Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

музӑк (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсене мӗн те пулин чаплӑ япала панӑ чухне калакан музӑк.

Музыка, которая звучит, когда они дают что-то замечательное другим.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Йӗри-тавра вут-кӑвар та хӗп-хӗрлӗ пӗлӗт, пур енчен те музӑк кӗрлет; ҫуллӑ ӑшӑ хумсем тата хӑвӑртрах, тата ҫӳлерех илсе хӑпартаҫҫӗ…

А вокруг огонь и зарево, и музыка гремит со всех сторон, а маслянистые теплые волны все быстрее и все выше несут…

IX // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Пассажра кӑнтӑр апатӗнчен пуҫласах музӑк кӗрленӗ, Кап-капӑрчӑк тумланнӑ ятлӑрах хула майрисем лотерея кӑлтӑрмачӗсем тавра ларса тухнӑ.

Уже с обеда в пассаже гремела музыка; городские дамы, расфранченные и разодетые, заседали за лотерейными колесами.

IV // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Магазинсене тахҫанах питӗрнӗ, анчах трахтирсенче юрӑ, вӑйӑ-кулӑ, музӑк илтӗннӗ; пыл тавра сӑрӑннӑ шӑна пек, пур трахтире те халӑх кӗрсе тулнӑ, кая юлса кӗрекене ниҫта ларма та вырӑн пулман.

Магазины давно уже заперты, но по трактирам песни, хохот и музыка; всюду набилось народу, что мух на мед, и некуда присесть запоздавшему посетителю.

III // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Таварпа укҫаран пуҫне тата ютран пынӑ ҫынсем хӑйсемпе пӗрле хулана урӑм-сурӑм шӑв-шав, хаваслӑх илсе кӗнӗ: тӗрлӗрен трактир уҫӑлнӑ — хӑшӗнче хӗрарӑмсем арфа) каланӑ, хӑшӗнче каламан, хӑшӗнче музӑк янӑранӑ, хӑшӗнче янраман, хӑшӗ хупах ҫеҫ пулнӑ.

Но, помимо товаров и денег, приезжие завозили с собою необыкновенный шум и веселье: открывались трактиры на всевозможные вкусы, с арфистками и без арфисток, с музыкой и без музыки, до кабака включительно.

II // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Унӑн актерӗсенчен чи юлашкисем, лачакаллӑ шыв урлӑ чапӑлтаттара-чӑпӑлтаттара каҫса, савӑнӑҫлӑ музӑк вылякан, кулӑш илтӗнекен, алӑсем ҫупакан ҫӗнӗ театралла тарнине курчӗ.

Он увидел, как последние из его актёров удирали через лужи в новый театр, где весело играла музыка, раздавался хохот, хлопанье в ладоши.

Ҫӗнӗ пуканесен театрӗ малтанхи спектакльне кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Карло ҫӗнӗ бархат пиншак тӑхӑннӑ, вӑл шарманкӑна ҫавӑрса музӑк калаттарать, комеди курма пынӑ халӑх ҫинелле пӑхса куҫӗсене хӗссе илет.

Папа Карло в новой бархатной куртке вертел шарманку и весело подмигивал почтеннейшей публике.

Ҫӗнӗ пуканесен театрӗ малтанхи спектакльне кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Вӗҫен кайӑк самантрах ҫухалчӗ, чӳрече хупӑнса ларчӗ, шарманка музӑк выляма пуҫларӗ, чаршав ҫӳлелле ҫӗкленчӗ….

Птица скрылась, окошко захлопнулось, заиграла шарманочная музыка, и занавес поднялся…

Вӑрттӑн алӑк хыҫӗнче вӗсем мӗн тупрӗҫ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Ерипен вылякан музӑк чарӑнчӗ.

Тихая музыка перестала играть.

Карабас Барабас пусма айӗнчи пӳлӗме ҫӗмӗрсе кӗрет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Музӑк ещӗкӗнче орган вылянӑ пекех туйӑнчӗ.

Будто заиграл органчик в музыкальном ящике…

Буратино Карло ашшӗпе, Мальвинӑпа, Пьеропа тата Артемонпа пӗрле килне тавӑрӑнать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Хытӑ мар, анчах питех те кӑмӑллӑ музӑк выляма пуҫларӗ.

Раздалась негромкая, очень приятная музыка.

Буратино Карло ашшӗпе, Мальвинӑпа, Пьеропа тата Артемонпа пӗрле килне тавӑрӑнать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Балаган тӑрринче тӑватӑ музӑкҫӑ ташла-ташла музӑк калаҫҫӗ.

Наверху балагана, приплясывая, играли четыре музыканта.

Буратино кӗнекине сутать те пуканесен театрне кайма билет илет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Буратино шкулалла ҫывхарса пынӑҫемӗн Вӑтаҫӗр тинӗс хӗрринче, инҫе те мар, савӑнӑҫлӑ музӑк хытӑран та хытӑ янраса илтӗнсе кайрӗ.

Чем ближе Буратино подходил к школе, тем громче неподалёку, на берегу Средиземного моря, играла весёлая музыка.

Буратино кӗнекине сутать те пуканесен театрне кайма билет илет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Ӗлӗк-авал Карло сарлака анлӑ шӗлепке тӑхӑнса, питех те илемлӗ те лайӑх шарманкӑпа хуласем тӑрӑх юрласа, музӑк каласа ҫӳресе, тӑранмаллӑх хӑйне валли укҫа-тенкӗ тупкаланӑ.

Когда-то Карло в широкополой шляпе ходил с прекрасной шарманкой по городам и пением и музыкой добывал себе на хлеб.

Калаҫакан вут сыппине Джузеппе хӑйӗн тусне Карлона парнелет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Музӑк каллех шавлӑ туш выляса ячӗ.

Опять музыка заиграла шумный туш.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Музӑк патша гимне выляса ячӗ.

Музыка заиграла царский гимн.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Музӑк тӑвӑллӑ туш выляса ячӗ.

Музыка заиграла бурный туш.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Офицерсемпе хӗрарӑмсенчен хӑшӗ-пӗрисем музӑк ҫемми майӗпе урисемпе тапӑртатса пыраҫҫӗ.

Некоторые офицеры и женщины раскачивались на ходу в такт музыке.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Таҫтан, инҫерен, местечкӑран пулас, музӑк кӗввин татӑкӗсем килеҫҫӗ.

Откуда-то издалека, должно быть — из местечка, долетали разные обрывки мелодии.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Акӑ ӗнтӗ генерал та, ялав та, музӑк команди те куҫран ҫухалчӗҫ.

Вот уже из поля зрения скрылись и генерал, и знамя, и музыкантская команда.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех