Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лексен (тĕпĕ: лек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав ылханлӑ хӗр аллине лексен кунтан та усал пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫивчӗ вӗҫлӗ йывӑҫ ҫӗмрен те кашкӑра куҫӗнчен е хырӑмӗнчен лексен!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Воевотӑн тусӗсем Ун сӑмахне итлесен, Ҫӗрӗҫ Урхан шӑммисем Пӗрре алла шӑп лексен.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Окопа мина лексен, сывӑ юлма.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Тыткӑна лексен, пире мӗн кӗтнине каламасӑрах ӑнланатӑр.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Хайхи турат алла лексен, мана чун кӗрсех кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Эпӗ ҫакна та каласшӑн сире: хӑшӗ те пулин ӑнсӑртран фашистсен аллине лексен, ыттисем ҫинчен пӗр сӑмах та калар мар, ӑҫта пытанса пурӑннине те пӗлтерер мар.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шуррисен аллине лексен вӗсене персе вӗлереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ку чир куҫа пӗр-пӗр хытӑ япала тирӗнсен е унта каяш таврашӗ лексен пуҫланать иккен.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Шел, ҫынсенчен ытларахӑшӗ мана инкеке, йывӑрлӑха лексен е пӗр-пӗр хӑрушӑ пулӑмпа тӗл пулсан ҫеҫ аса илет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсен аллине ҫын лексен, ӑна татӑкӑн-татӑкӑн вакламасӑр та чарӑнмаҫҫӗ…

Попадется им человек, так не отстанут, пока не разорвут его на куски…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пушӑрах вӑхӑтсенче вӑл хӑйӗн специальноҫӗпе ҫырнӑ кӗнекесем ал айне лексен, вӗсенчен уйрӑлма та пӗлмерӗ.

В свободное время много читал, в особенности если ему попадалась под руку литература по специальности.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эпӗ лексен, эсӗ те лекетӗн.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Капкӑна лексен, хытӑ турткаланнипе, малти сылтӑм ури пӑрӑнсах ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Кашкӑр ҫӑварне лексен… — Кӗтерук ӑраскалне аса илсе аллине сулчӗ Ваҫли.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мари хӗрӗ лексен пырӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нумайӑшӗ кукша пуҫ лексен те, чухӑн ачи ан пултӑр теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аллине икӗ тутӑр лексен, вӗсене тата тӗпнерех тӗркелесе чикрӗ, йӳнӗрех тӑракан пуставран ҫӗленӗ ваткӑллӑ пиншак, шӑлавар, ҫӗлӗк, тумтир ҫинчен ҫыхмалли хӑмаҫ пиҫиххи тата тальянка хуткупӑс кӑларчӗ, ашшӗне куҫран пӑхма хӑяймасӑр: — Килте инкек пулнине пӗлнӗ пулсан… — терӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Юрӗ, Хветут, кайӑпӑр, кайӑпӑр, йывӑра лексен пӗр-пӗрне пулӑшасах пулать», — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑйне арҫын алли лексен, Анюк шартах сиксе илчӗ, тата ытларах хӗрелсе кайрӗ, аван мар, аван мар тесех, хӑнапа юнашар ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех