Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мала сăмах пирĕн базăра пур.
мала (тĕпĕ: мала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрман комбинатӗнчи ӑмӑртура бригада мала тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑйсем чылай мала кайнӑран ҫапах та директорпа Хӗлимуна пулӑшма шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Миҫе хутчен мала тухнӑ эсир ултавпа, преми илнӗ!

Куҫарса пулӑш

52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эс мала тухсан, эп ҫӗр ҫывӑраймастӑп.

Куҫарса пулӑш

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫынсем сана мала хураҫҫӗ-тек, тивӗҫна ыттисене кӑтартмаллах.

Куҫарса пулӑш

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хурашыв вӑрман пункчӗ пилӗкҫуллӑх кӑтартӑвӗсемпе мала тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

38 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫапла, бригада мала тухайманни самаях пӑшӑрхантарчӗ пулин те, кӗтнӗ туй савӑнӑҫлӑ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӑмӑртура мала тухса бригадира савӑнтарма шутларӗҫ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мухтанмасӑрах калатӑп; трестра мала тухнӑччӗ, Хӗрлӗ ялав ҫӗнсе илтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Арсентьев мастер Дубов бригадине ӗҫре юри мала кӑларса пырать.

Куҫарса пулӑш

31 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Бригаду сан каллех мала тухать.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Йывӑҫ касассипе те, ӑна анатри склада турттарса кӑларассипе те вӗсем вӑрманпромхозра мала тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Куҫсем тӗтреленчӗҫ, мала пӑхма темскер чӑрмантарать.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нюҫҫа Ваҫиле патне ҫывхарчӗ те ӑна мала тухма чӗнсе ҫаннинчен туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Сана ан асӑрхаччӑр тесен — мала сиксе ан тух», — асламӑш, кӑмпана ҫӳреме юратнӑскер, вӑрманта ӳсекен кӑрӑҫ пирки каланӑ ҫак сӑмахсене Ваҫиле ват ҫынран пӗрре мар илтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсенчен чи мала Ваҫилен пӗртен-пӗр юратӑвне, вӑрҫӑра пуҫ хунӑ Ванюша хумалла.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑсен вӗҫӗ пур-ши? // Евгений Турхан. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с. — 4–5 с.

Хӑйӗн наставникӗсене, ӗҫ опытне пуянлатма пулӑшнӑ ӗҫтешӗсене — Е.С.Совинӑна, Е.К.Копташкинӑна, Н.Я.Медведевӑна, Р.А.Удинӑна, Г.В.Удина, Р.Я.Белобаевӑна, Е.С.Дьяконовӑна, И.А.Платоновӑна вӗрентекен мала хурать, ырӑпа асӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

«Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче 2009—2010 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫын ачасемпе хӗр ачасем хушшинче армреслинг енӗпе округра мала тухассишӗн ӑмӑртусем пулса иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алӑ вӑйне виҫсе ӑмӑртрӗҫ // Ирина Ильина. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d0%b0%d0%b ... %97%d2%ab/

Мала тухнӑшӑн тивӗҫнӗ диплома та ҫак кун савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑпа туллин паллашма май пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%80%d0%b ... %83%d0%bb/

Кун пек пулсан тӗнчипе мала тухатпӑр, тет.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех