Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑшӑрне (тĕпĕ: мӑшӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл Тӑван ҫӗрне-шывне чунтан парӑнса юратать, хӑйшӗн кӑна мар, пӗтӗм обществӑшӑн тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлет, ҫынна юлташла пулӑшать, мӗншӗн тесен «кашни — пуриншӗн, пурте — пӗриншӗн», «ҫыншӑн ҫын — тус, юлташ тата тӑван» тенӗ сӑмахсем унӑн кӑмӑлӗпе ӑс-тӑнӗнче; вӑл тӳрӗ кӑмӑллӑ, ырӑ чунлӑ та сӑпайлӑ, кил-йышра мӑшӑрне хисеплет, ачисене юратса пӑхса ӳстерет, вӑлах пурнӑҫри тӗрлӗ киревсӗрлӗхе тӳсме пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Епле курасси килет Мария Тимофеевнӑн халь савнӑ мӑшӑрне!

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӑшӑрне Пушкӑртри чӑваш ялӗнчен вӑрласа килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Арӑмӗ, мӑшӑрне куҫ пек кӗтекенскер, вӑр-вар аяла анса Кешӑна илсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Ҫур ӗмӗре яхӑн пурӑннӑ, тӑватӑ ача ҫуратса ӳстернӗ, юратнӑ мӑшӑрне пытарнӑ тӑван тӑрӑхран тухса кайма ҫӑмӑл маррине систерчӗ-ши чунӗ…

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Мӑшӑрне типтерлесе пытарнӑ хыҫҫӑн вӑхӑт нумаях та иртмен, Ульккана таҫтан сиксе тухнӑ тӑвӑллӑ ҫанталӑк илсе килнӗ хура пӗлӗт хупланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Те арӑмӗ хӗтӗртнипе, те хӑйӗн те кӑмӑлӗ выртмасть /пулас мӑшӑрне мӑшкӑлланӑ тет-и лешӗ/ хӗрӗ Якши Улюкӗпе ҫӳренине питӗ хирӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Анчах мӑшӑрне хаяр вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Пурӑнах эппин ху пӗлнӗ пек мӑшӑрне ҫухатнӑ кайӑкла.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ӗҫ сӗтелӗ хушшинче ларнӑ ҫӗрте шывӗ типме пуҫланӑ стаканри хӗрлӗ ҫеҫкеллӗ чечеке сӑнанӑ май, хӗр куҫӗ умне Алексей пекех хӗрлӗ ҫӳҫлӗ шӑллӗпе йӑмӑкӗсем, ӑнсӑртран килсе тухнӑ хӑрушӑ ӗҫ-пуҫа пула мӑшӑрне ҫухатнӑ амӑшӗ тухса тӑчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Паллах, «чемпион» хӑй мӑшӑрне ҫийӗнчех хӑваласа ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Укахвине мӗн ҫитмест, Ӑна ӗнтӗ кам пӗлмест; Хӑй мӑшӑрне кӗвӗҫсе, Ун урӑххи пур, тесе, Кунӗн-ҫӗрӗн чӗпӗтсе, Йӑлтах ячӗ типӗтсе.

Куҫарса пулӑш

Укахви // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 18 с.

Ак халь тӑрсан ӗҫ умне, — Вӗсем шанас пӗр-пӗрне, Санюк хушать мӑшӑрне, Михалийӗ — Санюкне.

Куҫарса пулӑш

Санюкпала Михала // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 17 с.

Эпир Семен Сергеевича, унӑн мӑшӑрне, ачисене ырлӑх-сывлӑх сунса, пӗрин хыҫҫӑн тепри сӑмах каларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗр самантрах… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 6–7 с.

Эпӗ сана ыйтатӑп, — теме пуҫларӗ Ванюш шӑнса пӑсӑлнӑ, хӑйӑлти сасӑпа, хӑвӑрт, мӑшӑрне сывлӑх сунма та памасӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тутар АССР НКВД Следстви управленийӗн пуҫлӑхне Дорфман подполковника мӑшӑрне «халӑх тӑшманӗ» тесе сасартӑках арестленӗ хыҫҫӑн ырӑ хӗрсемпе ӳсӗрле аскӑнланса ҫӳренӗшӗн — «за аморальное поведение» нумай пулмасть званине чакарса Мускавран Хусана куҫарнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗнле таврӑнтӑн? — тӗлӗнсе мӑшӑрне ыталаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Дмитрий Родионовичӑн мӑшӑрӗ Прасковья Павловна, тӑватӑ ачи ҫемйисемпе (ултӑ мӑнукӗ, икӗ кӗҫӗн мӑнукӗ) мӑшӑрне, ашшӗне хисеп тунӑшӑн, манманшӑн пуҫ тайса пурне те тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Волков ячӗпе - Асӑну хӑми // А.ЗАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/404-d ... s-nu-kh-mi

Наталия упӑшки Виктор мӑшӑрне ҫакӑн пек пархатарлӑ миссире пулӑшать, вӑл пур мероприятисенче те пӗрремӗш помощник, вӗсемшӗн боецсене пулӑшасси пӗрлехи ӗҫ пулса тӑнӑ.

Муж Наталии Виктор поддерживает супругу в такой благородной миссии, он первый помощник во всех мероприятиях, для них помощь бойцам СВО стала общим делом.

Пӗрле ытларах тума пултаратпӑр // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3475759

Унта ҫамрӑк вӗрентекен хӑйӗн пулас мӑшӑрне тӗл пулнӑ та.

Куҫарса пулӑш

Бриллиант евӗр ҫирӗп мӑшӑр // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех