Шырав
Шырав ĕçĕ:
малалларах (тĕпĕ: малалла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа ытти ҫӗртен килнӗ ҫынсенчен нумайӑшӗ кунтан каймаҫҫӗ, вӗсем кӑнтӑралла тата малалларах — большевиксенчен хӑтӑлса ҫӗнтерӳллӗ чансемпе кӗрлекен атаманлӑ Новочеркасска, е — «чикӗ леш енне»: тӗлӗнмелле ырӑ Крыма-и, нимӗҫсем лӑплантарса, тап-таса шӑлса тасатнӑ, лӑплантарнӑ илемлӗ Киева-и, ҫак шиклӗ вӑхӑтра тухса каяс вырӑнне, — переворот пулса большевиксен хӑрушлӑхӗнчен пӗтӗмпех хӑтӑличчен тата темиҫе эрнене кунтах хӑракаласа ирттерни лайӑхрах пулӗ тесе шутлаҫҫӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Пӗр сӑмах каламасӑрах, вырӑнӗнчен тӑчӗ вӑл, пӳлӗм варринче урисене саркаларах тӑчӗ, пуҫне кӑшт малалларах туса пӗшкӗнчӗ те, аллине пӑрҫа тӗслӗрех сӑхманӗн хыҫалти кӗсйине чиксе ярса лакпа сӑрланӑ ҫаврака табак пуракӗ туртса кӑларчӗ, унтан вара, табак пуракӗ ҫине сӑрласа лартнӑ басурман генералне питӗнчен пӳрнипе шаклаттарчӗ те пӗр пысӑк чӗптӗм кӗлпе тата энӗҫ ҫулҫипе хутӑштарнӑ табак илсе, аллине кӗвенте пек авса сӑмси патне илсе пычӗ, илсе пычӗ те ҫавӑнтах табака пӗтӗмпех сӑмсипе туртса ячӗ, сӑмсине пуҫ пӳрни ҫумне перӗнтермесӗрех шӑршларӗ, — анчах пӗр сӑмах та чӗнмерӗ.
Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Страницăсем:
- 1