Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мих (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Платун хул хушшине пушӑ мих хӗстерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫук, эпӗ мих йӑтма мар, сире курма килтӗм.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кил-ха, мих тиер!

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку мих ӑҫтан килсе ларнӑ кунта?»

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑн чухнех Ванюк хӑйсен ӗни валли вӑрман сыхлама тухсан, пӗр мих курӑк татса кӗретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Машка сӗтне юратать те кӗтӳрен килнӗ ӗнене пӗр мих чӗрӗ утӑ ҫулса парать.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тӑхӑнма чиксе пынӑ аттисене мих ӑшне чиксе ҫуни тӗпнерех, ҫын курмалла мар тарах туса улӑмпа витсе хучӗҫ.

Сапоги, прихваченные с собой для обутия, засунутые в мешок, и прикрыли соломой, чтобы не бросались на глаза людей.

Вӗренӳ аван пырать, анчах… // К. Шупуҫсем. «Капкӑн», 1932, 1№, 10 с.

Упа мих ӑшне кӗрсе выртнӑ, Кӗтӳҫӗ михне ҫирӗпрех пӗтӗрсе ҫыхнӑ та пуҫланӑ тӳпкеме юман юпапа.

Влез медведь в мешок, а пастух завязал мешок потуже и ну колотить по нем дубиной.

Тилӗпе упа тата кӗтӳҫӗ // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 51–55 с.

— Юрать, мих ӑшне кӗрсе вырт, — тет Кӗтӳҫӗ.

— Ладно, — говорит, — полезай в мешок.

Тилӗпе упа тата кӗтӳҫӗ // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 51–55 с.

Хӳре мих ӑшӗнчен: — Манпа виҫҫӗн! — тесе кӑшкӑрать.

Из мешка Хвост: — Со мной трое! — кричит.

Xӳре // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 27–32 с.

Вӗсем кашкӑр тирӗпе пӗрле Хӳре те мих ӑшне кӗрсе ларнине нимӗн те асӑрхайман.

Они не заметили, как они вместе с волчьей кожей в мешок забрался и Хвост.

Xӳре // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 27–32 с.

Ҫумӑр ҫӑва пуҫласанах вӑл киҫак тултарнӑ мих ҫине выртнӑ, ҫапла вара вӑл хӑйӗн кӗлеткипе витсе, киҫака йӗпенме паман.

Что, когда начался дождь, она легла на мешок с кизяком и заслонила его своим телом.

Ӑслӑ Жиреншепе хитре Карашаш // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 12–20 с.

Хан хӑйӗн хыснинчен ачана пӗр мих ылтӑн тултарса пама хушнӑ, хӑй хурлӑха тӳсеймесӗр, ураран ӳкнӗ те тепӗр виҫӗ-кунтан вилнӗ.

Хан приказал наполнить из своей казны мешок с золотом, а сам, не выдержав горя, прихворал и через три дня умер.

Хӗрӗх юмах // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 5–11 с.

Вӗсене пурне те мих ӑшне чиксе хутӑм та пӗр тӑрнапа улӑштартӑм.

Я положил их всех в мешок и обменял на одного журавля.

Хӗрӗх юмах // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 5–11 с.

— Эсӗ ман юмаха итлесе, мана пӗр мих ылттӑн тултарса пама хушсан, эпӗ пит хӗпӗртенӗ пулӑттӑм.

— Я был бы очень рад, если бы ты послушал мою сказку и велел для меня заполнить мешок золотом.

Хӗрӗх юмах // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 5–11 с.

— Эпӗ пӗр тулли мих ылттӑн илесшӗн, — тесе ҫивӗччӗн тавӑрнӑ ача.

— Я хочу получить полный мешок золота, — подмигнул стражникам оборвыш.

Хӗрӗх юмах // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 5–11 с.

— Кам та кам хана пӗр такӑнмасӑр хӗрӗх чӑн пулман ӗҫ ҫинчен юмах каласа парать, ҫав ҫын мих тулли ылттӑн илӗ, анчах ҫав юмахра пӗр чӑн сӑмах та ан пултӑр вара.

— Кто расскажет хану без запинки сорок небылиц, не проронив ни слова правды, — тот получит полный мешок золота!

Хӗрӗх юмах // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 5–11 с.

Кун ҫинчен «МИХ ҫинчен» саккунӑн 40№ статйинче каланӑ.

Об этом говорится в статья №40 Закона «О СМИ».

«МК в Чебоксарах» тӳре-шара вӑрах хуравланишӗн пӑшӑрханать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/27920.html

Статья авторӗ Михаил Тихонов, кӑларӑмӑн тӗп редакторӗ шутланаканскер, чиновниксем тата патшалӑх ведомствисен ӗҫченӗсем Раҫҫей Федерацийӗн «МИХ пирки» саккуна ытлашшиех пурнӑҫламанни пирки каласа парать.

Как указывает автор статьи Михаил Тихонов, являющийся главным редактором издания, чиновники и сотрудники государственных ведомств не особо выполняют Закон РФ «О СМИ».

«МК в Чебоксарах» тӳре-шара вӑрах хуравланишӗн пӑшӑрханать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/27920.html

Матвейӗн та хӑйӗн Николайне ҫавӑн пек мих ӑшне чиксе илсе кӗрес шухӑшӗ пулнӑ, анчах ҫак арӑма тытнине курсан апла шухӑшлама пӑрахнӑ.

Эта же мысль — пронести Николку в мешке — мелькала в голове Матвея, но пойманная баба смутила его.

II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех