Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

монастырьсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫеҫенхирте сапаланса ларакан монастырьсем манӑҫа тухнӑ.

Забыты разбросанные по степи монастыри.

Калмыксен ҫеҫенхирӗсенче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл хӑйӗн тӑван Кастилинчи хуласене, хупӑ алӑксене, карнӑ чӳречесене, монастырьсем евӗрлӗ ҫуртсене, крепостьсем евӗрлӗ монастырьсене аса илнӗ.

Он вспоминал города родной Кастилии, закрытые двери, занавешенные окна, дома, похожие на монастыри, монастыри, похожие на крепости.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Валенсире, тинӗс хӗрринчи хулара, соборсемпе монастырьсем ахаль пулнӑ, анчах ун вырӑнне матроссен хупахӗсем нумай пулнӑ; урамсенче тӑварлӑ, тинӗс ҫилӗ вӗрнӗ, сӑмалапа устрица шӑрши кӗнӗ.

В Валенсии, приморском городе, соборов и монастырей было меньше, зато больше таверн и матросских кабачков; на улицах пахло солёным морским ветром, смолой и устрицами.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Ӗлӗкрен сыхланса юлнӑ испанецсемпе мексиканецсен хӑш-хӑш хулисенче ҫеҫ крепоҫсемпе монастырьсем ытти ҫуртсенчен ҫӳллӗрех пулаҫҫӗ.

Только в немногих сохранившихся городах испано-мексиканского происхождения крепости и монастыри возвышаются над другими зданиями.

XIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех