Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

маттуррӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытларах маттуррӑн курӑнатӑн.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуринчен те малта пулассишӗн хыпӑнакан, маттуррӑн курӑнассишӗн ҫунакан хӑш-пӗр ҫынсем пӗр самай шанчӑклӑ меслетпе чеен усӑ кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫӗклен маттуррӑн, Йывӑрлӑхра хавассӑн тӑр!

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Анук мӗн таран илемлӗ ташларӗ — Микулан ташши ҫав таран маттуррӑн курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

(Тӳррипе каласан, ҫынсем ҫывхарнине кура вӑл маттуррӑн курӑнма хӑтланса сикрӗ те кӗлетки йывӑрӑшӗпе сӗлкӗш ӑшне анса кайрӗ.)

(Сказать по правде, он хотел лихо спрыгнуть с коня, чтобы не упасть в глазах проезжающих, но под тяжестью тела провалился в снежную кашу.)

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шӑтса тухать те ҫӗнӗ курӑк, Ҫӳле маттуррӑн чӗвенет.

Куҫарса пулӑш

XXXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӗрерӗ тивӗҫлӗх; хӑйне Якур маттуррӑн тыткаларӗ, Пуҫтарчӗ хӑй халне, вӑйне, Мӑн кӑмӑллӑн пуҫне ҫӗклерӗ, Куҫран чӑр пӑхрӗ Ишута, — Ҫилленнӗ куҫӗпе йӗплерӗ, — Ҫунтарчӗ ӑшӗнчи вутта.

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл тӗкме урлӑ мӗнле ҫӑмӑллӑн сиксе кӗнӗ, ҫавӑн пекех маттуррӑн каҫса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сулланкаласа — Ланфиер сӑмах ҫыххи хыҫҫӑн сӑмах ҫыххи кӑларать, тӗтреллӗ те васкавсӑр сассипе сӑмахсем, курӑнми чарӑну паллисемпе тӗрӗс уйӑрнӑскерсем, сывлӑшра ирӗлеҫҫӗ, — ӑста чӗлӗмҫӗ табак пӗлӗтне ҫапла маттуррӑн ункӑласа тӗтрелентерет.

Покачиваясь, дребезжащим, неторопливым голосом Ланфиер выпускал фразу за фразой, и они, правильно разделенные невидимыми знаками препинания, таяли в воздухе, подобно клубам дыма, методически выбрасываемым заматерелым курильщиком.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

«Ҫапла пымалла!» — терӗ Дюрок румб кӑтартса, вара эпӗ маттуррӑн хуравларӑм: «Ҫапла пыма хатӗр!».

«Так держать», — сказал Дюрок, указывая румб, и я молодцевато ответил: «Есть так держать!»

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Анчах унӑн ҫӑра куҫхарши айӗнчи витӗр те пӗчӗк куҫӗсем чӗррӗн пӑхаҫҫӗ, вӑл пур еннелле те хӑвӑрттӑн ҫавӑрӑна-ҫавӑрӑна тӑрать, ҫинҫе те типӗ аллипе тӗрлӗ ҫӗрелле маттуррӑн тӗлле-тӗлле кӑтартса приказсем парать; хӑй пӗчӗккӗ пулсан та, вӑл вӑрҫӑ наукине лайӑх пӗлет пулас.

Но малые зоркие очи глядели живо из-под густо наросших бровей, и оборачивался он скоро на все стороны, указывая бойко тонкою, сухою рукою своею, раздавая приказанья; видно было, что, несмотря на малое тело свое, знал он хорошо ратную науку.

VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Ҫав Тарас Екатеринбургра хӑйӗн хунӗне питӗ маттуррӑн вартанӑ…

Этот Тарас тестя своего в Екатеринбурге так ловко обтяпал…

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ахӑрнех, ҫак сӑмахсен ӑшне вӑл питӗ нумай туйӑм хунӑ пулас, мӗншӗн тесен, вӗсене каланӑ хыҫҫӑнах, вӑл ҫуталса, паттӑрланса кайнӑ, хӗрӗ ҫинелле пӑхса, маттуррӑн калаҫма пуҫланӑ:

И, должно быть, он много вложил в эти слова, потому что тотчас же после них просиял, приободрился и бойко заговорил, обращаясь к дочери:

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах хӗрарӑм хӑй мӗнле ҫынпа ларма тур килнине, ахӑрнех, сиссе илнӗ пулас, вӑл вара сасартӑк хӑюлланса: — Мӗншӗн эс, хуҫа, хӑна тумастӑн мана? — тесе, маттуррӑн пӑшӑлтатса каланӑ.

Но женщина, должно быть, поняв, с кем имеет дело, вдруг бойким шёпотом спросила его: — Что же ты, хозяин, не угощаешь меня?

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тӑван ҫӗршӗн, Сталиншӑн, хамӑр кил-ҫуртшӑн, Конев ватать тӑшмана пит маттуррӑн.

Конев отважно дерётся с врагом За Родину, Сталина, отчий дом.

27. Конев колхозник самолечӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Казаксем, салтаксем пек мар, урӑхларах туйӑнатчӗҫ, лашасем ҫине маттуррӑн утланса ҫӳренӗрен мар, хитререх тумланнӑран та мар, — вӗсем калаҫассине урӑхла калаҫатчӗҫ, урӑх юрӑсем юрлатчӗ, ҫитменнине пит аван ташлатчӗҫ.

Казаки казались иными, чем солдаты, не потому, что они ловко ездили на лошадях и были красивее одеты, — они иначе говорили, пели другие песни и прекрасно плясали.

VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Унӑн гувернерӗ, Фрост господин, ҫаплах-ха вӗсен ҫуртӗнче пурӑнаканскер, ман хыҫҫӑн пӳлӗме маттуррӑн утса кӗчӗ те хӑй вӗрентсе ӳстернӗ ҫамрӑка вӑратрӗ.

Его гувернер, г. Фрост, который все еще оставался у них в доме, вслед за мной своей молодецкой походкой вошел в комнату и разбудил своего воспитанника.

XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унтан шукӑль тужуркине маттуррӑн турткаласа тӳрлетет.

И молодцевато одёргивал свою щегольскую тужурку.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Анчах та ун вырӑнне кайран, каҫса тӑрсан, мӗн тери маттуррӑн туйрӑм хама — чӗрем кӑкӑра шӑнӑҫмасть вӗт!

Но уж зато так-то радостно и гордо мне стало, таким-то молодцом-удальцом я себя почувствовал, очутившись на другом берегу ручья, что у меня от восторга сердцу в груди тесно стало…

21 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Лейтенант пиҫиххипе ҫыхнӑ кӗске кӗрӗкне турткаласа тӳрлетрӗ, ҫӗлӗкне майласа лартрӗ те командующи патне маттуррӑн та хӑюллӑн утса пычӗ.

Разогнав под ремнём складки шинели, поправив шапку, лейтенант Пастухов смело и молодцевато подошёл к командующему.

Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех