Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каҫӗ лӑпкӑччӗ ун чух, ҫывӑракан ача пек тӳлекчӗ.
Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Каҫӗ лӑпкӑччӗ, нимӗнле шӑв-шав та илтӗнместчӗ, ҫавӑнпа та эпӗ, уҫӑлмалла тесе, хирелле тухсаттӑм.
VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Лӑпкӑччӗ ман ял Алманчӑ.
Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.
Канлӗччӗ, лӑпкӑччӗ, ытармалла мар илемлӗччӗ 1519 ҫулхи ҫуркунне!
11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫакӑн умӗн пӗр минут маларах кӑна вӑл ҫав тери лӑпкӑччӗ, халӗ вара ӑнлантарма май ҫук хавхапа чарӑнми чӗтрет, чӳрече леш енче мӗн пулса иртнине тӗшмӗртме тӑрӑшать.
VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Анчах эпӗ лӑпкӑччӗ.
ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл лӑпкӑччӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Кунӗ лӑпкӑччӗ, ҫулӑм сылтӑмалла та, сулахаялла та васкамасӑр юхса сарӑлчӗ, унӑн авкаланакан чӗлхисем ҫатан картасемпе пӳрт тӑррисене кахаллӑн ҫавӑрса илнӗ пек туйӑнчӗҫ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӑл ӗнтӗ яланхи пекех лӑпкӑччӗ; япаласене пӗр ҫӗре тирпейлӗн хучӗ те — вараланса пӗтнӗ, ҫӳҫӗ-пуҫӗ арпашса кайнӑ Аксиньйӑна: — Ларӑр кунта, вӑрласран сыхлӑр, эпӗ сӳнтерме каятӑп, — терӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ӑна пӑхса ӳстерме ҫӑмӑл, хаваслӑ та савӑнӑҫлӑ пулчӗ, ҫемье те пирӗн телейлӗ те лӑпкӑччӗ.Воспитывать его было легко, весело и радостно, и в семье были счастье и покой.
«Хамах тупӑнтӑм» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Каҫӗ ӑшӑ та лӑпкӑччӗ.
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
Ҫӗр лӑпкӑччӗ, вӑл темӗн итленӗ пек, тем пуласса кӗтнӗ пек туйӑнатчӗ; мана тата — ак халех тепӗр секундрах чан ҫапса ярассӑн, хулари ҫынсем пурте шутсӑр хӑраса ӳксе, чупкалама, кӑшкӑрашма тапратса ярасшӑн туйӑнатчӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫуртра яланхи пекехчӗ, ачасем те, воспитательсем те, нимӗн те ан улшӑнтӑр, пурте малтанхи пекех пулса пытӑр, тесе тӑрӑшрӗҫ, анчах пур ҫӗрте те темле лӑпкӑччӗ, шӑпрахчӗ.
65 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Сергей кӑштах шуралнӑччӗ, анчах халӗ те лӑпкӑччӗ.
41 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Сергей — тулаш енчен пӑхсан — лӑпкӑччӗ.
41 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Эсир палӑрнӑ ӗнтӗ, анчах Коля лӑпкӑччӗ сирӗн…
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хӑй вӑл яланах лӑпкӑччӗ, пӗрмай анне ҫумӗнче кӑначчӗ.
Пӗр тӑван Волковсем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 116–126 с.
Унта ку таранччен пит лӑпкӑччӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Пурте лӑпкӑччӗ, хӗвеллӗччӗ.
Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
— Паттӑр та лӑпкӑччӗ, — илтетӗп эпӗ.
Геройла вилӗм // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
- 1
- 2