, тейӗн.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.