Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗн намӑсӗ.
Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Намӑсӗ те ҫителӗклех пулчӗ.
XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
— Хулигансен эшкерӗ иртӗнсе ҫӳрени чӑннипех те ял намӑсӗ ӗнтӗ.
XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Ҫак аллӑмсем ӗҫлеме ӳркенчӗҫ пулсан — тӗнче намӑсӗ мана!
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Эй, мӗн намӑсӗ пултӑр унта!
Шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 19–23 с.
Куннинче те Сехре ҫавӑн пекех турӗ, хӑйне «Эй, мӗн намӑсӗ, эпӗ вӑрра кайман-иҫ» тесе лӑплантарчӗ те ним пулман пек колхоз картишне вӑкӑр кӳлме чупрӗ.
XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Йӗри-тавра мӗн пулса иртнине япӑх ӑнланса юнашар пӳлӗме иртрӗм, намӑсӗ кайнипе чӗрем талтлатнине тӑнласа — пукане пек — хускалми ухмахла тӑратӑп.
XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Унӑн арӑмӗ Флавия Футроз, пурнӑҫа сӑнама кӑна кӑмӑллакан упӑшкинчен тӗпрен уйрӑлса тӑраканскер, Футрозра хӑйне хӑй юратаслӑх йӳҫсе ҫӗкленессе, чапшӑн ҫунав ҫатӑртатма пуҫласса е ниме тӑманлӑха хӑй ирӗкӗпе куҫнӑшӑн йӗркеллӗ арҫын намӑсӗ вӑранасса нумай ҫул кӗтсе тертленчӗ те — иккӗмӗш хӗрӗ ҫуралсан тӑваттӑмӗш ҫулхине уйрӑлчӗ, ҫар инженерне Гальле качча тухрӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Намӑсланарах тумланчӗ, намӑсӗ — ӑнланмалла мар, анчах пӗлтерӗшлӗ те пулмаллискер, кирек мӗнле лайӑх намӑс пекех.Он одевался со стыдом, непонятным, но важным и неизбежным, как всякий хороший стыд.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.
Намӑсӗ унран чылайччен писмерӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.
Намӑсӗ пурах ӗнтӗ, паллӑ, — терӗ Пархоменко.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Намӑсӗ те, симӗсӗ те ҫук.
ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Мӗн намӑсӗ пултӑр-ха кунта?
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫук, нимӗн намӑсӗ те ҫук!
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ял намӑсӗ!..
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Намӑсӗ те пӗкӗрӗлтермеллех тиенӗ…
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫук, пур-пӗрех ун намӑсӗ пулмасть Нина, пускас та — пулмасть-пулмастех.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Доктор Сарагоссӑра пулса иртнӗ ученайсен диспутӗнче тухса каланӑ, «Аутодафе — Испанин намӑсӗ» тенӗ Соза тухтӑр.Доктор выступил на учёном диспуте в Сарагоссе, «Аутодафе — позор Испании», — сказал доктор Соза.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Чура сутуҫисем тӗрӗслӗхпе суялӑха уйӑраймиех пӑтраштарса янӑ ӗнтӗ, вӗсен чысӗ те, намӑсӗ те пӗтнӗ, чунӗсенче нимле ятлӑ-сумлӑ туйӑм та юлман; хӑҫан та пулин пулнӑ пулсан та, Африкӑри чура суту-илӗвӗн тискерлӗхӗнче вӗсем ӑна тахҫанах ҫухатнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Намӑсӗ ҫинчен каламастӑп та эпӗ, — терӗ Леноре фрау малалла: — кун пекки, хӗр каччине качча тухма хирӗҫ пулни, ӗмӗрне те пулман вӑл; анчах ку пире ҫуклӑха хӑварать-ҫке, Herr Dimitri — Леноре фрау, хӑй хуйхине ҫӑмха ӑшне вырнаҫтарасшӑн пулнӑ пек, тутӑрне тӑрӑшсах пӗчӗк хытӑ ҫӑмха пек туса чӗркерӗ, — Herr Dimitri, хамӑр магазин дохочӗпе малалла пурӑнма пултараймастпӑр эпир.
XXIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
- 1
- 2