Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗрӗ Хусанти ветеринари институтӗнчи 3-мӗш курсра кӑна вӗреннӗрен, вӑл фермӑри йӗкӗреш пӑрулакан ӗнене васкавлӑ пулӑшу пама пултарасса Якур мучипе Анук инке шухӑшламан та.
Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.
Пӳрт умӗнчи мучипе тантӑш, лапсӑрӑлса ларакан йӑмрана сырнӑ кураксем, «эх, Ҫтаппан, Ҫтаппан! Ҫӑмарта вӗҫне ҫитнӗ пурнӑҫ пурнӑҫах мар пуль ҫа-ав… Хӑв айӑплӑ… Анчах ан та ӑшталан, Ҫтаппан, кая юлтӑн: ҫӑмартана паҫӑрах кинеми йӑкӑртса кайрӗ», — тенӗ пек, килхушшин вӗрлӗк хапхи еннелле кӑнтарӑннӑ шаннӑ-хӑрнӑ туратсем ҫинче хӑрах куҫӗсемпе мучие йӗкӗлтевлӗн сӑнаса лараҫҫӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Юрать-ха Праски кинеми, Ҫтаппан мучипе пӗрлешме хут ҫыртармасӑр килӗшменскер, ку сӑмахсене пулах хуҫӑлса ӳкмест, май килсен, хӑй те пӑкки шаннӑ, шӗлтӗркенӗ, мӑртӑхса ҫитнӗ тӳрккесе хирӗҫ чӗвен те тӑрать, тӑрӑс-тӑрӑсах ура та тапать, ик пӳрни хушшипе мулкачне те кӑтарткалать.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ҫапла Ҫтаппан мучипе Праски кинеми (ку вара, вӑйпитти, ҫырӑ сӑн-питлӗ, вӑтам пӳллӗ, тапчам хӗрарӑм, утмӑл ҫул тултарнӑскер кӑна пулнӑ-ха) ҫав пасарта пӗр-пӗринпе паллашаҫҫӗ, пӗр чӗлхе тупса, арлӑ-арӑмлӑ пурӑнса пурнӑҫ тӑрлама сӑмах татаҫҫӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Мучипе кинемей мӑклана пуҫланӑ тунката ҫине пырса ларчӗҫ.
Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.
Акӑ Матвей Захарчпа Униҫ инке Хӗл Мучипе Юрпике ҫине ӑшшӑн пӑха-пӑха иртрӗҫ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Темиҫе ҫаврӑм ҫаврӑнсан, Хӗл Мучипе Юрпике каллех юнашар ташларӗҫ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Мучипе калаҫнӑ хыҫҫӑн Ленӑн килӗнче пӗр минут та тӑрасси килмерӗ, вӑл мунча кӗрсе тӑмасӑрах фермӑна хӗрсем патне кайма васкарӗ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫимун мучипе Анна аки /ялта вӗсене ҫапла чӗнеҫҫӗ/ Кушарта - чи аслисем.
Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.
Ҫӳллӗ те кӗрнеклӗ, кӗреҫе сухаллӑ мучипе пӗчӗк те тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткеллӗ шураппана сӑнӳкерчӗкре курнипех кӑмӑлларӑм.
Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.
Хӗл Мучипе Юр пике вырӑнне чылай ҫӗрте Санта Клаус тӑрать.
Хамӑрӑн уявсене те манас марччӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44179-kham- ... as-marchch
Ун ҫинчен хаҫатсенче мухтаса ҫырчӗҫ, радиопа пӗлтерчӗҫ, уйрӑмах Сахрун мучипе Натюш портречӗсене ырларӗҫ.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Пуринчен ытла ӑна ҫав портретсенчен Сахрун мучипе Натюш сӑнӗсем чӗрӗ, витӗмлӗ тухнӑн туйӑнчӗҫ, куракансем те ҫаплах каларӗҫ.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Макар хуллен хывӑнчӗ, алӑ ҫурӗ, сӗтел хушшине Сахрун мучипе юнашар кӗрсе ларчӗ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Кӗрсе калаҫса ларас килет Захар мучипе, анчах тем вӑтантарать Парамуна.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Ҫынпа хутшӑнма юратман атте те Пурхиле мучипе час-часах йӑпӑлтаткалама пӑхатчӗ, уявсенче хӑнана-мӗне пырсан, ӑна чи хисеплӗ вырӑна, вӑрӑм сухаллӑ, хаяр сӑнлӑ турӑш айне лартатчӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Володя патне Хӗл мучипе Юрпике килнӗ, Ҫӗнӗ ҫулпа саламласа пылак парне панӑ.К Володе пришли Дед Мороз со Снегурочкой, поздравили с Новым годом и подарили сладкий подарок.
12-ри Володьӑн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ: вӑл юр тасатакан машинӑпа ярӑнса курнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33837.html
Ҫапла, Хӗлип мучипе унӑн кӳршисем икӗ-виҫӗ сехет хушшинчех пӗр лав пулӑ турттарса кайрӗҫ.
Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Эрне хушшинче вӗсем, Палюк мучипе иккӗш, 18 кайӑк тытрӗҫ: икӗ кӑрӑпчак, икӗ пӑчӑр, ултӑ сар кайӑк, виҫӗ сӑнчас, вӗлтӗрен тӑрри, шӑпчӑк…
Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.
Эп пырса кӗнӗ чух вӗсем Палюк мучипе иккӗшӗ ҫав хатер-хӗтӗрсене мӗнле кайӑк тытма ӑҫта лартасси ҫинчен канашлатчӗҫ.
Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.