Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

меслечӗ (тĕпĕ: меслет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑл тӗрӗсленӗ халӑх меслечӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ӳкерчӗкӗн ҫак меслечӗ арт-терапи меслечӗ пулса тӑрать: вӑл напряженине ӳкерет те картина тӑвас ӗҫпе килентерет.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулта "Нейрографика" мастер-класс иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3765178

«Нейрографика» ӳкерчӗкӗн пултарулӑх меслечӗ хӑйӗн ансатлӑхӗпе илӗртет.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулта "Нейрографика" мастер-класс иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3765178

Нумай ҫул тӗн-тӗшмӗш сӗрӗмӗпе минренӗ хресченсем касасран-мӗнрен хӑранӑ, хирурги меслечӗ ҫынна асап кӳрет тесе шутланӑ, чир-чӗре эмел ӗҫнипех ирттерсе яма хӑтланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Малтан шур пӳс ҫине канвапа тӗрленӗ пулсан, халь Коля тете алмазлӑ мозаика меслечӗ ҫине куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Ҫакна валли социализмлӑ реализм меслечӗ литературӑ умне сарлака та анлӑ ҫул уҫса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Меслечӗ ку ҫӗнӗ меслетех мар, ҫапах та — усӑ кӳмест мар-ха, аванах пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑй илме ӗлкӗреймерӗ-ҫке-ха подряд меслечӗ промышленность строительствинче.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Урӑхла каласан, подряд меслечӗ промышленность строительствинче вӑй илме ӗлкӗрнӗ-и, ӗлкӗреймен-и, ӑна пӑхмасӑр завод лартмалла.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗтӗмӗшпех хуҫалӑх меслечӗ ҫине куҫса ҫитессишӗн тӑрӑшакан, ҫак меслетӗн вӑрттӑнлӑхӗсене ӳркенмесӗр шыракан, алла илсе пыракан, строительствӑри тирпейлӗхпе перекетлӗхшӗн, ӗҫ пахалӑхӗшӗн кӗрешекен Серебряков, Пруткин.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сире социализмла реализм меслечӗ килӗшмест пулмалла, эсир унӑн чӑн-чӑн тӑшманӗ пекех туйӑнатӑр».

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӑна-кӑна асне те илмен мастер хӗрачапа шӑкӑл-шӑкӑл калаҫрӗ, ҫӗнӗ ӗҫ меслечӗ ҫинчен сӳтсе яврӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Биологи меслечӗ ӳсен-тӑрана хӳтӗлекен хатӗртен пачах уйӑрмаллине пӗлтермест.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Шӑпах ҫакӑ биологи меслечӗ, урӑхла каласан, биологизаци пулать.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Мӗн тетӗр, пурнӑҫ меслечӗ ҫавнашкал вӗсен.

Куҫарса пулӑш

Хырлӑхра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 4–5 с.

Ун меслечӗ ҫавӑн пек иккен: Укахви машинапа вырнӑ ыраша кӗлте пысӑкӑш купасем туса пырать, иккӗмӗш хӗрӗ кӗлте ҫыххи тӑвать, ӑна ҫыхмалли купа айне хурать, тепри ӑна ҫыхать, тата тепри йӑтса каять.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Галимджан паҫӑрах курчӗ — ку вӑл Мӗтрин юратнӑ меслечӗ, вӑл унпа нумай ҫынна ҫӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗрлӗ ҫын — тӗрлӗ ӗҫ меслечӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Ывӑлӗ фортуна ун енне татӑклӑн ҫаврӑнса тӑрасса шанать; пӗрре ӑна Богамойора хӑрушла хӗненӗ, сӑлтавӗ — вӑл телейӗн юнтармӑш майра туррине тӗрӗс ҫул кӑтартма хӑтланнӑшӑн, меслечӗ — хӑйӗн вӑййине пиллӗкмӗш туз хушни.

Сын надеялся на решительный поворот фортуны и раз был жестоко избит в Богамойо за попытку указать капризной богине счастья правильный путь путем присоединения к своей игре пятого туза.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Чавса ҫул туни — ҫӑлӑнӑҫӑн пӗртен пӗр меслечӗ.

Подкоп — единственный путь спасения.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех