Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мелӗпе (тĕпĕ: мел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эрех серепинчен хӑтӑлас текенсене хамӑр та Шупашкара наркологи диспансерне сипленме яма пултаратпӑр, амбулатори мелӗпе те сывататпӑр.

Куҫарса пулӑш

Халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхӗ – тӗп приоритет_32 (11019) // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/gazeta/12310-khal-k ... t-32-11019

«Ял ҫыннисем чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ ҫӗнелнӗ клуб уҫӑласса. Ӗҫе хӑвӑртлатас тӗллевпе ял хастарӗсем ниме мелӗпе пухӑнса пӳлӗмсенче тирпейлерӗҫ, чӳречесене ҫуса тасатрӗҫ», - тесе пӗлтерчӗ Юманлӑхри клуб заведующийӗ Григорий Семенов.

Куҫарса пулӑш

Элӗксем патшалӑх пулӑшӑвӗн уссине туйса илнӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/eleksem-patshalax ... -ilne.html

Йӗркепе килӗшӳллӗн предприниматель 5,46 гектарти пултӑрана ҫулса, 16,71 гектара хими мелӗпе ашкӑрма паман.

Куҫарса пулӑш

Сосновски пултӑран ан ӗрчетӗр нихӑҫан // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51138-sosn ... r-nikh-can

Халӗ республикӑн сборнӑй командине ҫӗҫӗ ывӑтмалли спорт мелӗпе кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Максим Забелин СВО геройӗ ҫинчен каласа панӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ytarl-car-op ... an-3898599

2023 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗнче Татьяна Навка ертсе пыракан «Команда» интервью-шоура Ярослав Дронов видеоҫыхӑну мелӗпе унӑн «Командипе» калаҫнӑ — Григорий Лепспа, Роман Емельяновпа, Пелагейӑпа, Гнесинкӑра пӗрле вӗреннӗ Никита Осинпа тата Олег Газмановпа.

30 ноября 2023 года в интервью-шоу «Команда» c Татьяной Навкой Ярослав Дронов по видеосвязи пообщался с выбранными для беседы представителями его «Команды» — Григорием Лепсом, Романом Емельяновым, Пелагеей, другом по Гнесинке Никитой Осиным и Олегом Газмановым —

Shaman // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/Shaman

Пуҫламӑш мусӑк пӗлӗвне экстерн мелӗпе илнӗ: ҫулталӑк хушшинче килте преподавательпе вӗренсе фортепиано калама тата тӗп музыка дисциплинисене алла илнӗ.

Начальное музыкальное образование получил экстерном: за год, занимаясь с преподавателем на дому, овладел игрой на фортепиано и основными музыкальными дисциплинами.

Рихтер Кирилл Максимович // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D0%B8%D ... 0%B8%D1%87

Каламалла, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисем валли те тӗрлӗ ҫӑмӑллӑх пур, вӗсен ачисене вӗренме кӗме те ҫӑмӑл – вӗсене валли вӗренӳ организацийӗсенче бюджет мелӗпе вӗренме кӗме ятарлӑ квота ҫирӗплетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцийӗ. «Вӗсем пире сыхлаҫҫӗ, вӗсене пулӑшмалла» // Наталия НИКОЛАЕВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/2 ... ul-shmalla

Спортсменсем кӗрешӗвӗн виҫӗ мелӗпе: ирӗклӗ майпа, чӑваш халӑх кӗрешӗвӗ тата тутар-пушкӑрт кӗрешӗвӗ «Корэш» — вӑй виҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %87%d3%97/

«Ман шутпа, Константин Анатольевич кӗнекине автофикшн мелӗпе ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Константин Малышевӑн «Ачалӑхӑм» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ // Ольга ИВАНОВА. https://chuvbook.ru/news/konstantin-maly ... lave-irtre

— Контракт мелӗпе службӑна эпӗ ӑнланса, хам ирӗкпе кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

«Дед» Тӑван ҫӗршыв хуралӗнче // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... v-xuralnce

Акӑ, Case Maxxum-140 трактора спутник урлӑ автопилот мелӗпе ӗҫлемелле тунӑ, ҫавӑнпа ҫӗр улми йӑранӗсем те тӳп-тӳрӗ пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшуллисен ӑнӑҫу пулатех // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12034-t-r-sh ... u-pulatekh

Ансат мелпе усӑ курнӑ — дистанци мелӗпе ют ҫынсен ячӗпе суя документсемпе банксен кредит карточкисене илнӗ те…

Куҫарса пулӑш

Банксен укҫине куҫ хывнӑ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... b2%d0%bda/

Тайванӗн тӗп хулинче — Тайбэйра 95 килограммран йывӑртарах атлетсем хушшинче вӑрӑм цикл мелӗпе вӑл икӗ 32 кг пукана 64 хутчен ҫӗкленӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... %d0%bc-72/

— Ҫавӑнпа та чылайӑшӗ Мускава ӗҫлесе илме тухса каяҫҫӗ, вахта мелӗпе ӗҫлеме Ҫурҫӗре талпӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Пӗр хӗрарӑмсем ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ, ял хӑрса пырать, пур темиҫе вӑр-вар арҫын, анчах вӗсем вахта мелӗпе пӗр-вӗҫӗм Ҫурҫӗрте ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Кӑҫал чылай вӑхӑтранпа пӗрремӗш хут ачасем шкула кайнӑ, унччен вӗренӳ дистанци мелӗпе ҫеҫ иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗрке хуралӗнче — тӳрӗ кӑмӑлпа // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%b9%d3%9 ... %bf%d0%b0/

Коронавирус алхаснӑ тапхӑр пулнӑ май, мероприятисен ытларах пайне онлайн мелӗпе ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr

Хусанти федераллӑ университетӑн картографипе геоинформатика факультетӗнчен бюджет мелӗпе вӗренсе тухса аслӑ пӗлӳ илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑка салтака ӑсатрӗҫ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11949-camr-k ... aka-satr-c

2023 ҫулта аякра вырнаҫнӑ ялсенче пурӑнакан 5 пин пациент специалистсенчен дистанци мелӗпе консультаци илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Электрон мелпе ҫырӑнаҫҫӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... %d0%b0cce/

Вӗсем чӑваш халӑх сӑнарне театр-эстрада мелӗпе уҫса па-ма явӑҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех