Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мунча сăмах пирĕн базăра пур.
мунча (тĕпĕ: мунча) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑнкӑрчпа пӳртрен тухнӑ кушак йӗр ҫине чалт сиксе ӳкет, мунча патне чупса пырать, унтан кӗлет енне вирхӗнет, вара, малти урипе шӑши кӗнӗ пӗчӗк шӑтӑка чиксе те хыпаласа: «Мяук», — тет кӗскен.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

«Чӑвашсем мунча юратаҫҫӗ, уйрӑмах хӗрарӑмсем ӑна килӗштереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Акӑ эсӗ больницӑран ача ҫуратса килнӗ тӗле вуттине те хатӗрлетӗп, пӳртне те мунча пекех ӑшӑтса хуратӑп.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Ӑҫтан тупнӑ кӑна, — ыйтрӗ Венюк, аппарата мунча умӗнчи сак ҫине хурса.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Урине, ав ҫав, мунча умӗнче лараканни кам вӑл?

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӑл ҫӗр мунча патнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Мунча кунӗ хамах ҫӑватӑп ҫав.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тепӗр самантран аса илчӗ Ҫимун ӗнерхи мунча хыҫҫӑн мӗн-мӗн пулса иртнине.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫырмари йӑмрасемпе мунча мӗлкисем шурӑ юр ҫинче хура пир татӑкӗсем пек тӑскаланса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мунча хыҫҫӑн пӑрӑҫласа пӗр-ик стакан ханша ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Итле-ха, Сантӑркка, унта кайиччен мунча хутса кӗртем сана.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Кирлӗччӗ ҫав, — Хумкка мунча хыҫҫӑн кӑшт хӗрнине сиссен те, Мария Тимофеевна ӑна калаҫтарасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лайӑхрах пулмӗ-и тесе, Укань мунча хутса ҫуса кӑларчӗ Сантӑрккана, пӗр-ик стакан ханша ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Аякран таврӑннӑ ятпа, значӑтцӑ, вӗри мунча хыҫҫӑн тенӗ пек, пире пӗрер курка сӑра тухать пуль-и?..

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мунча хутса кӗнинчен ырри пулас ҫук сире ҫул ҫинчен, — тесе сцена ҫинчен ӑсатрӗ вӑл делегатсене.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мунча чулӗ тикӗс мар, Ашши-ташши пит хаяр.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ывӑннӑ хыҫҫӑн, мунча хыҫҫӑн шӑмшака ҫемҫетет вӑл, — калаҫать Елина аппа шалти пӳртре.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Каҫпа мунча кӗртсех ярасшӑн сире, — кӗтессерех кайса тӑчӗ те чикарккӑ пӗтӗрсе, туртса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл ларма-тӑма вырӑн тупаймасть, чутах хӑйӗн пурлӑ-ҫуклӑ ҫӳҫ пайӑркисене ҫӑлмасть: «Ҫакӑн чул ылтӑн купи ҫинче ҫичӗ ҫул мунча кӗрсе пурӑнтӑм иккен, ухмах!» — тесе вӑрҫать вӑл хӑйне.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӳлтен ҫӑвакан юрпа пӗрле йӗри-тавра милӗк шӑрши перекен мунча кӗлӗ вӗҫсе тӑчӗ вӑл ӗҫленӗ чух.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех