Шырав
Шырав ĕçĕ:
Заявкӑна Хӳтӗлев министерствинчи специалистсем пӑхса тухаҫҫӗ.
Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023
Ҫак ӗҫе ӑнӑҫлӑн тӑвас тесен, вӑрман хуҫалӑх ӗҫченӗсемпе экологи министерствинчи ҫынсем, халӑха нимене йыхравласах пуҫарӑва пӗрле тытӑнмалла.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Ҫав хушӑрах платформа ҫинче патвар ҫын тӑни курӑнса кайрӗ (жандармсем те ҫук, чутун ҫул ҫинче ӗҫлекен ҫынсем ҫеҫ), вӑл мамӑк хурса ҫӗлетнӗ пальтопа, тӗксӗм пуставран тунӑ картуспа, картусӗн сӑмси халӑх ҫутӗҫ министерствинчи учительсенни пек.
V сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Можайский проектне ҫар министерствинчи ятарласа тунӑ ҫӗнӗ комиссие панӑ.Проект Можайского был передан в новую специальную комиссию военного министерства.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Анчах кунта Польшӑри чи илемлӗ хӗрарӑм кӗтмен пулсан, вӑл Парижа, унти ҫар министерствинчи ӗҫне пӑрахса, ҫакнашкал хӑрушӑ та тертлӗ пурнӑҫпа пурӑнма килӗшнӗ пулӗччӗ-ши?
Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Авланнӑ хыҫҫӑнах, ашшӗ хӳтлӗхӗпе кӗнӗ удел министерствинчи вырӑнтан тухнӑ та, хӑйӗн юратнӑ Машипе пӗрле малтан Вӑрман институчӗ патӗнчи дачӑра, унтан хулара, таса пусма картлашкиллӗ, сулхӑн гостинӑйлӑ, пӗчӗкҫӗ те аван хваттерте ырӑ курса пурӑннӑ.
I // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Тинӗс министерствинчи мӑкланса ларнӑ чиновниксем каллех ҫӗнтернӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Аса илтерер, Раҫҫейӗн Тӗп прокуратуринче чӑваш ҫынни Следстви, дознани тата оперативлӑ шырав ӗҫӗн тӗп управленийӗнче Шалти ӗҫсен министерствинчи следстви ӗҫне тӗрӗслесе тӑракан управлени прокурорӗнче тӑрӑшать.
Тӑвай район прокурорне ҫирӗплетнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/22479.html
- 1