Шырав
Шырав ĕçĕ:
назорейӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
17. Вӑл вара Далидӑна хӑйӗн пӗтӗм чӗрине уҫса парса каланӑ: ман пуҫӑма ҫӳҫ илекен ҫӗҫӗ тӗкӗнсе курман, эпӗ мӗн аннерен ҫуралнӑранпах Турӑ назорейӗ; ҫӳҫӗме кассан, ман вӑйӑм сӳнет; ун чухне эпӗ вӑйран каятӑп та ытти ҫынсем пекех пулатӑп, тенӗ.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Арӑм ӗнтӗ упӑшкине пырса каланӑ: ман патӑма Турӑ ҫынни килсе кайрӗ, пӑхма хӑй Турӑ Ангелӗ евӗрлӗ, питех те сумлӑ курӑнать; эпӗ унран ӑҫтан килнине ыйтмарӑм, вӑл та мана хӑй ятне каламарӗ, тенӗ; 7. вӑл мана ҫапла каларӗ: «Акӑ эсӗ йывӑр ҫын пулӑн та ывӑл ҫуратса парӑн; эппин, эрех те, ҫиккер те ан ӗҫ, таса мар апат ан ҫи, мӗншӗн тесессӗн вӑл мӗн ҫуралса мӗн виличченех Турӑ назорейӗ пулӗ» терӗ.
Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫав арӑма Ҫӳлхуҫа Ангелӗ курӑннӑ, каланӑ ӑна: акӑ эсӗ хӗсӗр, ача ҫуратмастӑн; анчах эсӗ йывӑр ҫын пулӑн та ывӑл ҫуратса парӑн; 4. эппин, асӑрхан — эрех те, ҫиккер те ан ӗҫ, таса мар апат ан ҫи; 5. акӑ йывӑр ҫын пулӑн та ывӑл ҫуратса парӑн, ун пуҫне ҫӳҫ илекен ҫӗҫӗ сӗртӗнмӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫав ача мӗн ҫуралнӑранпах Турӑ назорейӗ пулӗ, вӑл Израиль халӑхне филистимсен аллинчен ҫӑлма пикенӗ, тенӗ.
Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1