Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мораль сăмах пирĕн базăра пур.
мораль (тĕпĕ: мораль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирӗн хӑвӑра мӗн кирли йӑлтах пулсан, мӗнпурне хӑвӑршӑн ҫеҫ сыхласа хӑварас тетӗр пулсан — сирӗншӗн мораль усӑллӑ; сирӗн, пуҫӑр ҫинчи ҫӳҫ пӗрчисемсӗр пуҫне, урӑх нимӗн те ытлашши ҫук пулсан — мораль сире усӑсӑр.

Мораль выгодна для вас, когда вы имеете всё, что вам нужно, и желаете сохранить это для себя одного; она невыгодна, если у вас нет ничего лишнего, кроме волос на голове.

Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.

Эсир, касторка ҫӑвӗн вӑйӗпе те пулин, мораль тени этем чунне тӳрлеттӗр тетӗр пулсан, — мораль проповедникӗсене нумайрах тӳлес пулать!

Если вы желаете, чтобы мораль действовала на душу человека, хотя бы с силою касторового масла, — проповедникам морали надо больше платить!

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Хӑйӗн паттӑрӗсене кӑмӑллать пулин те Голсуорси вӗсен ютшӑнӑвне, снобизмне, укҫа-тенкӗшӗн ҫуннине, хӑш чухне тата иккӗленӳллӗ мораль принципӗсене илсе кӑтартать.

Несмотря на симпатию к своим героям, Голсуорси показывает их замкнутость, снобизм, жадность и порою сомнительные моральные принципы.

Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8

Мораль кивви: ан пул Кушак ҫури!

Куҫарса пулӑш

Кушак ҫӑварӗнчен хӑтӑлнӑ шӑши // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 57 с.

Культура пирки калаҫнӑ май этика, мораль, нравственность ыйтӑвӗсене хускатнӑ, ҫынсен пӗр-пӗринпе мӗнле пулмалли, камӑн сывлӑх малтантарах сунмалли пирки тавлашса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Макҫӑм мучи тивлечӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 30–31 с.

Ачасем занятирен пӗтӗмлетӳ тунӑ: спецназ боецӗсем уйрӑм профессиллӗ, ӳт-пӳ тата мораль тӗлӗшӗнчен пахалӑхлӑ тата чӑн-чӑн арҫын тӗслӗхӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Ребята сделали вывод из занятия: бойцы спецназа обладают особыми профессиональными, физическими и моральными качествами и являются достойным примером настоящего мужчины.

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулти "Пысӑк ӗҫ ҫинчен калаҫни" занятине спецназовецсене халалланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... an-3491057

Анчах ҫав «мораль сӑнчӑрӗпе» вӑйпах сӑнчӑрласа лартнӑ ҫынсен хӑрушла уйӑхсем, ҫулсем пурӑнса ирттермелле пуласси ҫинчен никам та шухӑшласшӑн мар!

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эсӗ мораль тӗлӗшпе йӑлтах пӑсӑлнӑ ҫын.

Куҫарса пулӑш

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Партин ҫӗнӗ Программине кӗртнӗ коммунизм тӑвакан ҫыннӑн мораль кодексӗ ҫӗнӗ ҫынна вӗрентсе ӳстерессишӗн пыракан кӗрешӳре хӑватлӑ хӗҫ-пӑшал пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ун пек кӑлтӑксем ҫине мораль енчен тимлесерех пӑхсан, хытӑрах ҫунать пулас ҫав ӑшчик.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Эпӗ вара ытларах мораль енчен пӑхатӑп та ҫавӑнпа хытӑрах пӑшӑрханатӑп-и?

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ман шутпа, главнӑй инженера мораль енӗ питех интереслентермест.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Турунов ӗҫне икӗ енчен пӑхса хакламалла, — тетӗп эпӗ, — производство енчен, тата — мораль енчен.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӗҫе юратни, ҫар службинче туяннӑ мораль ҫирӗплӗхӗпе политикӑллӑ ӑнланулӑх ӑна малта пыракан рабочисен ретне тӑма май парать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Комсомол традицийӗсем ӑруран ӑрӑва куҫса пырса ҫирӗпленни, совет ҫамрӑкӗсен кулленхи пурнӑҫ романтики, ҫӗнӗ, коммунизмла мораль ҫирӗпленсе пыни, пирӗн яш-кӗрӗме пурнӑҫ ҫине коммунизмла пӑхма хӑнӑхтарни, таса юратупа ҫирӗп туслӑх — ҫакӑн пек ӗнтӗ кӗнекен содержанийӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Пурнӑҫа йӗркеллӗ, сывӑ пурӑнса ирттерме таса мораль кӑна мар, мир те кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Мораль пирки калас пулсан, пирӗн пурин те христианство тӗнӗнчи вунӑ заповедьпе пурӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Демократилле обществӑра ку гуманизмла мораль; ӗҫе юратса, вӑй хурса, ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе туни; туслӑх; патриотизм; коллективизм; активлӑ гуманизм.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Анчах ҫынна ҫын хӗснипе, пусмӑрланипе, улталанипе, ҫӗршывӑн тулашри тата шалти тӑшманӗсемпе кӗрешме те, хӑвна «тӑп-тӑп тытса» активлӑ пурӑнма та сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен моральпе ҫеҫ авӑрланни ҫителӗксӗр (ку тӗлелле те «коммунизм тӑваканӑн мораль кодексне» системӑласа, «пӗҫерсе кӑларма» ӗлкӗрейменччӗ-ха) — чӗрӗ, ырӑ тӗслӗхсем (идеалсем) те кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗррехинче ҫапла пире пӗр сехетлӗхе «мораль вӗрентме» (расписанире ҫаплах ҫырса хунӑ) илсе кайрӗҫ.

Вот однажды согнали- нашу роту на час «морального воспитания» (так называется он в расписании).

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех