Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑнукӗсем (тĕпĕ: мӑнук) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи сумлисем вара И.Я.Яковлевӑн кӗҫӗн мӑнукӗсем — Любовь Михайловна Ордынскаяпа Никита Михайлович Толмачев хӑйсен мӑшӑрӗсемпе.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӗҫӗсем вилӗмсӗр // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... 81e%d1%80/

Аня ҫитнӗ кун ывӑлӗсемпе кинӗсем тата мӑнукӗсем ҫукчӗ-ха, вӗсем ун чухне ҫул ҫинче е ҫул ҫине тухма кӑна хатӗрленнӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӗсем хутшӑнни паха, кунсӑр пуҫне ӗнтӗ, Яковлева тӗпчекенсем, унӑн пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ тӑванӗсем, мӑнукӗсем килнӗ паянхи куна.

Куҫарса пулӑш

«Яковлев вулавӗсем» иртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60943

Халӗ ӗнтӗ унӑн, тӑкӑнса тӑракан ҫемье телейӗпе киленсе пурӑнаканскерӗн, ачисем кӑна мар, мӑнукӗсем те пур.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Мӗн калӑн, ҫын ачисем кӑна мар, хӑйӗн мӑнукӗсем те итлесех каясшӑн мар ҫав ват ҫынна.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Унӑн шӑпах ҫакӑн пек мӑнукӗсем пурччӗ.

Вот такие же внучата были бы и у него.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ваттисем вырӑнне ачисем, хӑшӗсен мӑнукӗсем хутшӑна пуҫларӗҫ кӑҫал.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мӑнукӗсем те ӑратӑн ятне ярасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

55 ҫул - юратӑва упраса // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11112-55 ... -va-uprasa

Ҫак ятпа ӑна ачисем, мӑнукӗсем, ҫывӑх ҫыннисем, кӳрши-арши саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Сумлӑ кунпа саламларӗҫ // Л.НОСОВА. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%81%d1%8 ... 0%d1%80ec/

Ҫак кунсенче ӑна юбилей ячӗпе ачисемпе мӑнукӗсем, ҫывӑх ҫыннисем саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ сӑмахсем чуна ӑшӑтаҫҫӗ // Л.Тихонова. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%8b%d1%8 ... %d0%b0cce/

Ҫу кунӗсенче вара мӑнукӗсем вӗсене савӑнӑҫ кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Ачисемпе мӑнукӗсем килсех ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи кун та хисепре // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d0%bf%d0%b ... %80%d0%b5/

Унӑн 12 мӑнук, мӑн мӑнукӗсем саккӑрӑн.

Куҫарса пулӑш

Анне пурри телей // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d0%b0%d0%b ... 5%d0%b9-2/

Ачисем, мӑнукӗсемпе мӑн мӑнукӗсем килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтет.

Куҫарса пулӑш

Анне пурри телей // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d0%b0%d0%b ... 5%d0%b9-2/

Ҫемье пуҫлӑхне чаплӑ юбилейпа саламлама вӗсем патне ачисемпе мӑнукӗсем, тӑванӗсем, пӗрле ӗҫленӗ юлташӗсем пухӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑх производствинче — 40 ҫул // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d1%8f%d0% ... %83%d0%bb/

Мӑшӑр ҫумра пулни, хисеплени, юратни, ачисем, мӑнукӗсем йӗркеллӗ ҫын пулни пурнӑҫа вӑрӑмлатма пулӑшаҫҫӗ, малалла ӗҫлеме хавхалантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен алӑ хӑйне валли ӗҫ тупать // Надежда Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/28/ec%d1%87%d ... %82%d1%8c/

Мӑнукӗсемпе кӗҫӗн мӑнукӗсем те ҫывӑх ҫынни патне час-часах килсе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Фронта, партизансен отрядне яма ыйтнӑ… // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d1%84%d1% ... 82%d0%bda/

Вӑхӑт иртнӗ май пирӗн мӑн асаттесем ӑна аслӑлатас тӗллевпе пура чавса лартнӑ, ӑна вӗсен ачисемпе мӑнукӗсем тӑтӑшах ҫӗнетсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Сиплӗ те таса ҫӑл куҫӗ таптӑр ӗмӗрех // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d1%81%d0% ... %b5%d1%85/

Старикӗсем вара кунта тухнӑ хыҫҫӑн килӗсем пирки те, хӑйсене шанса панӑ, халӗ аслашшӗсем вӑрҫманнипе усӑ курса юнашарах тусан айӗнче айкашакан мӑнукӗсем пирки те йӑлтах манса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсемпе пӗрле мӑнукӗсем те килсех тӑраҫҫӗ, пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑрлӑ кирпӗч // Николай Адёр. https://ru.chuvash.org/content/6051-%D2% ... D1%87.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех