Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑшкӑлласа (тĕпĕ: мӑшкӑлла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӑшкӑлласа, милицие турттарса каяссипе хӑратса, каялла тавӑрса памалли укҫана кӗсйине пӗтӗрсе чикрӗ, вара ним пулман чухнехи пекех хӑй ҫулӗпе шӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Те туристсем, те ҫилхӑвансем, те ҫутҫанталӑка шутсӑр юратакансем, те унран юри мӑшкӑлласа ҫӳрекенсем — пӗлме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ниме тӑман пир-авӑра, юнӗҫенсем, вунӑ хут ӳстерсе сутатӑр, кайран, мӑшкӑлласа, татах ыйтса ҫӳретӗр.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Хӑвран куҫкӗрет мӑшкӑлласа пурӑнакан ҫынран хӑйӗнчен ыттисем кулни, ӑна Узурпаттӑр сарайӗнче мӑкӑль лартса яни, урлӑ-пирлӗ лайӑх шутламасан, Ваҫукшӑн савӑнмалли япала пек кӑна темелле.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тарӑхма пуҫлатӑн ҫеҫ — пушшех мӑшкӑлласа пӗтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫакна курсан, Кулюкка пушшех урса каять: — «Намӑссӑр! Ясар кӗвенте! Турра мӑшкӑлласа тӑрать тата!» — тет те чышкипе Куҫука хӑлхаранах яра парать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуян чӑвашран мӑшкӑлласа кулни мӗне тӑрать.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ан тив, унран урӑххисем мӑшкӑлласа кулнӑ пултӑр.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата Анукран мӑшкӑлласа кулма шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата эсӗ ман упӑшкаран та мӑшкӑлласа кулма кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл тинех Лукарье мӑшкӑлласа кулни Ванюк ун хӗрачине тивнинчен ҫеҫ килменнине сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашӗнче ҫеҫ: «Ҫук, Микула ачине хам хӗрача пек юратӑп. Ҫавӑнпа вӗсене пуш алӑпа ярас мар. Амӑшӗ урӑх шут. Май килнӗ чух унран кӑшт мӑшкӑлласа кулсан та ҫылӑх мар», — тесе тӗв турӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ҫынран мӑшкӑлласа кулмасӑр тӳсеймен ӗнтӗ вӑл!»

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку пӗтӗмпех Богдановӑн шӳтлӗ ӗҫне тавҫӑрсан, Матӗрне каллех Ҫтаппаиа аса илчӗ: «Нивушлӗ унран та мӑшкӑлласа кулчӗ пулӗ?»

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тепӗр чухне эпир тӑрлавсӑр ҫынна мӑшкӑлласа «пӑру» тетпӗр, — чӑтса лараймарӗ Тунькка.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ма ҫӳрет мӑшкӑлласа!

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Пире кӳрентерес килет ун, — илтӗнчӗ чаршав хыҫӗнчен Анюк сасси, — Володьӑна ним вырӑнне те хумасӑр, пирӗнтен мӑшкӑлласа, чӗлхине ирӗк ярса ларать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Мӑшкӑлласа мӗн турӑм эпӗ ӑна?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унран тӑрӑхламасть-и, унран мӑшкӑлласа кулмасть-и ҫав ҫӑткӑн кайӑк?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Капла мӑшкӑлласа хӑварнинчен ҫакса вӗлерни лайӑхрах ӗнтӗ, — шухӑшларӗ хӑй ӑшӗнче Савантер.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех