Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах Стильтон хӑй ӑсласа кӑларнӑ япалапа (ҫынран — тетте!) пирвай самаях мӑнаҫланса пычӗ, мӗншӗн тесен вӑл, хӑйӗн шухӑшӗпе, — кӑсӑк япаласем тума пӗлекен, чее фантазиллӗ ҫын.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 253–258 с.
— Эсир, — хӑйӗнпе мӑнаҫланса калаҫрӗ вӑл, — эсир, пиҫӗ этем хуҫи, сирӗн тивӗҫлӗ тӑшман пулнине ан манӑр.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Ҫавӑнпа та эпӗ мӑнаҫланса мухтанма юратакан ҫынсене хамӑн куҫ умне курӑнма та хушмастӑп.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эмиль ӑна вуласа пӑхрӗ те амӑшӗпе мӑнаҫланса илчӗ, вӑл ҫырусем ҫырма питӗ аван пӗлет иккен, Адриан пек мар.Эмиль прочёл его и восхитился мамой — как она хорошо умеет писать письма, не то что Адриан!
Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Хӑйӗнчен темиҫе хут пӗчӗк ҫынна курсан, вӑл пит мӑнаҫланса кайнинчен ним те тӗлӗнмелли ҫук: король майрин хӑнасене йышӑнмалли малти пӳлӗмӗнче мана тӗл пулсан, мӑнкӑмӑлланса аллисене ик аяккине тӗкӗлесе тытатчӗ те ман ҫине сӗмсӗрленсе пӑхса тӑратчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫак хӑюлӑхпа паттӑрлӑх тата хастарлӑх уявӗнче эпир Раҫҫей ҫарӗн паттӑрла ӗҫӗсемпе чаплӑ ҫӗнтерӗвӗсене мӑнаҫланса аса илетпӗр, ҫар дежурствинче тӑракан, халӑхшӑн вӑй хурасси чун туртӑмӗ, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесси вара – професси пулса тӑнӑ ҫынсене чыслатпӑр.
Михаил Игнатьев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/02/23/news-3785796
Час-часах тата ҫапла та пулкаланӑ: хула хуҫи ютран килнӗ ҫын патне йӑлтӑр-ялтӑр тумтирпе мӑнаҫланса пырса кӗнӗ те — малтан лешин лакейне алӑ тытнӑ, ун сывлӑхне ыйтса пӗлнӗ, вара тин ӑна хӑй ҫинчен кӗрӗкӗпе ботикне хывма ирӗк панӑ.
II // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Мана хирӗҫ шухӑша кайса, мӑнаҫланса, парадран тавӑрӑннӑ пек пур медалӗсене те ҫакса утса пыраканскер, вӑл аллине карттусӗ патне тытса пӗр сӑмахсӑрах иртсе кайрӗ, анчах самантранах чарӑнса, ман хыҫран ҫилӗллӗ сасӑпа пӗлтерчӗ:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Чӑнах та, мӑнаҫланса савӑнмалли пур ӗнтӗ — унӑн ывӑлӗ Совет Союзӗн Геройӗ пулса тӑнӑ.И есть чему гордиться — подумать только! — ее сын стал Героем Советского Союза.
Юлашкинчен калани // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑл каланӑ сӑмахсенче хуйхӑ-суйхӑ, чӗре ыратни, савӑнни, хӑйӗн Ленюшкишӗн чунтан-чӗререн мӑнаҫланса хӗпӗртени илтӗнчӗ.В словах ее прозвучало и горе, и боль, и гордость — большая материнская гордость за своего Ленюшку.
Юлашкинчен калани // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ун ҫинчен унӑн амӑшӗ кӑштах хурланса тата мӑнаҫланса аса илчӗ, тӑшмана ҫапса аркатнӑ ҫӗрте Ленькӑпа пӗрле пулнӑ партизансем ун ҫинчен чунтан-чӗререн хавхаланса каласа пачӗҫ.
Умсӑмах вырӑнне // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑрӑпа тытӑнасси ӑна хӑратман, кӑмӑл капламне ҫеҫ ҫӗкленӗ — куҫӗсем вара ун хураларах панӑ, шӑлӗсене вӑл шатӑртаттарса ҫыртнӑ, сӑнӗ-пичӗ мӑнаҫланса, хаярланса кайнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Иккӗленместӗп, тӗп хула Раҫҫей Президенчӗн указӗпе панӑ «Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули» хисеплӗ ята мӑнаҫланса ӗмӗр-ӗмӗр упрӗ.
Олег Николаев Хула кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/08/15/glav ... aet-s-dnem
Кадет чӗлпӗрне туртса лартрӗ, унтан, мӑнаҫланса, Васька патнелле пырса чарӑнчӗ.Кадет сильно натянул повод и успокоил коня, с важным видом он подъехал к Ваське.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Циркра пулнисем, мӑнаҫланса, ытти ҫынсене паянхи геройпа паллаштарчӗҫ.Побывавшие в этот день в цирке с гордостью показывали другим героя дня.
III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Унӑн сӑн-питӗнче халь мӑнаҫланса кулни те, хӑйне пысӑка хуни те палӑрмасть.На его лице уже не было ни высокомерной усмешки, ни превосходства.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Мӑнаҫланса кайрӑн-и-мӗн?
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Histoire des voyages-ӑн икӗ пысӑк томне ҫеҫ, хӗрлӗ хуплашкаллӑскерсене, стена ҫумне хисеплӗн сӗвентерсе тӑратнӑ; ыттисене вара ним йӗркесӗр хурса тухнӑ, кунта вӑрӑммисем, хулӑннисем, пысӑк тата пӗчӗк кӗнекесем, — кӗнекесӗр хуплашкасем, хуплашкасӑр кӗнекесем; рекреаци умӗн ҫӳлӗке, Карл Иваныч мӑнаҫланса библиотека тесе калаканскере, йӗркене кӗртме хушсан, хӗсеттӗмӗрччӗ те кӗнекесене унтах чике-чике хураттӑмӑрччӗ.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Шарф мар ку, пионер галстукӗ, — темле, уйрӑммӑнах мӑнаҫланса хуравларӗ Чочой.— Это не шарфики, это пионерские галстуки, — с какой-то особенной гордостью ответил Чочой.
Телейлӗ ҫӗршывра // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Эпӗ малтанах асӑрхарӑм: эсӗ пурин ҫине те ҫӳлтен, мӑнаҫланса пӑхнине, хӑвна ирӗклӗ ҫын вырӑнне шутласа пурӑннине асӑрхарӑм.
22 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.