Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ пӗр мужикпе тытӑҫса ҫӗре персе ӳкрӗм, вӑл мана кӑшт та хӗрхенмерӗ.Я катался по земле, сцепившись с каким-то мужиком, и он не щадил меня.
Америка консулӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Эпир мужикпе сывпуллашрӑмӑр та — тӳрех вӑрманалла.
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Кӗтсе ларнӑ хушӑра пурне те пӑхса ҫаврӑнать, ӑна турӑ мӗнле ҫынсемпе тӗл пулма пӳрнине ӑнкарса илсен, тӗрлӗ ҫынпа тӗрлӗрен калаҫу пуҫлать: чухӑн мужикпе пӗр калаҫу, уйрӑм хуҫалӑхла хӑйӗн йышши ҫынсемпе, мещенсемпе тепӗр калаҫу, улпут управляющийӗпе е пан помощникӗсемпе виҫҫӗмӗш тӗрлӗ калаҫу.
VII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Чылайччен ҫӳренӗ, каннӑ тата кирлӗ-кирлӗ мар ҫинчен калаҫнӑ хыҫҫӑн (Шубин пӗр иртсе ҫӳрекен темле шӑлсӑр мужикпе пӗр-пӗрин урлӑ сиксе каҫмалла та выляма хӑтланса пӑхрӗ, лешӗ вара господасем хӑйӗнпе кирек-мӗн тусан та пӗрехмай кулчӗ), ҫамрӑк ҫынсем «начар хупаха» ҫитрӗҫ.
XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Кунта отставкӑна тухнӑ чиновниксем, хусах арӑмсем, чухӑн ҫынсем пурӑнма куҫаҫҫӗ, хӑйсене сенатра пӗлнине пула вара ҫакӑнта яланлӑхах юлаҫҫӗ; кунта кунӗпех пасар тӑрӑх ҫӳресе ирттерекен, вак-тӗвексем сутмалли лавккара мужикпе пули-пулми ҫинчен сӳпӗлтетекен, кашни кунах пилӗк пуслӑх кофе, тӑватӑ пуслӑх сахӑр илекен, хӑйсен хуҫисене юракан пулнӑ кухаркӑсем пурӑнаҫҫӗ; кунта тата хӑйсен платьипе, сӑн-пичӗпе, ҫӳҫӗсемпе, куҫӗсемпе кӗл пек курӑнакан, тӳпере хӗвел те, ҫил-тӑвӑл та ҫук чухнехи тӗтреллӗ кун пек туйӑнакан ҫынсем пурӑнаҫҫӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Мужикпе ӗҫчен халӑха ирӗклӗх, ҫӗрпе хӗвел парӑттӑм.
«Ух!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Вӗсем черетлӗн унӑн ҫурӑмне мунчалапа сӑтӑрчӗҫ, унӑн пӗтӗм ӳт-пӳне тутлӑ супӑнь кӑпӑкӗпе кӑпӑкларӗҫ, вӗсем ун ҫине темӗн пысӑкӗш консерва банкинчен вӗри шыв ячӗҫ, унтан яка тенкел ҫине выртарса икӗ милӗкпе пӗр харӑс ҫапрӗҫ, — ҫакӑн чухне вӗсем йывӑҫран тунӑ вылямалли «мужикпе упа» текен япала пек курӑнчӗҫ, уйрӑмах ҫарамас Горбунов ҫӑкаран касса тунӑ упа евӗрле курӑнчӗ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
- 1