Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мунча сăмах пирĕн базăра пур.
мунча (тĕпĕ: мунча) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслашшӗ утартах пурӑнаканччӗ, ӗнер каҫ яла мунча кӗме килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Мунча пур пулсан та шыв кирлӗ, пӳрте кӗрсен питӗ лайӑх».

Куҫарса пулӑш

Ӳкнӗ шыв пашнине кам йӗркене кӗртӗ? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60970

Часрах мунча хут, тутлӑ апат-ҫимӗҫ хатӗрле.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Анкартине мунча лартсан аслӑ ывӑлне Татти инке авланма вӑхӑт ҫитни ҫинчен асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Анкартинчи шурӑ мунча кӑна ҫунса кӗл пулайман.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пӳрчӗ пурччӗ вӗсен, сарай, лаҫ, мунча.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Анкартинчи мунча таврашӗнче, ҫурри таран кӗрт ӑшне путнӑ улмуҫҫисем ҫинче, кашни кун тенӗ пекех сарӑ халатлӑ кӑсӑясем, кӗрен пӗсехеллӗ уйӑпсем, хура тӗпкеллӗ шӑкӑлчисем явӑнаҫҫӗ — телевизор та кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

— Ара, шурӑ мунча чиперех юлнӑ тет-иҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Хаваслӑн, ҫӗкленӳллӗн утрӗҫ аэродромра ӗҫлекенсен ҫурчӗ патнелле хӗрпе каччӑ, анчах вӗсене пӗри унта чӗрене ҫурса яракан хӑрушӑ хыпар пӗлтерчӗ: ҫӗр каҫ пушар пулнӑ та, Илюш кил-ҫурчӗ тӗпӗйӗрӗпе тенӗ пекех ҫунса кайнӑ, анкартинчи шур мунча кӑна тӗрӗс-тӗкел юлнӑ, выльӑх-чӗрлӗхе кӑларса ӗлкӗрнӗ тата.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Ҫав хушӑрах вӑл хӑйсен анчахрах лартнӑ пӳртне тул енчен чус, шал енчен типӗ штукатурка ҫапрӗ, хапхине кӑвак сӑрӑпа сӑрларӗ, ҫӗнӗрен мунча турӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Сӑнчӑрти йытӑ мунча алӑкӗ умӗнче малтан час-часах хаяррӑн хӑрлатрӗ, кайран хайхискер майӗпен лӑпланчӗ: «Кунта кил хуҫисем кӑна», — тесе шутларӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Юлашки кунсенче вӑл кашни каҫах ҫур ҫӗр иртиччен — ялта ача-пӑча лӑпланиччен — мунча ҫенӗкӗнче ҫывӑрать иккен: улмуҫҫисене хураллать.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ульяна, ури ҫӗре перӗнми вӗткеленекенскер, Испуханова мунча ҫенӗкне ҫавӑтса кӗртрӗ, хӑйпе юнашар кравать ҫине лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Мунча алӑкӗ яри уҫӑлчӗ те, Ульяна сасси илтӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Мунча хыҫӗнчен кӗҫех кашкӑр пек пысӑк йытӑ сиксе тухрӗ, сӑнчӑрне чӑнкӑртаттарса ют ҫынна хирӗҫ чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Вӗри чей килӗшет мана мунча хыҫҫӑн…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Мунча хыҫҫӑн пӗчӗккипе ӗҫнипех ӑш канмасть: ун пек чухне эп яланах пысӑккипе ярӑнтаратӑп.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Ахальтен мар ӗнтӗ автобаза пуҫлӑхӗ мана хӑйпе пӗрле мунча кӗме илсе ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Вӗри мунча юратакан Павӑл нар ҫинчех рехетленчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Вуттине хӗрхенсе ҫунтарман пулас, мунча сывлама ҫук вӗри.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех