Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мухтанарах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хобби! — мухтанарах каласа хучӗ Аликов.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Серебряков вӗсене ҫурӑмӗсенчен лӑпкаса илчӗ, ҫав хушӑра хӑй партком секретарьне мухтанарах пӗлтерчӗ:

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Камшӑн лайӑх пуль, анчах ман хамӑн саккун — Васильев саккунӗ! — мухтанарах каларӗ Петр Васильевич.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫитӗнеҫҫӗ! — мухтанарах каларӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл пӑртак кулса илчӗ, — мухтанарах каларӗ Мамарланов.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сардимиров мухтанарах калаҫнине сӳрӗккӗнрех тӑнларӑм.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Итлет-ха ман сӑмаха Анна Петровна, мана хисеплет вӑл, ахальтен мар клуб пуҫлӑхӗнчен культура пайне ӗҫлеме илчӗ, — мухтанарах каларӗ Испуханов.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫавӑнта ӑна пӗр инженер юратса пӑрахнӑ пулнӑ, ҫавӑн ҫинчен вӑл мухтанарах тата ӳкӗнерех аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Мухтанарах каласан, мана лере, Ҫӗпӗрте, районти ял хуҫалӑх управленийӗнче ӗҫлеме темиҫе хутчен те йыхӑрнӑ, анчах эп килӗшмен, мӗншӗн тесен мана ялти, колхозри ӗҫ нимрен ытларах кӑмӑла каять.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

— Ман упӑшка ресторан директорӗ мар ҫав, хулари строительство управленийӗн пуҫлӑхӗ! — мухтанарах каларӗ Ира.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

— Пӗр апатлӑх пулӑ тытрӑмӑр, — терӗ Кирук Федя умӗнче кӑшт мухтанарах.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ман ҫуннӑ ял пӗрре те ҫук, — мухтанарах каларӗ ҫармӑс мӑрси.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хакне ыйтма пӗлместӗп, — текелерӗ хуҫи мухтанарах.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫапла-ҫке вӑл савни сӑмахӗ — кӑмӑла сар ҫу пек ирӗлтерет, мӗн пур усал-тӗселе мантарать, чӗрере вӗҫӗмсӗр ырӑ туйӑм ҫуратать; ӗнтӗ хӗр ачана нимле хӑрушлӑх та кӗтмест пек, пурте лайӑх, пурте ырӑ Картишӗнче, вите тӑрринчи кашта ҫинче, автан авӑтать, авӑттӑрах, унӑн яланах пӗр ӗҫ — ҫынсене вӑхӑт пӗлтересси; пӳртре, ҫӗр хута чупса ҫӳретӗн тесе ама ҫури ҫилленсе пӑхать — пӑхтӑрах, ун пек пӑхнине Эрнепи тахҫанах хӑнӑхнӑ; хӑлхара Ахтупайӑн кӑшт мухтанарах каланӑ сӑмахӗ янраса тӑрать: «Шӗкӗр хулара пулса куратӑп».

Куҫарса пулӑш

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Вӑл дама вӑрмана сунара тухсан, иксӗмӗртен ирттерӗ, — мухтанарах каларӗ Мӗтри.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тупата, кӑмӑл туртмасть — кичем! — терӗ Володя, карӑнкаласа тата ҫав вӑхӑтрах мухтанарах йӑлкӑшса кулса.

— Право, не хочется — скучно! — сказал Володя, потягиваясь и вместе с тем самодовольно улыбаясь.

VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Мана вӑл, ҫак сӑмахӗ хыҫҫӑн, яланхи пек мухтанарах кӑмӑлпа Одесса ҫинчен каласа кӑтартассӑн туйӑнчӗ.

Мне показалось, что за этим вступлением начнется обычный восторженный рассказ Дульника об Одессе.

Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Эсир пӗлетӗр-и, — мухтанарах каларӗ вӑл Саидӑна, — мана вӗҫме те, ишме те тӳр килнӗ, пӗрре тата шахтӑна та анмалла пулчӗ, анчах шыв тӗпне анма тӳр килмен вара.

Вы знаете, — он демонстративно обратился только к Саиде, — мне приходилось и летать и плавать, даже как-то однажды опускаться в шахту, но я никогда не был под водой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

— Эпӗ ҫупах тытрӑм, — мухтанарах каларӗ Алёнка.

— Я поймала леща, — похвасталась Аленка.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Аллисем чипер, таса та мӑнтӑркка алӑсем, урисем ҫав тери кукӑр, утнӑ чух вӑл хӑюллӑн тата кӑшт мухтанарах яра-яра пусать, ку ӗнтӗ батарея командирӗ именсех кайман ҫын иккенне кӑтартса тӑрать.

Руки у него были красивые, чистые и пухлые, ножки очень вывернутые, ступавшие с уверенностью и некоторым щегольством, доказывавшим, что батарейный командир был человек незастенчивый.

13 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех