Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мулкач сăмах пирĕн базăра пур.
мулкач (тĕпĕ: мулкач) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паллах ӗнтӗ, ӑслӑ, питех те ӑслӑ мулкач, анчах ҫавӑн пек сиксе пӑрӑннисем хӑрушӑ япаласем: мулкач яланах хӑйӗн йӗрӗ ҫине пӑхнине йытӑ аван пӗлет, ҫавӑнпа та вӑл мулкача сике-сике пӑрӑннӑ вырӑнти йӗрсем тӑрӑх мар, тӳрех ҫӳлти, сывлӑшри шӑршӑ тӑрӑх пырса тытать.

Да, конечно, умен, умен заяц, но все-таки эти скидки — опасное дело: умная гончая тоже понимает, что заяц всегда глядит в свой след, и так исхитряется взять направление на скидках не по следам, а прямо по воздуху, верхним чутьем.

XI // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Йытӑ мулкача хӑваланӑ вӑхӑтра кашкӑр, ним систермесӗр, мулкач ҫаврӑнса ҫӳрекен йӗр ҫине тӑрать, вара, мулкач ҫине уласа вӗрекен йытта кӗтсе илет те, ӑна сасартӑк ярса тытать.

Как волк на гону молча становится на круг и, наждав ревущую по зайцу собаку, ловит ее.

X // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Акӑ, пӗр тӗм патӗнчен тепӗр тӗм патне мулкач сиккелесе пынӑ, паллах, ҫак мулкача йӗрлесе ӗнтӗ, чее тилӗ шӑвӑнса иртсе кайнӑ, шӑшисем урлӑ та пирлӗ «ҫӗвӗ ҫӗлесе» тӗрлесе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Вара Мулкач Терушӗн лупас айне, пахчине шыраса ҫаврӑнчӗҫ, уй хапхине тухса пӑхрӗҫ, ҫук та ҫук Мулкач Терушӗ.

Обшарили сарай, огород, дошли до околицы — нет нигде незадачливого Теруша Зайца.

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сунара кайнӑ чухне вӑл сумкӑна мулкач вилли чиксе каятчӗ, килнӗ чухне вара ӑна, мулкач тытрӑм тесе, пилӗкри пиҫиххийӗйчен ҫакса таврӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпӗ мулкач терӗм, тӗрӗссипе Чжан Фу-ин мулкач та мар, шӑши ҫеҫ…

Я сказал заяц, а на самом деле Чжан Фу-ин просто мышь…

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Мулкач ҫапла каларӗ: «Эхе-хе, акӑ вӑл, мулкачӑн телейӗ. Вӗсем Ухмахсен Хулине полицейски-йытӑсене тара тытма каяҫҫӗ. Пулчӗ ӗҫ, пӗтрӗмӗр эпир», — терӗ.

Заяц сказал: «Эхе-хе, вот оно, заячье счастье. Они идут в Город Дураков, чтобы нанять полицейских собак. Готово, мы пропали!»

Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

«Апла пулсан, — тет мулкач, — Медведкин юлташа (сунарҫӑсен Союзӗн председательне) калӑр: эпир, мулкачсем, ун ҫине сурас кӑна тетпӗр».

 — «Тогда передайте, — говорит, — товарищу Медведкину (председателю Союза охотников), что мы, зайцы, плевать на него хотели».

Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.

Ҫавра сӗтел патне таврӑнтӑм та кӑвак мулкач ӳкерсе хутӑм; унтан кӑвак мулкачран тӗм тумалла пек туйӑнчӗ.

Возвратившись к круглому столу, я изобразил синего зайца, потом нашел нужным переделать из синего зайца куст.

XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хайхи мулкачӗ туртӑнчӗ, тет, те тӑманана икке уйӑрчӗ пӑрахрӗ, тет, Тӑманан хӑрах ури йывӑҫ ҫумне тӑрса юлчӗ, тет, тепри мулкач ҫурӑмӗ ҫине кайрӗ, тет.

Заяц рванулся и разорвал сову; одна лапа осталась на дереве, другая на спине у зайца.

Тӑманапа мулкачӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Унта вӗсем мулкач тытма серепе лартнӑ, анчах ку вырӑнта мулкачсем пулман.

Ставили силки, но зайцев в этих местах не было.

8 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Паллах ӗнтӗ: Травка вӗшле йытӑ, унӑн ӗҫӗ — мулкач хӑваласси, хӑш чухне тата хуҫи валли мулкач тытасси.

И понятно: Травка — гончая собака, и дело ее — гонять для себя, для хозяина Антипыча поймать зайца.

XII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Шурлӑхра мулкач хӑвалакан Травка сасартӑк хӑйӗнчен вунӑ утӑмра ҫамрӑк ҫынпа тӳрех куҫа-куҫӑн тӗл пулчӗ, вӑл мулкач ҫинчен манса, юпа пек хытса тӑчӗ.

А Травка, разлетевшись на елани по зайцу, вдруг в десяти шагах от себя глаза в глаза увидела маленького человека и, забыв о зайце, остановилась как вкопанная.

XI // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Мулкач ӗнтӗ Травкӑран темиҫе хутчен те пӑрӑнса тарма пултарнӑ, анчах ҫав йытӑ мулкача хӑваласа ҫитме пултарнине вӑл лайӑх пӗлнӗ; апла пулсан, пит чее хӑтланмалла.

Русак уже не один раз увертывался от Травки и хорошо знал, что гончая зайца догоняет и что, значит, надо действовать хитростью.

XI // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Мулкача кашкӑр меслечӗпе тытасси пулмарӗ, тӗттӗм пуличчен мулкач таврӑнасса кӗтме те ҫук.

Тогда волчий способ охоты не удался: до темноты нельзя было ждать возвращения зайца.

X // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Травка мулкач ҫине сиксе талпӑнчӗ, мулкачӗ чарӑнса тӑчӗ.

Травка бросилась, а заяц остановился.

X // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Тилӗ хӑваланине итлесе, Травка, сунарҫӑсем пекех, мулкач ӑҫтан чупса ҫаврӑннине ӑнланса илчӗ: Ӳпне чул патӗнчен мулкач Суккӑр вар патне чупнӑ, унтан Тип ҫырма патне, унтан вара тавраран вӑрах вӑхӑт кайса, уҫланка тухнӑ, унтан каллех Ӳпне чул патне чупнӑ.

Выслушав гон лисицы, Травка, точно так же, как и мы, охотники, поняла круг пробега зайца: от Лежачего камня заяц бежал на Слепую елань и оттуда на Сухую речку, оттуда долго полукругом на палестинку и опять непременно к Лежачему камню.

X // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Тата ҫакна та пӗлнӗ: чееленмесен тилӗ мулкача нихҫан та хӑваласа ҫитес ҫук, вӗрессе вара вӑл мулкач ывӑнса ҫиттӗр те, вырттӑр тесе, вӗрет — выртнӑ ҫӗрте вара вӑл ӑна тытса та илет.

И то поняла, что лисице без хитрости никогда не догнать зайца и тявкает она, только чтобы он бежал и морился, а когда уморится и ляжет — тут-то она и схватит его на лёжке.

X // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Акӑ, ҫиесчӗ те кӑшт ҫав ҫӑкӑра, унтан мулкач хӑвалама тытӑнасчӗ, тытнӑ мулкача вара ҫӑкӑр ҫитернӗ ҫынна кӳрсе парасчӗ.

Вот бы поесть этого хлебца немного и начать гон не для себя и принести зайца тому, кто даст хлеб!

VII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Мулкач чул ҫинче ларни чылай вӑхӑт иртнӗ пулсан та, Травка мулкач йӗрне часах шӑршласа пӗлнӗ.

С тех пор как заяц на камне посидел, прошло довольно времени, но Травка сразу причуяла след русака.

VII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех