Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

минут сăмах пирĕн базăра пур.
минут (тĕпĕ: минут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ минут таран пыракан видеопрезентацире конкурсантсен пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупнине уҫса пама тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

«Ҫӗнтерӳ диктантне» эпӗ ҫирӗм минут хушши ҫыртӑм.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Ун пек чух кашни минут шутра, ҫавӑнпа ушкӑнпа туслӑ, хӑвӑрт тата тӗрӗс ӗҫлени пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑсталӑх чемпионатне хутшӑнаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60769

Вунпӗр тӗлне унӑн больницӑна ӗлкӗрмелле, вунпӗр ҫитме халь хӗрӗх пилӗк минут ҫеҫ юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Пилӗк-ултӑ минут хушшинчех эпӗ ун кӑмӑлӗн чи пысӑк енне сиссе илтӗм, вӑл — чи таса, халь ҫеҫ пуҫланнӑ ҫамрӑклӑх тата ҫав ҫамрӑклӑхран тухса тӑракан айванлӑх — чуна илӗртекен, пӗрре те кулӑшла мар айванлӑх.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Кӑшт тӑрсан, эпӗ тата хамран хам тӗлӗнсе илтӗм: ик-виҫӗ минут хушши ҫеҫ тӑсӑлнӑ тӗлпулу — мана ҫавӑн пек хумхатса, шухӑша ярса хӑварчӗ!

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Вӑл сехечӗ ҫине пӑхрӗ — сахалтан та ҫичӗ-сакӑр минут ҫывӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

— Халь кӑна… ик-виҫ минут каялла, эпӗ бачокран шыв ярса ӗҫнӗ чух, тахӑшӗ ман кӗсьерен 18 тенкӗ укҫа кӑларса илнӗ!

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Пӗр минут иртнӗ, иккӗ…

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Пӗр вун пилӗк-ҫирӗм минут хушши пачах та пӗр машина та пулман.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Сенӗк тумалли виҫӗ юплӗ ҫирӗк шыраса икӗ кун вӑрманта ҫӳрерӗм — эс ӑна пӗр минут хушшинче хуҫса хутӑн! — чышкӑпах юнарӗ капан тӑрринчи Тимахван мучи.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑхӑт тӑххӑр ҫитесси вунӑ минут анчах! — савӑнчӗ Изамбаев.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Тӑватӑ ҫухрӑм утнӑ хыҫҫӑн пилӗк-ултӑ минут канса тӑма хушаҫҫӗ ӑслӑ-пуҫлӑ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Ҫиччӗ ҫитесси вунӑ минут, — лӑпкӑн явапларӗ Кӗркури, пальто ҫаннине уҫса пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Погрузчик транспортерӗ ҫине пӗр кӗреҫе тырӑ сапать те виҫӗ минут канса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Вӑл нормӑна пӑхнинчен пӗр минут ытларах тӑни те патшалӑха пиншер тенкӗлӗх тӑкак кӳрет, — хӗрсе кайсах каларӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Пурте пӗрле паттӑра асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ хыҫҫӑн кавир ҫине кӗрешӳҫӗсем тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑра асра тытса – турнир // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%bf%d0%b ... %b8%d1%80/

Хайхи тарӑхса кайнӑскерсем, Гитлер портретне пӑхса тӑмасӑр, пулеметсенчен, автоматсенчен ҫунтарма тытӑнчӗҫ, пӗр вунӑ минут хушши пенӗ хыҫҫӑн хайхи портрета ала пек турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Татти-сыпписӗр ҫирӗм минут хушши печӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Янеев, хӑй пуҫӗнчи каскине илсе, темиҫе минут хушши юлташӗ умӗнче пуҫа усса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех