Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нимсӗр (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑвӑрӑн бюджета тӗрӗс пайлама вӗренмелле, пули-пулми тӑкакламалла мар, унсӑрӑн нимсӗр юлас хӑрушлӑх пур.

Нужно научиться грамотно распределять свой бюджет, и не тратиться везде, где придётся, иначе велик риск остаться на мели.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Капла пире нимсӗр шӑхӑртса ан хӑварччӑр.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эсӗ унта ӗҫлесе манӑн кил-ҫурта суттаратӑн, нимсӗр тӑратса хӑваратӑн, тет.

Куҫарса пулӑш

XVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ан тив, Турунов чапӗ таса чап ан пултӑр, ҫапах та ку вӑл этем нимсӗр тӑрса юлни, ниме пултараймастӑп-ҫке эпӗ, тесе мӗскӗнленни мар-ҫке?

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Нимсӗр нимӗр пӗҫертӗм тенӗ пек, шӳтлемелли ҫук ҫӗртех шӳт тупма пултараҫҫӗ-мӗн кусем!)

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Яла ҫитиччен магазинсене хупӗҫ. Тантӑш патне нимсӗр пырса кӗме аван мар. Ачи-пӑчи пур тата унӑн. Кучченеҫсӗр юрамасть. Пӑртак тӑкакланма тивет», — шухӑшларӗ Изамбаев.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пурнӑҫра, ӑнсӑртран пулсан та, Сантӑр ӗмӗтленнӗ пекех килсе тухрӗ: Ҫтаппан ҫирӗп хуҫалӑхлӑ хресченрен нимсӗр тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ултӑ ачапа нимсӗр тӑратса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нимсӗр тӑрса юлтӑм.

Куҫарса пулӑш

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан нимсӗр тӑрса юлнӑ тутарсем пирки те хӑрама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ейӳ вӑхӑтӗнче нимсӗр тӑрса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапах та хӑйсен чунне йӑпатма, усламҫӑран нимсӗр хӑтӑлма пӗлеҫҫӗ апӑршасем: халь йӑтса ҫӳресси, киле кайнӑ чух илетпӗр теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Киле нимсӗр килтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Нумая хапсӑнса нимсӗр тӑрса юласран хӑрушӑ-и?

Не замахивайся на большее, иначе потеряешь и малое?..

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Нимсӗр тӑрса юлнӑ та — мӗнрен хӑрамалла?

А коль с тебя нечего взять, чего ж тебе бояться?

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл нимсӗр халӑха хӑварчӗ: Ҫӗр ҫук — шыва халь сик те пут».

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Эпир нимсӗр юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Тутарсем курайми пулнӑ ӑна, нимсӗр тӑрса юлчӗ ав сан мӑрсу!

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нимсӗр пурӑнакан ҫемьесене пӗрремӗш разряда куҫаратпӑр.

А семьи, которые совсем ничего не имеют, передвинем в первый разряд.

ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Нимсӗр тӑрса юлнисене эпӗ чӗререн хӗрхенетӗп, юрататӑп, ҫавӑнпа вӗсен пысӑк телейӗшӗн хамӑн пурнӑҫа пама та хатӗр.

Я так люблю обездоленных, что жизнью готов пожертвовать, чтобы они познали великое счастье.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех