Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мучи сăмах пирĕн базăра пур.
мучи (тĕпĕ: мучи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сирӗн хӑвӑрӑн ҫук-и, мучи?

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ме, ытах кашкӑрсем-тӗк, — кӑмака хыҫӗнчен пӑшал илсе тухса, ӑна шӑлт-шалт хуҫса пӑхса, чӑтӑмсӑррӑн кукалесе тӑракан Вихтӗр бригадир енне тӑсать мучи.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Услантӑр мучи, — тет вӑл, — сирӗн пӑшал пулма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Услантӑр мучи, ӑсран тайӑлнӑн хӗпӗртекен кинне кӑмӑллӑн сӑнанӑ май, Шӑнкӑрча ҫаннинчен туртать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Акӑ, кинӗм, Хветӗртен ҫыру, — Услантӑр мучи кинне сак ҫине тытсах лартать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Услантӑр мучи кинӗ умне кӑштӑртатса пырать, кукленсе: — Кин, — тет.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вилес пек ӗшенсе килнӗ — ҫавӑ ҫеҫ, — Услантӑр мучи шухӑша кайса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Услантӑр мучи чи малтан ӗҫлесе ӗшеннӗ мӑнукне, ҫӗр каҫипе пӗр мӑшӑр ҫӑпата туса пӗтернӗскерне, вырӑн ҫине майласа вырттарать, унтан, кӑмака хыҫнелле кӑштӑртатса кӗрсе, ыттисене сӑхманпа лайӑхрах витет, ассӑн сывласа, Шӑнкӑрчпа юнашар пырса выртать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Пӳртре сивӗнме пуҫланине туйсан: «Ну, ҫырла сапаки, кӑмака ҫине, — тет мучи. — Улӑп пӗррехинче Хур-сухал старике тӗл пулать…»

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Ҫывӑрмастӑп-ха, — хӗр пӗрчине чӗрҫи ҫине илсе лартать мучи, ӑна хӑрах аллипе ҫупӑрласа тытса, чӗлӗмне айккине хурать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Услантӑр мучи пуҫӗнче, шухӑ юханшыври евӗр, шуйхануллӑ шухӑшсен ҫӗр тӗрлӗ пӑтранӑвӗпе авӑрӗ явӑнать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Мучи хӑйне епле «чысланине» каласа панӑ чух, чӗлӗм кӑварӗ ялтӑрт вӗҫсе ӳкнӗн, Кулинейккӑн ачаш алли ҫине вӗри тумлам патлатса ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Пӗлетӗр-и-ха Питӗр хули мӗнлине?.. — тинех калама тытӑнать мучи.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Хмм, — ним туса та «тапранаймасть» мучи.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Мучи, юмах каласа пар-ха, — тесен, кашнинчех пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑрать, вара: «Юмах?» — тесе ыйтать те, ахӑртнех, пуҫра мӗн пуррине каллӗ-маллӗ ҫавӑрма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫурт хуҫийӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӗт-шакӑрпа тӑрса юлнӑ Услантӑр мучи, ҫурри хӑрнӑ улмуҫҫине аса илтерет: чӗрӗ те вӑл — утать, ҫӳрет, калаҫать; хӑрӑк та — аран-аран кӑштӑртатать, кӑххӑм-кӗххӗм тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Хуҫ ҫав, хуҫ… — Услантӑр мучи хӑй тӗллӗн мӑкӑртатса ларать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Услантӑр мучи пупленӗ чух чӑрмантарма хӑю ҫитереймен шӑрчӑксем, асса-тӗссе кайса, мӗнпур ҫурӑкӗ-килӗсенчен сас пама пуҫлаҫҫӗ харӑссӑн: — Чӑрк-чӑрк-чӑр-рик! Чӑрк-чӑр-рик!

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Услантӑр мучи калас сӑмахне вӗҫлесенех, шӗшлӗ ҫӗнӗ хавхаланупа ҫӑпатана «тӑн кӗртме» тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Кунта, Услантӑр мучи калама чарӑннӑ-чарӑнман, унччен шӑк-шак тутарнӑ шӗшлӗ ҫӑпата ҫинче ташлама чарӑнать, чӑрик-чӑрик, чӑрик-чӑрик тунӑ шӑрчӑксем каллех шӑпланнӑ пек пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех