Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паллӑсемпе (тĕпĕ: паллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑхасанти культура ҫуртӗнче вӗренӳре «пиллӗк» паллӑсемпе ӗлкерсе пыракан пултаруллӑ ҫамрӑксене чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ отличникӗсене чысланӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/24/%d0%b2e%d ... b0%d0%bda/

Ӑна «Потребительсен кооперацийӗнче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн» тата ытти паллӑсемпе, Раҫҫей Центрсоюзӑн, Чӑвашпотребсоюзӑн, райпон Хисеп грамотисемпе, дипломӗсемпе темиҫе хутчен те чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ хавхалантарнӑ, ҫемье хӑват панӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d1%8e%d1%8 ... 82-%d0%bf/

Светлана Железновӑпа Вера Степанова йӑлана кӗнӗ орнаментпа тата вырӑнти авалхи паллӑсемпе усӑ курса район территорине тӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Район сӑнӗ шурӑ пир ҫине тӗрленӗ // О.АЛЕКСЕЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/ra ... -ine-trlen

1941-1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 79 ҫул ҫитнине халалласа, вӑрҫӑ тата тыл паттӑрӗсене асӑнса округри шкулсенче, кадет класӗсенче ӑс пухакансем — лайӑх паллӑсемпе вӗренекенсем, спортпа туслисем, активистсем — хӑйсене тӗрлӗ енлӗн кӑтартрӗҫ, юрӑсем шӑрантарса, ялавсем ҫӗклесе ушкӑнӑн-ушкӑнӑн утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк армеецсен парачӗ иртрӗ // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11964-camr-k ... arach-irtr

Даша вӗренӳре тӑрӑшулӑхпа палӑрать, «пиллӗк» паллӑсемпе ӗлкӗрсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Асӑннӑ училищӗне лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пӗтерсен Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-Пӑшаллӑ вӑйӗсенче контрактпа службӑра тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Владимир Сергеев паттӑра асӑнса — йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ // Зинаида ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11717-vladim ... t-r-m-rt-v

Алмазов, «пиллӗк» паллӑсемпе вӗренме тытӑннӑскер, тек-тек шаймӑкланма пӑрахнӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кашни чӑваш хутлӑхӗн хӑйне тивӗҫлӗ ҫи-пуҫсем йӗркеленнӗ, вӗсен пӗр пӗтӗмӗшле паллӑсемпе пӗрлех вырӑнти уйрӑмлӑхсем те курӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тулай чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

…Виталий мӗн пур вӗренӳ ҫулӗсенче пур предметпа чи лайӑх паллӑсемпе ӗлкӗрсе пынӑ тата пулас профессине хӑнӑхмалли практикӑлла занятисенче те пултаруллӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Тӑрӑшнине кура хӗр вӑтам шкула лайӑх паллӑсемпе вӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Унта ӗҫе вырнаҫма кирлӗ пулакан хутсем, паспорт, аслӑ шкула чи лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пӗтернине тата стройкӑри инженер специальноҫне илнине ҫирӗплетекен диплом.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Юля, шкулта ытларах «5» паллӑсемпе вӗреннӗскер, хӑйне шанса панӑ ӗҫре те маттур, тӗп больницӑра лаборатори уйрӑмне ертсе пырать, хуть кама та ӗҫпе пулӑшма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Манӑн вӗренекенсем // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%bc%d0%b ... %b5%d0%bc/

Карта ҫинче ҫаксене мӗнле паллӑсемпе кӑтартнине пӑхӑр: тинӗс шайӗнчен аяллӑрах айлӑмлӑхсене, ҫӳллӗреххисене, тӳпемсене, вӑтам ҫӳллӗшлӗ тусене, ҫӳллӗ тусене тата ӗмӗрхи юрпа, пӑрпа витӗнсе выртакан тусене епле кӑтартнине пӑхӑр.

Посмотрите по условным знакам, как обозначены на ней: низменности ниже и выше уровня моря, возвышенности, горы средней высоты, высокие горы, горы, покрытые вечным снегом и льдами.

Ҫӗр ҫийӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫӗр айӗнчен усӑллӑ япаласем ытларах кӑларакан вырӑнсене контурлӑ карта ҫинче паллӑсемпе кӑтартӑр.

Обозначьте значками главнейшие места добычи полезных ископаемых.

Магнитогорск // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсене ак ҫапла паллӑсемпе кӑтартса тӑнӑ: ҫумӑр ҫунине …, юр ҫунине *, пӑр ҫунине △, кӗрпе ҫунине △, сывлам ӳкнине ^, пас тытнине I-I.

Обозначали их в таблице такими условными знаками: дождь снег *, град ▲, крупа △, роса , иней.

Эпир хамӑр шкулта ҫанталӑка епле сӑнаса пыни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

ССР Союзӗн физикӑлла картти ҫине пӑхӑр: айлӑмсене, тӳпемсене, вӑтам тусене, ҫӳллӗ тусене тата вӗсен юр выртакан тӑррисене мӗнле паллӑсемпе ӳкерсе кӑтартнӑ?

Посмотрите под физической картой СССР, какими условными знаками обозначены низменности, возвышенности, горы средней высоты, высокие горы и их снеговые вершины.

Ҫӗршыв ҫийне карта ҫине епле ӳкереҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унтан та вӑл лайӑх паллӑсемпе кӑна вӗренсе тухать.

Куҫарса пулӑш

Роман авторӗ ҫинчен // Чӑваш кӗнеке издательстви. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с. — 252–254 с.

Ятлӑ чӑваш ачи кунта та лайӑх паллӑсемпе ҫеҫ вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Ҫавӑн пекех икӗ «тӑваттӑ» ыттисем «пиллӗк» паллӑсемпе пӗтернӗ 11 класс вӗренекенӗсене «Вӗренӳри уйрӑм ҫитӗнӳсемшӗн» II степень (кӗмӗл) медаль пама ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Сентябрь уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Пушкӑртстан шкулӗсенче мӗн улшӑнӗ? // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/v-ren/2023-0 ... -n-3389073

1987 ҫулта университета лайӑх паллӑсемпе пӗтерсе каялла тӑван тӑрӑха ӗҫлеме килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тава тивӗҫлӗ учитель // Альбина Ефремова. http://kasalen.ru/2023/07/18/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех