Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

маларахах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хвекла аппа, сана ҫамрӑксем кӗтеҫҫӗ, — вӑтаннӑ хӗрпӗрчи сӑмахӗсене маларахах хатӗрлесе хунӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халь хӗр вӑрлани ячӗшӗн кӑна пулнӑ, хӗрпе каччӑ маларахах калаҫса килӗшнӗ кун пирки, ӗлӗк-авалхи пек вӑйпа туман ҫак йӑлана.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Калӑпӑр, эсӗ тӑватӑ сехет тӗлне килетӗн пулсан та хама пӗр сехет маларахах телейлӗ туйма пуҫлӑп.

— Вот, например, если ты будешь приходить в четыре часа, я уже с трех часов почувствую себя счастливым.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ентешпе — Таяпа Энтри ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан, яваплӑ должноҫра тӑрӑшакан — Чӑваш Республикинчи Ача прависем енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑйпа Алевтина Федоровӑпа маларахах курса калаҫма кӑмӑл ҫуралнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Ҫавна Григориу маларахах ӑнланса илнӗ те Чесноков бригадине ҫӗнӗ объект тунӑ ҫӗре куҫарма килӗшмен, питех те кирлӗ объекта вӑхӑтра туса пӗтерес тӗллевпе икӗ бригада вӑйне пӗр ҫӗре пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑй калама ӗлкӗреймен, анчах та маларахах шухӑшласа хунӑ хитре сӑмахсем ӑна канӑҫ пама пӗлмерӗҫ.

Его так и распирало от не высказанных еще слов, значительных, отшлифованных, звучных.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ку ӗҫе маларахах пуҫланӑччӗ.

Работа была начата заблаговременно.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Чӑнах ӗнтӗ, кӗрӳшӗ ку ҫурта маларахах тума тытӑннӑччӗ, анчах Тукай мӑрса хӑй тӑрӑшман пулсан кунашкал хӑвӑрт пӗтерейместчӗҫ-ха ӑна тата ун пекех хитре те тӑваймастчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Старик мӗнле пупленинчен ҫынсем ҫакна чухлаҫҫӗ: Пикпав вӑл вырӑна лайӑх пӗлет, тен, ыттисенчен маларахах пулса курнӑ-ха вӑл унта, хӑй тӗллӗн ку сӑрт киремет карти тума майлӑ тесе шутласа хунӑ, анчах йӑли ҫапла — ват ҫын сӑмахне итлемесӗр ӗҫе татса пама ҫук.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн каласа пӗтереймен шанманлӑхне туятӑп, ара, вӑл эпӗ «Хумсем ҫинче чупакана» маларахах, ӗнер Стерс патне пыричченех, курма пултарнӑ тесе шухӑшлаять, ҫавӑнпа та ҫав шанманлӑха тӳрех хирӗҫлерӗм те Гезпа мӗн калаҫнине евитлерӗм.

Предупреждая его невысказанное подозрение, что я мог видеть «Бегущую по волнам» раньше, чем пришел вчера к Стерсу, я сказал о том отрицательно и передал разговор с Гезом.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Эпӗ эсир пуррине пӗлнӗ, — терӗ вӑл кӗле пусарса, — маларахах, эсир киличченех.

— Я знал, что вы существуете, — сказал он, вдавливая пепел, — раньше, чем вы пришли.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Эпир маларахах каланӑччӗ ӗнтӗ: вӑл пачах та ҫӑтӑхлӑхсӑр, ҫавӑнпа та унӑн хумханӑвӗ пачах урӑх кӑмӑл-туйӑмлӑ.

Как мы говорили, он был лишен алчности, и волнение, испытанное им, носило особый характер.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ӑна ҫӗнӗ тӗл пулусемшӗн маларахах савӑнма юраманни пирки самаях хӗрхенӳсӗр вӗрентсе ҫитерчӗҫ, ҫавӑнпа вӑл хӗпӗртесе мар, шикленерех пытанчӗ те хӑлхине сисчӳлетрӗ.

Жестоко проученный для того, чтобы заблаговременно радоваться новым встречам, скорее испуганный, чем ликующий, он притаился и насторожил уши.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Чӑнах та, манӑн кунтан ҫавнашкал пӑтӑрмахшӑнах маларахах тухса тармаллаччӗ, анчах юн вӗренӗ чухне ҫавна ас тӑватӑн-и вара?

Правда, из-за таких же историй я должен был отсюда бежать, но разве помнишь это, когда кипит кровь?

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Ҫавӑнпа ярминккене, аслӑ праҫнике хатӗрленнӗ пек, хатӗрленнӗ, ярминкке умӗн вара пурте сасартӑках улшӑннӑ: кулленхн ӗҫӗсене пӑрахнӑ, хӑмапа ҫапса лартнӑ пуш хваттир кантӑкӗсене уҫнӑ, чи лайӑх ҫи-пуҫне хатӗрлесе тӑнӑ, нумайӑшӗн маларахах сӑмси хӗрелсе, куҫӗ-пусӗ тӑртанса ҫӳренӗ, — ҫӗр ҫывӑраймасӑр тӑрӑшнипе, — тенӗ хӑйсем ҫавӑн пеккисем..

Поэтому и готовились к ней, как к великому празднику, и все горожане менялись перед нею, точно по мановению волшебства; они бросали обычные дела, отколачивали забитые квартиры, готовили лучшие платья, и многие уже заблаговременно ходили с красными носами и опухшими глазами, уверяя, что это будто от хлопот и бессонных ночей.

II // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

— Эх, Елькка! — мӗн илтессе маларахах пӗлнӗччӗ пулин те, кунашкал яваппа ҫырлахасшӑнах пулмарӗ счетовод, ӳпкеленҫи турӗ вӑл кил хуҫине.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Костьӑпа Нюра ӑна ятарласа хушнӑ ӗҫ ҫинчен каласа параҫҫӗ, анчах вӑл ун ҫинчен маларахах пӗлнӗ иккен: ӗнер, вӑл ялта пулнӑ чух, колхоз председателӗ хулла йӗркеллӗн касас енӗпе сӑнама тата ачасемпе каснӑ хуллине ҫыран хӗрне илсе тухма калаҫса килӗшнӗ унпа.

Костя и Нюра рассказали ему о специальном задании, но он, оказывается, знал о нем еще раньше: накануне он был в селе, и председатель колхоза договорился с ним, чтобы он присмотрел за рубкой и обеспечил перевозку ребят и лозы.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Кунта ҫул хӗрринчи сада кӗрсе пытанчӗҫ те товарнӑй поезд килессе кӗтрӗҫ, вара ҫурҫӗр ҫитиччен чылай маларахах чикӗ хӗрринчи станци патне ҫывхарчӗҫ.

Здесь, затаившись в придорожном саду, они дождались товарного поезда и еще задолго до полуночи были на подходе к пограничной станции.

4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Вӗренессе эпӗ питӗ сахал вӗрентӗм, мӗншӗн тесен, маларахах каларӑм ӗнтӗ, юлташсенчен кая тӑрса юлнӑччӗ, вӗсене хуса ҫитме пӗччен пултарайманнипе мӗн вуланине юри кӑна итленҫи тата ӑнлананҫи турӑм.

Занимался я очень мало, потому что, как говорил уже, отстал от товарищей и, не имея сил один заняться, чтоб догнать их, только притворялся, что слушаю и понимаю то, что они читают.

ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпир Оперовпа пӗр-пӗрне пуҫ тайма пӑрахманччӗ-ха, вӑл манпа ҫав-ҫавах сивлек калаҫрӗ пулин те, хам маларахах каланӑ пек, мана хӑйӗн тетрачӗсене сӗнчӗ, ҫав тетрадьсем тӑрӑх хӑйпе тата урӑх студентсемпе пӗрле хатӗрленме чӗнчӗ.

Оперов, с которым мы продолжали кланяться, но были в самых холодных отношениях, как я говорил уже, предложил мне не только тетрадки, но и пригласил готовиться по ним вместе с ним и другими студентами.

ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех