Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

михӗсене (тĕпĕ: михӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ну, шуйттан Натали, ӑс пама пӗлчӗ вӗт, михӗсене йӗпетсе ятне тума хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫирӗм, — йӑванса каясран михӗсене пӗр-пӗрин ҫумне таянтарчӗ Сехре.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре Иванӗ бригадӑна ҫитрӗ те михӗсене лав ҫинчен ҫӗре иле-иле лартрӗ, хӑй, Маринене кӗтсе, чӗлӗм чӗртсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑйсем килӗрен пуҫтарнӑ «ясака» пӗр-пӗрне кӑтартма ҫеҫ тытӑннӑ иҫниксем мӗн пур ӑпӑр-тапӑра хутаҫсемпе михӗсене чиксе утсем патне ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрман варринчи пӗчӗк анасем ҫинчен пуҫтарса кӗртнӗ ырашпа сӗлле Пинеҫ лайӑх алласа михӗсене тултарса лартрӗ, икӗ хутчен виҫсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лӑпкӑ, ӗҫлӗ кӑмӑлпа кунӗпех уни-кунипе аппаланчӗ; хӑна пӳлӗмӗнчи чӳрече каррине улӑштарма, унта-кунта сӗтел-пукана куҫарса лартма хушрӗ; апатланмӑшпа вырӑн таврашне тӗрӗслерӗ; кӗлете-чӑлана кӗре-кӗре пӑхрӗ, унта, кирлӗ мар ҫӗртенех, хӑй сӑнаса тӑнӑ май мӗн пур ешчӗке, савӑтсемпе михӗсене кӑларттарчӗ, урайпа стенасене тишкерчӗ, шӑши хушӑкӗсене питӗрттерчӗ.

Настроенная спокойно и деловито, Моргиана провела день в хлопотах; приказала переменить занавески в гостиной; кое-где переставить мебель; сама проверила столовое и постельное белье, серебро; заглянула в кладовую, где, без особой нужды, под личным наблюдением ее, все ящики, банки и мешки были вытащены, осмотрены пол и стены и забиты наглухо мышиные щели.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Тӑпра тултарнӑ михӗсене пӗкӗрелсе сӗтӗрни, малалла та каялла кумни ҫул вӑрӑмланса пынӑҫемӗн тертлентермеллипех тертлентерсе ҫитерчӗ.

Чем длиннее становился проход, тем мучительнее было сновать взад и вперед, сгибаясь и волоча мешки с кусками известняка.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Урамра ирхи куҫӑм пуҫланнӑ, ҫавӑнпа та михӗсене картиш урлӑ йӑтма шикленмелле — иртен-ҫӳрен асӑрхама пултарать.

Утреннее движение началось, а потому стало опасно носить мешки через двор, так как возникло бы подозрение.

ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Хӑшне кансӗртерех — калама хӗн: йывӑр михӗсене ҫул пуҫламӑшнелле сӗтӗрекене-и, — вӑл хыттӑн, чӑн та, уҫӑ сывлӑшпа сывлать, е чавакана-и — вӑл ларса е айккӑн, ҫурри выртса е пӗкӗрӗлсе ӗҫлет.

Трудно сказать, кому приходилось хуже — тому ли, кто оттаскивал тяжелые мешки к одной стороне прохода, лучше и сильнее зато дыша, так как был ближе к выходному отверстию, или тому, кто рыл, — то сидя боком, то полулежа или стоя согнувшись.

ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Тергенспа Ботредж талӑкӗпе ӗҫлейччӗр тесе Стомадор вӗсене михӗсем пама сӗнчӗ, — вӗсен тӑпрана ҫав михӗсене тултармалла та пусӑран тухнӑ тӗле — ҫӳле — лартмалла, лавкка хупӑнсанах Галеранла Стомадорӑн акшара сарайне кӗртсе тӑкмалла.

Чтобы Тергенс и Ботредж могли работать круглые сутки, Стомадор придумал дать им мешки, куда они должны были складывать известняк и приставлять их к выходу наверх, чтобы после закрытия лавки Галеран и лавочник снесли их в сарай.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эпӗ хамӑн ҫав упӑтене качча илетӗп, унӑн пит ҫӑмарти хыҫӗнчи михӗсене кӗрсе каятӑп та унти мулпа хуҫаланатӑп.

Я женюсь на своей обезьянке и залезу в ее защечные мешочки, где спрятаны сокровища.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Тепрер сехетрен Валетпа Телегин, лашисене пасар карти ҫумне уйрӑмшарӑн, анчах пӗри теприн патӗнчен курӑнмалла кӑкарса хунӑскерсем, апат-ҫимӗҫ тултарнӑ хутаҫсемпе михӗсене йӗнер ҫумне ҫыха-ҫыха хучӗҫ те, малтан Валет, ун хыҫҫӑн Телегин килнӗ ҫулпа каялла Йӗпреҫрен тухрӗҫ, ирхине ыттисем вӑрманалла пӑрӑннӑ тӗле ҫитсен, хӑйсем те сылтӑмалла кӗчӗҫ, малалла вара пӗрлех кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лашасен хатӗрӗсемпе михӗсене ҫутӑ тӗслӗ краскӑпа сӑрланӑ, ҫавӑнпа темиҫе километра тӑсӑлса каякан ушкӑн тӳрем вырӑнта шуса пыракан симӗс те кӑвак пысӑк ҫӗлен пек туйӑннӑ.

Упряжь на лошадях, мешки и парфлеши были раскрашены яркими красками, и вся процессия напоминала гигантскую радужную змею, ползущую по равнине.

Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Типӗтнӗ аш, ҫырла тата пеммикан тултарнӑ михӗсене вигвама кӗмелли вырӑна хунӑ.

Мешки, набитые сушеным мясом, сушеными ягодами и пеммиканом, были положены у входа.

Синопа тата унӑн юлташӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Пӗрремӗш йыттин йӗнерчӗкӗ ҫине конверт форми майлӑ, туса ҫитермен тире ҫутӑ тӗслӗ сӑрпа сӑрласа тунӑ икӗ пӗчӗк михӗ ҫакнӑ пулнӑ, кун пек михӗсене индеецсем «парфлеш» тенӗ; ҫиелтен утиялсемпе бизон тирӗсем хунӑ пулнӑ.

К седлу первой собаки привязаны были два маленьких, ярко раскрашенных мешка из недубленой кожи, напоминающие по форме конверт; такие мешки индейцы называют «парфлеш»; сверху навьючены были одеяла и шкуры бизонов.

Синопа тата унӑн юлташӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Иван ҫапах та пӗртте хӑрамасть: тавай тулли михӗсене йӑта пуҫлать…

А Иван не испугался: и давай вытаскивать мешки…

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Паунлмие, грушӑна тата чиене вӑл кухньӑри пысӑк кӑмакара типӗтет, унтан вӗсене шурӑ пиртен ҫӗленӗ михӗсене тултарать те апат-ҫимӗҫ усракан кӗлетри маччаран ҫакса ярать.

Яблоки, груши и вишни она сушила в большой печке на кухне, а потом пересыпала в белые холщовые мешки и подвешивала в кладовой под потолком.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑй ытла нумай пулнипе эпӗ кӗрӗс-мерӗсчӗ, эпӗ пилӗк пӑт туртакан михӗсене епле ҫӗкленисене сӑнаса, пекарь мана хӗрхеннӗ пек калаҫатчӗ:

От избытка сил я был очень неуклюж, пекарь, наблюдая как я ворочаю и таскаю пятипудовые мешки, говорил, сожалея:

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Эпӗ те михӗсене ҫӗклерӗм, вӗсене йӑтса кайрӑм, пӑрахрӑм, унтан каллех чупса кайса ҫӗклерӗм; мана эпӗ хам та, таврари пур ҫынсем те тӑвӑллӑ ташӑра ҫавӑрӑнма тытӑннӑ пек, ҫак ҫынсем ывӑнма пӗлмесӗр, хӑйсене хӗрхенмесӗр ҫакӑн пек хӑрушшӑн, хаваслӑн уйӑхсем, ҫулталӑксем хушши ӗҫлеме пултарас пек, вӗсем хулари чиркӳ тӑррисемпе минаретсенчен тытса, вӗсене хӑйсем ӑҫталла туртса каяс тенӗ — ҫавӑнта туртса кайма пултарас пек туйӑнчӗ.

Я тоже хватал мешки, тащил, бросал, снова бежал и хватал, и казалось мне, что и сам я и всё вокруг завертелось в бурной пляске, что эти люди могут так страшно и весело работать без устатка, не щадя себя, — месяцА, годА, что они могут, ухватясь за колокольни и минареты города, стащить его с места куда захотят.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Вӗсем, ӗҫшӗн тунсӑхласа ҫитнӗ пек, тӑватӑ пӑтшар таякан михӗсене алӑран-алла ывӑтасси ҫинчен, ҫурӑм ҫине тюксем хурса чупасси ҫинчен тахҫанах ӗмӗтленсе пурӑннӑ пек ӗҫлеҫҫӗ.

Работали так, как будто изголодались о труде, как будто давно ожидали удовольствия швырять с рук на руки четырёхпудовые мешки, бегом носиться с тюками на спине.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех