Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пайсӑр (тĕпĕ: пай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫри ҫитменлӗхсемшӗн айӑплисене те хытӑ лекрӗ вара, ҫав шутрах Илле Энтипӗ те пайсӑр юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫлӑх // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 50–51 с.

Вӗсене кура унӑн та «пайсӑр» юлас килмест.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Униҫҫене те пайсӑр хӑвармарӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«…Турра ӗненсе пурӑнсан пурнӑҫ хытти этемшӗн хӑрушӑ мар. Ӑна ӗненсе пурӑнмасан ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ сивӗ пулать, тӗттӗм пулать», «Вырӑс халӑхӗ пит ӑслӑ халӑх. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, ӑслӑ: эсир ӑна итлӗр, юратса пурӑнӑр. Ҫак халӑх сире тӑван вырӑнне хурса йышӑннӑ, хӑй ҫемйи тунӑ…», «Асра тытӑр! Пайсӑр тӑрса юлнӑ хӑвӑрӑн мӗскӗн чӑваш тӑван халӑхӑра эсир пулӑшса пурӑнмалла, вӗсене ӑҫтан та пулин катаран пулӑшу килӗ-ха, тесе тӑмалла мар», «Тӑван халӑхӑн ҫуклӑхӗнчен, начарлӑхӗнчен, вӑл тӗттӗмре пурӑннинчен ан вӑтанӑр: эсир вӗсен хушшинчен тухнӑ, ӗҫлессе те вӗсемшӗн ӗҫлемелле», «Ҫемйӗре лайӑх пӑхса усрӑр: ҫемье вӑл халӑх чаракӗ, патшалӑх чаракӗ», «Чӑн пӗчӗккӗ ӗҫе те пикенсе, юратса ӗҫлӗр. Пурнӑҫра курма тӳр килнӗ йывӑрлӑхсенчен ан кулянӑр. Юратса тусан чи пӗчӗк ӗҫ те чаплӑлантарса яма, усӑ паракан тума пулать, ӳркенсен, ытахальтен анчах ӗҫлесен чӑн пысӑк ӗҫ те пӑрахӑҫа тухать, хисепрен каять»…

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ Халал сӑмахӗсем ӗмӗрлӗх чӗрере // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%81a%d0% ... %80%d0%b5/

Тата Яка Илли те куҫ кӗретех ҫаратма пӑхать, вӑл та пайсӑр юласшӑн мар.

А тут еще Илле в долю лезет, норовит тебя ограбить.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсене сыхласа хӑварсассӑн, эсӗ те пайсӑр юлмастӑн.

И если его удастся сохранить, разве не получишь ты своей доли?

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Ме, хӑтаҫӑм, эс те пайсӑр ан пул эппин, халлӗхе юп кур ҫакӑнпа.

— На вот, сват, и тебя не обделим, пользуйся нашей добротой.

XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эпӗ, пӗлетӗр-и, каялла чакакан пайсӑр механизм майлӑрах пулас: малалла каятӑн — пырать, ӗҫлет; кӑштах каялла чакма тӑратӑн — авари…

Знаете, я, видимо, похож на механизм без заднего хода: двигаешь вперед — идет, работает; чуть подал назад авария…

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Расщепей мана пӗр тӗрке тӳлевсӗр билет тыттарчӗ, — килтисене те ҫитрӗ, шкулти мӗнпур пек тус-тантӑшсене те пайсӑр хӑвармарӑм.

Расщепей добыл мне целую кипу бесплатных билетов, я раздала дома нашим и в классе наделила всех своих друзей.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех