Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

начальникӗ (тĕпĕ: начальник) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Арсентий Павлович Соколов — лабораторисенчен пӗрин начальникӗ, — ӑнлантарса парать вӑл телефонпа пулса иртнӗ кӗске калаҫӑва ҫав тери тимлӗн итлесе ларнӑ Завьялова.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Аэроклуб начальникӗ ӑна икӗ кунлӑх кайса ҫӳреме ирӗк пачӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Муниципалитет округӗн администрацийӗн сторительство, ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн начальникӗ Николай Петров пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсене 2023-2024 ҫулсенчи хӗллехи ӑшӑтмалли тапхӑра хатӗрлесси ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗле хатӗр пулмалла // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%85e%d0% ... %bb%d0%b0/

Чи малтанах округ администрацийӗн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ Сергей Волков сӑмах илчӗ, хуҫалӑхсенче тыр-пул пухса кӗртес тата выльӑх апачӗ хатӗрлес енӗпе пурнӑҫланакан ӗҫ-хӗл пирки тӗплӗн каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗле хатӗр пулмалла // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%85e%d0% ... %bb%d0%b0/

Сумлӑ юбилейпа тылпа ӗҫ ветеранне Елчӗк территори пайӗн начальникӗ Юрий Блинов тата тӗп специалист-эксперчӗ Ольга Левая саламланӑ, парне панӑ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d0%be%d0%b ... %bdace-11/

Унта мана Канаш лесничествине кӗрекен Сиккассинчи участок лесничествин производство участокӗн начальникӗ Николай Мурашкин илсе ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хунавран йывӑҫ ӳстермешкӗн сахал мар вӑй хумалла // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%85%d1% ... b9-%d1%85/

Администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ — муниципалитет округӗн администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Лариса Сергеева мероприятие уҫнӑ, конференци темине ҫутатса тӗплӗ доклад тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Педагогсем канашланӑ, тӗллевсене палӑртнӑ // Наталья Калашникова. http://kanashen.ru/2023/09/01/%d0%bf%d0% ... %80%d1%82/

Вӑрҫӑ ветеранӗ, 90 ҫултан иртнӗ пулин те, кӗлеткине тӳрӗ тытса ҫирӗп утӑмсемпе пынинчен тӗлӗннӗччӗ, чӑн-чӑн ҫар начальникӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

Астӑвӑм плитисене уҫнӑ церемоние Пишпӳлек район администрацийӗн пуҫлӑхӑн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Алексей Данилов, Пишпӳлек районӗнчи ҫар комиссарӗ Салават Абдуллин, культура, ҫамрӑксен политикин, спорт тата общество пӗрлешӗвӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлекен пай начальникӗ Елена Арефьева, Ҫирӗклӗ ял совечӗн пуҫлӑхӗ Александр Петров, «Урожай» ООО ертӳҫи Юрий Иванов хутшӑннӑ.

В церемонии открытия мемориальных плит приняли участие: заместитель главы администрации Бижбулякского района по социальным вопросам и кадрам Алексей Данилов, военный комиссар Бижбулякского района Салават Абдуллин, начальник отдела культуры, молодежной политики, спорта и взаимодействия с общественными объединениями Елена Арефьева, глава сельского поселения Зириклинский сельсовет Александр Петров, директор ООО «Урожай» Юрий Иванов.

Никама та манман, нимӗн те манӑҫман // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... an-3415095

Владимир Акчурин, округӑн капиталлӑ строительство, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн начальникӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленччӗр, ялсем илемленччӗр // Владимир Акчурин. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d2%ab%d3%9 ... %bb%d0%b5/

Вӗсене Александровка территори уйрӑмӗн начальникӗ Л.А.Полякова тата вӗренекенсем кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чечек кӑшӑлӗ хучӗҫ // Сергей Батюков. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%87%d0%b ... %97%d2%ab/

Вӗсене Физкультурник кунӗ ячӗпе муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.Н.Раськин, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева, округӑн вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.А.Комиссарова, «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан секретарӗ Л.М.Макарова, Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ М.А.Илларионова, спорт ветеранӗ В.И.Пундяков, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан В.Х. Денисов саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяв хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%83%d1%8 ... %bd%d3%97/

Тӗлпулӑва Александровка территори уйрӑмӗн начальникӗ Л.А.Полякова уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ ҫулне хатӗрленесси – тӗп ыйту // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d3%9 ... %82%d1%83/

Валерий Афанасьев — Аслӑ Елчӗк территори пайӗн начальникӗ:

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ҫарӗшӗн ҫуралчӗ мӑнаҫлӑх // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%80%d0%b ... bba%d1%85/

Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ – вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗ Владимир Николаев ертсе пынӑ комисси тӗрӗсленӗ вӗренӳ организацийӗсем пурте ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Пуррине упрама пӗлни паха // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bf%d1%8 ... %85%d0%b0/

Ҫӗнӗ предприятин ӗҫ кунӗсем ҫинчен производство участокӗн начальникӗ Евгения Гончарова каласа парать.

О трудовых буднях нового предприятия рассказала начальник производственного участка Евгения Гончарова.

Вӑр-вар ӗҫлеҫҫӗ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... le-3380278

Сумлӑ юбилее паллӑ тума Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗ Николай Карпов тата ҫывӑх ҫыннисем пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ырлӑхра пурӑнатпӑр», — тет 90 ҫулхи Кӗҫени аппа // Алена КАЛЮКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d1%8b%d1%8 ... %97%d2%ab/

Палӑртнӑ вырӑна министрпа пӗрле муниципаллӑ округӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Раськин, шкул директорӗ Ирина Соловьева, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова, Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ Мария Илларионова ҫитсе ӗҫлӗ калаҫу йӗркелерӗҫ, юсав ӗҫӗсене пӑхса хакларӗҫ, кирлӗ йышӑну турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентӳ министрӗ – пирӗн округра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d0%b2%d3%9 ... %80%d0%b0/

Ҫак савӑнӑҫлӑ пулӑмпа ял ҫыннисене Канаш муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ Александр Федоров, Вӑтапуҫ территори уйрӑмӗн начальникӗ Анастасия Глухова ӑшшӑн саламланӑ, яла малашне те илемленсе пыма суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑкяль — 290 ҫулта // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d0%ba%d0% ... %82%d0%b0/

Вӗсене ҫак ятпа Комсомольски муниципаллӑ округӑн депутатсен Пухӑвӗн ертӳҫи С.Грачева, Комсомольски, Кайнлӑк, Чӗчкен территори уйрӑмӗсен начальникӗсем М.Илларионова, А.Кузьмин, Н. Тумаланов, Луцки храмӗн настоятелӗ Сергий иерей, округри ЗАГС пайӗн начальникӗ О. Федотова, тӗп библиотека директорӗ И.Ядрова парнесемпе чечек ҫыххисем парса уявпа саламларӗҫ, малашне те ҫемье вучахне упраса, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d2%ab%d0%b ... %bb%d3%91/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех