Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нӳхрепе (тĕпĕ: нӳхреп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӑнукӗпе пӗрле ут утланса тухса кайнине пӗлсен Тукай мӑрса мана чӗп-чӗр юн тӑвать, нӳхрепе хупса лартать.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ман ҫынсем тесен хама айӑплама пултарать вӑл, хама нӳхрепе хупса лартать.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уйрӑммӑнах пире, Ту-ҫи мӑрсисене, юрататчӗ Сафа-Гирей, тӳрех кремльти чул нӳхрепе хупса лартатчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй ҫапах тепӗрне, юман кӗреш пек тӗреклӗ ҫыннах, патакпа хӑмсарать, чул нӳхрепе хупса лартассипе хӑратать.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воеводӑсене систерсе хӑварчӗ: мӑрсасене нӳхрепе хупмалла мар, лайӑх кӑна апатлантарса, ал ҫыххийӗсене салтса тутар княҫӗсен ҫуртне вырнаҫтармалла.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Алли-урине таканлӑр та нӳхрепе пӑрахӑр.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пуҫхӗрлӗ нӳхрепе ывӑтаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс, Магмет шӑллӑм, ан хӗрел, эпир кушак хӑйма ҫиме ӑҫти нӳхрепе ҫӳренине тахҫанах пӗлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрре эпир — анне, аппа, эпӗ — пахчара кишӗр, кӑшман кӑларатпӑр, ҫулҫисене касса тасатса, ҫимӗҫсене нӳхрепе антаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кайран нӳхрепе анса пӑхрӗҫ, мунчана кӗчӗҫ, авӑн вучаххине те ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Юлашки аша, тултармӑша нӳхрепе антарса ларт, — терӗ вӑл арӑмне, вара, хӗрачасем ҫине сиввӗн пӑхса илсе, каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапла сӗмленсе ҫӳренӗ хушӑра Михапар хӑй сисмесӗрех кулленхи ӗҫе кӳлӗнчӗ: ӗне суса кӗчӗ (ӑна Михапар амӑшӗ вилсен вӗреннӗ пулнӑ); виҫӗ пуҫ сурӑхӗпе ӗнине кӗтӗве хӑваларӗ; сӗтне сӗрсе пӗр чашӑк ярса хӑварчӗ те ыттине нӳхрепе антарчӗ; икӗ ачапа икӗ мӑн ҫын валли яшка пӗҫерчӗ.

Так ни на что и не решившись, Михабар впрягся в повседневные дела: подоил корову (этому Михабар научился после смерти матери), проводил ее в стадо вместе с тремя овцами; процедил молоко, отлил одну чашу, остальное снес в погреб; затем сготовил обед — на двух взрослых и двух детей…

Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӗнисене суса пӗтерсе картана хупнӑ, сӗтне сӗрсе нӳхрепе антарса лартнӑ Енчӗпек пуп хапхи умӗнче улӑшкине кӗтсе тӑрать.

Ендебек подоила коров, процедила молоко, снесла в погреб и теперь сидит на лавке у поповских ворот — ждет мужа.

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул чӳлмекне нӳхрепе лартса килет.

Тот относит молоко обратно в погреб.

Ят шырани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Карчӑкки нӳхрепе кӗрсе пыллӑ сӑра илсе тухрӗ…

Старуха его бегом из погреба медовухи принесла…

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Килӗнче хӗрарӑмсем ҫук пулсан вӗсем тӳрех нӳхрепе сикеҫҫӗ, лаҫпа пӑлтӑрсене тустараҫҫӗ.

Если в доме не оказывается никого, они сами лезут в погреб, в ларь и выгребают все, что можно.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл яшка ҫакса янӑ, нӳхрепе анса юрма илсе тухнӑ, выльӑхсене тухса апат панӑ.

Он ставил суп, спускался в погреб за кислым молоков, кормил скотину.

Каҫҫан пичче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗншӗн кашнинчех нӳхрепе анса ҫӳремелле?

А не лазил бы всякий раз в погреб.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Асаплӑ ӗҫ хӑйне кура тупӑшлӑ пулчӗ — сунарҫӑсем тем пысӑкӑш нӳхрепе йӑлтах какайпа тултарса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӗнтӗ халь нӳхрепе илсе кайса хупӑр! — терӗ Ятламас ура ҫине тӑрса.

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех