Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

манмалла (тĕпĕ: ман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Раҫҫей Президенчӗ кӑҫал Ҫемье ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ, апла пулсан ачасем ҫине те тимлӗх уйӑрма манмалла маррине асӑннӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Ҫакна та манмалла мар: художествӑллӑ творчество ӗҫӗ кирек камшӑн та ҫӑмӑл мар пулсан, хӗрарӑмшӑн вӑл пушшех те йывӑр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Вилӗмӗ: «Сан пурне те манмалла. Эсӗ вӗсемпе урӑх курнӑҫаймӑн», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Ӑнсӑртран — кӗмсӗрт тивӗҫлӗ мар ӗҫ тунӑ шӑпӑрлансене вӑхӑтра хӑтӑрса илме те манмалла мар, — терӗ шкул директорӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ытлашши ҫисе тултарни сывлӑхшӑн сиенлӗ, ҫавна манмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Ҫапах та пӗр-пӗрне манмалла мар пирӗн.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Атте-анне хамӑрӑн тымарсене манмалла мар тесе вӗрентсе калани те пулӑшать-тӗр…

Куҫарса пулӑш

«Кӑтаймассен алли ҫӑмӑл пулчӗ» // Юрий МИХАЙЛОВ. https://ursassi.ru/articles/t-van-k-tes/ ... ch-3412044

Кун пирки те манмалла мар» – тесе асӑрхаттарса каланӑ сӑмаха малалла тӑснӑ май регион Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/07/kaca ... opiski-pul

Пӗрле паспорт илме манмалла мар.

Поэтому перед посещением не стоит забывать взять с собой паспорт.

Сӑра фестивалӗ кӑҫал та иртӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35510.html

Арҫынсен васкамалла мар, эрех пирки манмалла.

Мужчинам же лучше взять размеренный темп жизни и не злоупотреблять алкоголем.

26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тепӗр ирхине вара ӗмӗрне манмалла марри пулчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Ҫав вӑхӑтрах шыв пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарнине те манмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗчӗклех ишме вӗрентӗр! // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/09/%d0%b0%d1% ... 82e%d1%80/

«Ара, ватсупнӑ, ҫавнах манмалла марччӗ те ӗнтӗ ман, — хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнсе, ӳкӗнсе калаҫрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Апла пулин те, ман шутпа, терминсене ӑсталанӑ чухне «ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас» принципа манмалла мар тесе шутлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Аксанов вӑл — Аксанов, Петӗр вара — Петӗр, ҫавна манмалла мар.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫула тухнӑранпа вӑхӑт чылай иртрӗ, автовокзалти тӗлпулӑва манмалла пек, анчах Таранов ҫаплах ҫавӑн ҫинчен шухӑшлать, хӑй ӑшӗнче Мерчен Мишшипе тавлашать:

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пушар хӑрушлӑхӗн тапхӑрӗнче ҫӳп-ҫап, типӗ курӑк ҫунтармалли йӗркесене пӑхӑнмалли ҫинчен те манмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Пушарпа кӗрешмелли тапхӑр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60647

Ҫав вӑхӑтрах чӗлхеҫӗсен те хӑйсен парӑмӗ ҫинчен манмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫакна та манмалла мар: чӗлхе ҫынна пӗр-пӗринпе калаҫма кӑна мар, шухӑшлама та кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫакна манмалла мар: хӑватлӑ аталаннӑ вырӑс чӗлхи (калаҫу ҫырулӑх чӗлхи ҫинчен пырать) пирӗн чӑваш чӗлхи пек чӗлхесемшӗн ӳсӗм тӗслӗхӗ пулса тӑрать, вӗсен шалти вӑйӗсене хускалса вӑй илме пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех