Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паллашнӑ (тĕпĕ: паллаш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Боецпа командир пӗлтӗр Самара облаҫӗнче слаживанинче паллашнӑ.

Боец и командир познакомились еще в прошлом году в Самарской области на боевом слаживании.

Пушкӑрт батальонӗнчи санитари ротин боецӗ хӑйӗн командирӗ ҫинчен каласа панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... an-3643078

Мероприятине хутшӑннӑ хӑнасем тӗрлӗ куравсемпе паллашнӑ, наука ӗҫченӗсен ҫӗнӗлӗхӗсене пысӑка хурса хакланӑ.

Куҫарса пулӑш

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

Республика пуҫлӑхӗ О.Николаев тата хӑнасем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса пуҫ хунӑ Г.Павлова асӑнса тунӑ кӗтеспе, шкул музейӗпе, ачасен «Самбо — достояние России!» ӳкерчӗксен выставкипе кӑмӑлласа паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Проектпа паллаштарнӑ, Паттӑрлӑх урокӗ ирттернӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d1%8 ... %be%d0%ba/

Мероприятие хутшӑнакансем ачасем воспитательсемпе пӗрле ҫитӗнтернӗ калчасемпе тата ытти куравсемпе интересленсе паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

Пӗр кӗтмен ҫӗртен каччӑ килсе лартӑр-ха сан ҫумна, тахҫан паллашнӑ юлташ пек калаҫтӑр.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗррехинче, хула садӗнче кӗнеке вуласа ларнӑ чух, Роза пӗр каччӑпа паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан асӗнче халь крючниксемпе паллашнӑ каҫ тӗлӗкри пек ҫеҫ юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чипер калаҫса паллашнӑ пулсан, хам пата хӑнана чӗнме те юратчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнта паллашнӑ та ӗнтӗ вӑрҫӑран йывӑр аманса килнӗ салтак (кукаҫи) Пулевей хӗрӗпе (кукамайпа).

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Ашшӗсен чӗн пиҫиххийӗсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн кас ачисен купарчисем чылай вӑхӑт пӗҫерсе ҫӳрерӗҫ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

…Венюк савнийӗн амӑшӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн хӗрӗ чӑнахах килте ҫуккине пӗлсен пӗр ҫур сехетрен каялла ҫула тухмалла пуль тесе шутлаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Виталий Татьянӑпа курнӑҫнӑ, унпа паллашнӑ хыҫҫӑн Лариса пирки пачах шутлами пулчӗ, унпа тӗл пулма питех тӑрӑшмасть тесен те вӑлтни-юптарни мар.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Анчах ӑҫтан пӗлтӗр-ха вӑл вокзалта паллашнӑ хӗр хӑйсен тӑрӑхӗнчи салари шкулта ӗҫлеме пуҫланине?

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кунта кадрсен пайӗнче унӑн аттестачӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн, вырӑсла начар мар пӗлет тесе-ши, халь кӑна ача ҫуратма кайнӑ секретарь-машинистка вырӑнне ӗҫлеме сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Арӑмӗ хӑна-вӗрлере паллашнӑ пӗр-пӗр арҫынтан вӑр-вар хӑпасшӑн мар, — мӑкӑртатрӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Старик вӑл ҫук вӑхӑтра алӑ пуснӑ-ҫирӗплетнӗ хушусен кӗнекипе паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тепӗр ыйтӑвӗпе паллашнӑ май вара Хурӑн ҫулҫи паркӗпе хырлӑх посадкисем куҫ умне тухса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

58 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман маркировщик хучӗпе паллашнӑ май пӗрре хӗрелсе, тепре шуралса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Паллашнӑ ятпа ӗҫнӗ чух, ӳсӗрпе вӑл ял Совет председательне Малюҫа хӑй Петроградра, унтан Мускавра пуян ҫынсен ҫурчӗсене ҫаратса ҫунтарнӑ моряк-революционерсенчен пӗри пулни ҫинчен уҫса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Аннеҫӗм, эсир аттепе мӗнле паллашнӑ?

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех