Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑнтӑр сăмах пирĕн базăра пур.
мӑнтӑр (тĕпĕ: мӑнтӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуркуннехи кӑвакал кӗрхи пек мӑнтӑр мар ҫав вӑл, ҫӑмӑллӑн вӗҫсе хӑпарать те эс тӗлленӗ ҫӗре куҫран ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс — суеҫӗ, капӑрчӑк ҫын, — турхан ҫине хӑрах куҫне хӗссе пӑхрӗ мӑнтӑр ҫын.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапла каласа Горбатый-Шуйский пӗр утӑм каялла чакрӗ, ун вырӑнне мӑрсасем умне ҫулланса кайнӑ пит-куҫлӑ мӑнтӑр Шигалей тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурне те ирӗке ямалла-и? — терӗ пӗр ватӑрах казакӗ типнӗ пулӑ ҫисе ларакан мӑнтӑр дьяк умне сатуррӑн пырса тӑрса.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрре тытӑҫса тӳпелешсех илчӗҫ: Микихвер, мӑнтӑр, лӳпперскер, Хветюка ҫӗнтереймерӗ, кӳреннипе сӑмсипе сысна пек нӗш! нӗш! туртса «тусӗ» патӗнчен кайрӗ, ним тума аптранипе шыва чулсем персе ҫӳреме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ула курак меслечӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 22–23 с.

Алла хурлӑх пулсассӑн пыра мӑнтӑр пулать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Мӑнтӑр та илемлӗ кушак, куҫне хупнӑ пек туса, чеенӗн пӑхса выртать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Крамахвун мӗнле юрлать! — тет Виноградов, кӗске мӑнтӑр пӗвӗпе ҫынсем умӗнче сулкаланса тӑрса.

Куҫарса пулӑш

Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Пит хӑрушла ӗҫ ку, — сӑмах хушрӗ Иванюк, мӑнтӑр питне ал тутӑрӗпе сӑтӑрса илсе.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тепри — шурӑ сухаллӑ мӑнтӑр старик, кӑвак тумтирлӗскер, тӑрантас тулли ларса пырать.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Турӑ пулӑштӑр сире, — терӗ ҫинҫе сассипе мӑнтӑр Питлӗ Манехва, унтан пуҫне пилӗк таран тайса илчӗ, турӑш умнелле пырса сӑхсӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лутра та мӑнтӑр пуп, купӑста пуҫӗ пек ҫара лӗпкеллӗскер, ачасен ашшӗ-амӑшӗ ятне ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пурӑнасса сӗм ӗҫсӗрех пурӑнаҫҫӗ те-ха харам пыр казакӗсем, манран килес пулсан пӗрер уйӑх вӑрман кастарӑттӑм эп вӗсене тесе лавҫӑпа юнашар ларса пыракан салтакӑн мӑнтӑр купарчи ҫине йӗрӗнсе пӑхать чиновник.

Хотя эти бездельники и жируют без дела, будь это в моей власти, я бы погнал их на месяцок заготавливать лес», — думал Гарткевич, с ненавистью глядя на толстый зад казака, сидящего рядом с возницей на козлах.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

2005 ҫултанпа ветерансен вырӑнти советне Л.М.Тихонова (Ҫӗнӗ Шӑхран), В.В.Микенина («Слава» ЯХПК), Е.В.Сергеева («Луч» ЯХПК), В.И.Тяканова (Ҫӗнӗ Сӗнтӗр), А.С.Васильева (Хирти Мӑнтӑр), В.Г.Портнов (Ҫӗнӗ Кипеҫ), М.И.Михайлова (Аслӑ Ҫӗрпӳел) ӑнӑҫлӑ ертсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Хирти Мӑнтӑр ялӗнчи чи аслӑ арҫынсенчен пӗри Василий Краснов та ялта ҫакӑн пек пуҫаруллӑ, ӗҫрен хӑраман, ӗҫе майне пӗлсе пурнӑҫлакан ҫынсем пурришӗн савӑннине пытармарӗ:

Куҫарса пулӑш

Туслӑн пӗрле тӑрӑшсан пӗве те типмӗ нихӑҫан // Н.Калашникова. http://kasalen.ru/2022/10/07/%d1%82%d1%8 ... %b0%d0%bd/

Кӑҫал Троица уявне ҫамрӑксем яла пуҫтарӑнсан вара пуҫаруллӑ ушкӑн йӗркеленчӗ, вӑраха ямасӑр юсав ӗҫне пуҫларӑмӑр, — каласа парать Хирти Мӑнтӑр ялӗнче ҫуралса ӳссе кунтах тӗпленнӗ, ял илемӗшӗн чунтан пӑшӑрханакан Герман Крылов.

Куҫарса пулӑш

Туслӑн пӗрле тӑрӑшсан пӗве те типмӗ нихӑҫан // Н.Калашникова. http://kasalen.ru/2022/10/07/%d1%82%d1%8 ... %b0%d0%bd/

Хирти Мӑнтӑр ялӗнче те «Знамя» колхозӑн пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтерекен бригадин бригадирӗ Василий Давыдович Давыдов ертсе пынипе Ҫирӗклӗ юхан шывне пӗвеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑн пӗрле тӑрӑшсан пӗве те типмӗ нихӑҫан // Н.Калашникова. http://kasalen.ru/2022/10/07/%d1%82%d1%8 ... %b0%d0%bd/

Александра Ивановна Хирти Мӑнтӑр хӗрех пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анне пурри телей // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d0%b0%d0%b ... 5%d0%b9-2/

Кил-ҫурт ӑшшине упраса пурӑнни, пире, ҫунат сарса тӗрлӗ ҫӗре саланса пӗтнӗ тӗпренчӗкӗсене, кӑмӑллӑн кӗтсе илсе ӑшшӑн калаҫни мӗн тери паха», — теҫҫӗ Хирти Мӑнтӑр ялӗнче пурӑнакан А.И.Григорьеван ачисем амӑшӗ пирки чӗререн тав сӑмахӗ каласа.

Куҫарса пулӑш

Анне пурри телей // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d0%b0%d0%b ... 5%d0%b9-2/

Пӗрре пӑхса илсех Ятман ҫакна асӑрхарӗ: Гариф ҫак ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче сӑнран ытла ватӑлса кайнӑ пек, унӑн мӑнтӑр пичӗ лапкӑшпех пӗркеленнӗ, ҫурӑмӗ унчченхинчен ытларах пӗкӗрӗлсе тухнӑ, аллисене хыҫалалла тытса утнӑран ун курпунӗ пушшех те пысӑк пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех