Шырав
Шырав ĕçĕ:
мятнӑй (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Марфа Петровна, хӑй енчен, ҫавӑн пекех парнесем янӑ, анчах вӗсем пахалӑх енӗпе мар, вӗсене тӑрӑшса ярса панӑшӑн хаклӑ пулнӑ; монастыре вӑл кӗрен тата мятнӑй шыв, кӑткӑ спирчӗ, типӗтнӗ хӑмла ҫырли (иноксем, унпа мӗн тумаллине пӗлмесӗр, ӑна кӑпӑкланакан эрех ӑшне ярса шӳтернӗ), темиҫе банка уксуслӑ кӑмпа ярса панӑ (кӑмписене ҫав тери ӑста вырнаҫтарнӑ, хуть те хӑш енчен пӑхсан та шурӑ кӑмпасем курӑннӑ, анчах кашӑкпа темле ӑссан та е хурӑн кӑмпи е маҫлинкка лекнӗ).
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Оленин Марьянкӑн хӗвелпе пиҫнӗ пысӑк мар аллипе икӗ ҫаврака мятнӑй тата пӗр тӗксӗмрех сарӑ тӗслӗ премӗке мӗнле ярса илнине, вӗсемпе ним тума пӗлмесӗр тӑнине ирӗксӗрех асӑрхарӗ.
XXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Глеб Глебыч ҫӳлӗк ҫинчен мятнӑй лепёшка тултарнӑ банкӑна кармашса илет те, ҫур банкине Плаки тутӑрӗ ҫине ярса парать.Глеб Глебыч достает с полки банку с мятными лепешками и полбанки высыпает в платок Пелагее.
Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.
— Глеб Глебыч, сире Лизавета Григорьевна салам каласа ячӗ, мятнӑй лепёшка парса яма ыйтрӗ.— Кланялись вам, Глеб Глебыч, Лизавета Григорьевна и просили у вас мятных лепешек.
Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.
Страницăсем:
- 1