Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нихӑшӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сывлӑшра темӗн чухлӗ тӑри хытса тӑнӑ — нихӑшӗн сассине те уйрӑммӑн илтме ҫук.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӗлсех тӑратӑп, «дистрикт» тесе ят парсан нихӑшӗн те ҫак территори единицине чӑвашлатас шухӑш пулмӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Иккӗшӗ те вырӑс хӗрарӑмӗсене качча илнӗ, вӗсен нихӑшӗн те ачисем чӑвашла пӗлмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Турра мантӑмӑр, нит тенине ҫухатрӑмӑр, ҫавӑнпа намӑсӗ-симӗсӗ ҫук пирӗн нихӑшӗн те.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Платниксем ӑна: «Киле кай, Степан Фомич, кай, урӑл унта. Асту, Аркадий Кузьмичран лекет акӑ сана — ӳсӗрсене вӑл юратмасть», — теҫҫӗ, лешӗ вара нихӑшӗн сӑмахне те хӑлхана чикмест.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Икӗ ят ҫӗрне илмелӗх укҫа нихӑшӗн те ҫук».

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хам куҫӑмсене хам ӗненместӗп: хӗлле шартлатса ҫурӑлнӑ юмансен халь нихӑшӗн те нимӗнле ҫурӑк та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Тухтӑрсем — хайсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56 с.

Ачасен компас нихӑшӗн те пулмарӗ, компас туянсан, тепӗр кун кайӑпӑр, терӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫкӗнсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 21–22 с.

Анчах нихӑшӗн виллине те тупайманни ҫынсене тарӑн шухӑша ячӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑна хуравламашкӑн нихӑшӗн те вӑй ҫук.

Ни у кого не было сил отвечать ему.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Нихӑшӗн те ҫиес килмест, апат анмасть.

Никто не мог и не хотел есть.

ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Нихӑшӗн те ҫиес килмест, ҫавӑнпа та тасатнӑ мӑйӑрпа тата типӗтнӗ улма-ҫырлапа ҫырлахрӗҫ.

Есть никто не хотел, а потому были поданы только чищеные орехи и сушеные фрукты.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Шыв патне кайма нихӑшӗн те вӑй юлмарӗ.

Идти за водой не было ни у кого сил.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.

Пӗтӗм команда ура ҫине ҫӗкленчӗ, кӑнтӑрла та, ҫӗрле те пӗр канми ӗҫлерӗ; ҫывӑрма та, апат ҫиме те нихӑшӗн те вӑхӑт тупӑнмарӗ; грот-мачта стеньгӗ хуҫӑлчӗ, хумсем хытӑ силленӗрен карап тӗпӗ шӑтрӗ; «Енчӗ» путасси куҫ кӗретех.

Вся команда была на ногах и работала днем и ночью; никто не успевал ни поспать, ни поесть; сломалась стеньга грот-мачты, в расшатанном волнами корабле появилась течь, и «Жемчугу» грозила гибель.

Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.

Самолётсем тапӑннӑ вӑхӑтра урама пӗри те тухман, нихӑшӗн те паника пулман.

Ни один из них во время налета не выскочил на улицу, не поддался панике.

XIX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Тавлашмалли нихӑшӗн те тупӑнмарӗ.

Спорить было не о чем.

VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Кунашкал каҫ пиртен нихӑшӗн те урӑх ӗмӗрне пулмӗ-и, тен!..

Да такой ночи, может, ни у кого из нас во всей жизни больше не будет!..

5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Пирӗнтен виҫсӗмӗртен вара нихӑшӗн те унашкал атте-аннене шанмалли ҫукчӗ.

Никому из нас троих на родителей рассчитывать не приходилось.

5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Нихӑшӗн те.

— Ни у кого.

XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Партизансем хӗпӗртеҫҫӗ, анчах халь ҫеҫ иртсе кайнӑ ҫапӑҫу нихӑшӗн асӗнчен те кайман.

Общую радость и бодрость омрачали воспоминания о бое.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех