Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пакшелсем те ытти ял ҫыннисем пекех: пӗр-пӗр пулса иртнӗ ӗҫ пирки малтанлӑха тӗлӗнсе пурӑнаҫҫӗ те тӑра-киле ун ҫинчен тӑнчах манаҫҫӗ.
Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.
Сӑмах панине эпир тухса кайсанах манаҫҫӗ курӑнать.
XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
— Хӑйсен тусӗсене сирӗн пеккисем хӑвӑрт манаҫҫӗ мар-и?
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Анчах хайхискерсем хӑйсем кам пулнине манаҫҫӗ те пӗрпӗрне ура лартма та вӑтанмаҫҫӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫуркунне ҫитсен ачасем хӑрушсӑрлӑх пирки манаҫҫӗ темшӗн.
Шар курнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61067
Пурри пур-ха, ҫӳреҫҫӗ хӑш пӗр чухне, ҫап-ҫамрӑк пуҫӗсемпех ӗҫ тӗлне манаҫҫӗ.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ҫакӑнпа пӗрлех шӑпах Венгри Гитлерпа пӗрлешнине, Совет Союзне хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫланине, Хӗвелтухӑҫ фронтне ҫӗршер пин салтак /Сталинград ҫапӑҫӑвӗнче венгрсен пӗр ҫарӗ пӗтнӗ/ ӑсатнине манаҫҫӗ.
Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.
Пӗрне-пӗри пулӑшмаллине ҫеҫ вӗсем час манаҫҫӗ.
IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Амӑшӗ камне те манаҫҫӗ, — терӗ те Прохор ҫенӗкрен виҫ ҫӑмарта илсе килсе пачӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Пурте сирӗн пек мар: кӑшт «благороди» пулсанах, хӑйсен чӗлхине манаҫҫӗ — ни вырӑс, ни чӑваш.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Е тата: сӑмах ирӗклӗхӗ ҫинчен, пухусемпе пичет ирӗклӗхӗ ҫинчен калаҫаҫҫӗ, анчах ҫак мӗн пур ирӗклӗхсем, — рабочи класӑн пухусем тума юрӑхлӑ ҫуртсем ҫук ҫинче, лайӑх типографисем, ҫителӗклӗ таран пичетлемелли хутсем т. ыт. те ҫук ҫинче рабочи класшӑн пуш сӑмах кӑна пулма пултарнине манаҫҫӗ.
III // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Буржуаллӑ конституцисем яланах граждансен прависене ятне туса ҫырса хунипе чарӑнаҫҫӗ, ҫав правасене пурнӑҫа кӗртмелли условисем ҫинчен, вӗсене пурнӑҫа кӗртмелли майсем ҫинчен, вӗсене пурнӑҫа кӗртмелли хатӗрсем ҫинчен тӑрӑшмаҫҫӗ, граждансен пӗртанлӑхӗ ҫинчен калаҫаҫҫӗ, анчах хуҫапа рабочи хушшинче, помещикпа хресчен хушшинче чӑн-чӑн пӗртанлӑх пулма пултарайманнине, — пӗрисен пуянлӑх тата обществӑра политикӑллӑ вӑй пуррине, теприсен вӑл та, ку та ҫуккине, пӗрисем эксплуататӑрсем пулнине, теприсем эксплуатаци айӗнче пулнине — манаҫҫӗ.
III // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Хресченсем ҫиленнипе хӑйсем шакала хӑваласа яма килнине те манаҫҫӗ, ушкӑнӗпех тӗвене хупӑрласа илеҫҫӗ те мӗскӗн тӗвене хӗнесе пӗтереҫҫӗ.
Шакалпа тӗве ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Анчах ҫынсем манаҫҫӗ ҫав, хӑйсене ҫӑлса хӑварнӑ Киш ашшӗ ҫинчен те манса кайнӑ вӗсем, Киш та ача кӑна пулнине кура тата унӑн амӑшӗ те мӗн тесен те хӗрарӑм, — вӗсем ҫинчен часах манса кайнӑ, ҫавна пула вӗсем ялти чи начар ҫуртра пурӑннӑ.
Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.
Ҫапӑҫура хӗрсе кайнипе шиклӗх ҫинчен манаҫҫӗ; пуринчен хӑрушши вӑл ҫапӑҫу умӗн, пирвайхи перкелешӳччен пулать.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӑнасене хупӑрласа илеҫҫӗ, вӗсен аллисене чӑмӑртаҫҫӗ, хулпуҫҫисенчен, ҫурӑмӗсенчен лӑпкаҫҫӗ, тем ҫинчен васкасах ыйтаҫҫӗ, вырӑсла каласан вӗсем ӑнланас ҫукки ҫинчен те манаҫҫӗ.
35 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӗсем ӗмӗтленсе кӗрсе каяҫҫӗ те ыйхӑ ҫинчен каллех манаҫҫӗ.
Пӗрремӗш декрет // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Мӗншӗн тесен суранлисем пулӑшу кӗтеҫҫӗ, сыввисем пӑшӑлтатаҫҫӗ: «сыввисем кӑна кирлӗ, имӗш, ураран ӳкрӗн тӗк — манаҫҫӗ».
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Фронта ахлатнипе тата килти стратегипе пулӑшма ҫуккине вӗсем манаҫҫӗ.Они забывают, что фронту надо помогать не вздохами и не доморощенной стратегией.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Праскухинпа Нефердов тата темиҫе ҫын кӑна ҫитмест ӗнтӗ кунта, вӗсен ӳчӗсене ҫуса тасатса ҫӗре чикме те ӗлкӗреймен-ха, ҫапах та, халӗ ӗнтӗ кунта вӗсем ҫинчен аса илекен е шухӑшлакан ҫук та-и тен, ҫавӑн пекех ӗнтӗ, тепрер уйӑхран вӗсем ҫинчен, унчченех манса кайман пулсан, ашшӗ-амӑшӗсемпе арӑмӗсем те, ачи-пӑчисем те манаҫҫӗ.
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
- 1
- 2