Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мухтаса (тĕпĕ: мухта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мероприяти пурин кӑмӑлне те тултарнӑ, вырӑнти халӑх ҫакӑн пек чаплӑ объект туса панӑшӑн республика Правительствине мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Регионта юлашки виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/regi ... tbolla-vil

Пӗр-пӗрин хушшинче тахҫантанпах тӗвӗленнӗ ӗҫлӗ ҫыхӑнӑва сарассипе тимлӗ ӗҫленӗшӗн Юрий Зайцева Олег Николаев мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Марий Элпе калаҫса килӗшнисене пурнӑҫа кӗртетпӗр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/mari ... rtetpr-ten

Саркай вара виҫӗ-тӑватӑ ҫул каялла кӑна-ха Сталина мухтаса статья ҫапса кӑларчӗ: вӑл ҫӗршыва ертсе пынӑ вӑхӑтра пур ҫӗрте те ҫирӗп йӗрке пулнӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Хам романӑн алҫырӑвне ҫунтарса янӑ чух акӑ еплерех тупа тунӑ эп: «Паянтан пуҫласа мӗн виличченех тек пӗр йӗрке те ҫырмастӑп, суялӑхпа тӗрӗсмарлӑха мухтаса хамӑн ята вараламастӑп».

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ӳстерместӗп ҫав, чӑнах ҫапла кӑшкӑрать, хӑйӗн сӑмахне мухтаса хӑех алӑ ҫупать тата.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Каярахпа хайхискер майӗпен-майӗпен тӗрлӗрен пуҫлӑхсене айӑн-ҫийӗн тустарма пуҫлатчӗ: вӗсем халӑхшӑн усӑллӑ ӗҫ тума мар, пухусемпе канашлусенче хӑйсенчен аслӑраххисене мухтаса урра! кӑшкӑрма кӑна пӗлеҫҫӗ имӗш.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пурнӑҫра вӗт-ха вӑл, хам предмета мухтаса та каламас питӗ кирли вӑл – хусканасси, чупасси.

Куҫарса пулӑш

«Ҫулталӑк вӗрентекенӗ 2023» конкурс пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60571

— О-о, педагог пулатӑр апла! — мухтаса каларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

— Караньяловсемпе танлаштарсан эп ҫӳпӗ кӑна вӗт, ҫӳпӗ кӑна, мана никам та мухтаса ҫырас ҫук.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Симӗс тутӑр хӗррипе тытӑннӑ шап-шурӑ пас унӑн илемне мухтаса ҫакнӑ лавр кӑшӑлӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ун ҫинчен Тарас хӑех райхаҫатра мухтаса ҫырса кӑларнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Сана мухтаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Апат вӑхӑтӗнче вӑл Савантера кӑшт мухтаса та илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Маттур, — мухтаса илчӗ Пӑкачав.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Асамҫӑ пекех сӑмахлатӑн эсӗ, мучи, — старике мухтаса илмесӗр чӑтаймарӗ Ишмук.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӑшкӑланӑ хушӑрах Мухтаса та илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Еркинее мухтаса Такмак сӑвви калаҫҫӗ, Ушкӑн-ушкӑн пухӑнса Параппансем ҫапаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ман ҫинчен фронтри хаҫатра та мухтаса ҫырчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Ҫамрӑк паттӑра мухтаса, ырлав сӑмахӗсем янратса, чылайччен алӑ ҫупрӗҫ кӗпер ҫинче самаях йышлӑ пухӑннӑ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хӑюллисен ӑссӑрлӑхне мухтаса юрлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех