Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

миҫе сăмах пирĕн базăра пур.
миҫе (тĕпĕ: миҫе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пуриншӗн те эсӗ айӑплӑ, каччӑ, миҫе ҫын, мӗн чухлӗ чӗрчун чунне илмерӗ ӗнтӗ Пулӑ патши, миҫе керменпе ҫынна тӗп тумарӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

4) Миҫе хут ҫумӑр, юр ҫунӑ; миҫе хут тӗтре пулнӑ.

4) Сколько раз шел дождь, выпадал снег, появлялся туман.

Эпир хамӑр шкулта ҫанталӑка епле сӑнаса пыни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

3) Уяр кун миҫе, тӗтреллӗ кун миҫе пулнӑ.

3) Сколько было ясных и сколько пасмурных дней.

Эпир хамӑр шкулта ҫанталӑка епле сӑнаса пыни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Инҫе мар хушша эпир утӑмпа виҫме пултаратпӑр; инҫе хушӑсене миҫе сехет е миҫе кун каймаллипе шутлаҫҫӗ.

Небольшое расстояние нередко измеряют шагами; большое — по числу часов или дней пути.

Тӗрлӗ пунктсен хушшисенӗ (инҫӗшпе ҫывӑхӑшне) пӗлесси // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Миҫе ҫын, миҫе тӗрлӗ шӑпаллӑ пурнӑҫ, телейлисем тата телейсӗррисем!

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Миҫе чӑнлӑх, миҫе тӗрӗслӗх вара ҫӗр ҫинче?

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Выльӑх апачлӗх культурӑсем хӑш уйра, миҫе гектар, миҫе процент…

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫимӗҫсем пулма пуҫласан — кашнине тыта-тыта пӑхать, шутлать: миҫе помидор, улмуҫҫи ҫинче миҫе панулми…

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Миҫе хӗл, миҫе ҫу курман, — ҫиҫсе-кулкаласа, Павӑл малалла иртрӗ те Чӗкеҫе алӑ пачӗ, ун аллине чуптума тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Миҫе ӗмӗр этем ҫӗр ҫинче пурӑнать ӗнтӗ, миҫе пин кӗнеке ҫырнӑ — сан ҫинчен кирлине, тивӗҫҫине ҫаплипех калайман-ха.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Миҫе хӗл каҫнӑ, миҫе ҫу пурӑнса ирттернӗ пӗр-пӗччен — ӑна Кӗлсулттан карчамас хӑй ҫеҫ пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Миҫе юханшыв ҫинче арман тытатӑн, миҫе ҫырма хуҫи пулса тӑтӑн, Шыврине ҫапах та нимӗнле парне те памарӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрле пухӑнсан йытӑсенчен ыйтӑпӑр, миҫе ҫыру, миҫе ухӑ йӗппи тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Каласа пар хӑв унта миҫе хӗрпе паллашнине, миҫе хӗр арӑм пуҫне ҫавӑрнине.

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Праски, кил хуҫипе пӗр-икӗ сӑмах калаҫкаласа илнӗ хыҫҫӑн, Анука калаҫтарма тытӑнса, ашшӗ-амӑшӗсем мӗнле пурӑнни, кӑҫал миҫе хутӑрлӑх ҫип арлани тата арлама сӳс пуррипе ҫукки ҫинчен, миҫе хутӑртан пир тӗртме шутлани ҫинчен те тӗпчерӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Калӑр-ха, Захар Петрович, кӑҫал эсӗр патшалӑха миҫе тенкӗ укҫа, миҫе пӑт тырӑ, мӗн чул какай, ҫӑм, ҫӑмарта тата пыл пама пултаратӑр? — ыйтрӗ Казаков.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вара сӑмах ҫакӑнпа вӗҫленет: миҫе лаша, миҫе ӗне пусасси пирки юмӑҫпа тата киремет картине пӑхакан мучавӑрпа калаҫса татӑлмалла.

Куҫарса пулӑш

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Миҫе ир, каҫ, миҫе эрне Асра йӗр хӑвармасӑр иртрӗ?

Куҫарса пулӑш

XIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Акӑ, сӑмахран, Ятмана ӗнтӗ вӑл ӗмӗрлӗхех тӑшман тесе шутланӑ — миҫе ҫул вӗсем патне кайса кӗмен, миҫе ҫул ӑна сӑмах чӗнмен, урамра курсан та айккинерех пӑрӑнса утма тӑрӑшнӑ, хӑйне уй хуралҫинчен кӑларттарнӑранпа кашни утӑмра ӑна усал ятпа кӑна асӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вар-хырӑм чирӗпе миҫе ҫын Шупашкар больницинче пулнӑ юлашки виҫӗ ҫул хушшинче, миҫе ҫын стационарта выртса тухнӑ, — ӑна та пӗлмелле.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех