Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лексе (тĕпĕ: лек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ҫынна лексе чирлеттерме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Сӑвӑсран асӑрханмалла // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %bb%d0%b0/

Паллӑ мар халӗ те — хӑш салтакӗ кӑвар айне пулса вилнӗ-ши, хӑшӗ пуля тӗлне лексе

Куҫарса пулӑш

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

Унччен те пулмасть, такам ури лексе савӑт ӳпӗнет те пӗтӗм пулӑ шыва сапӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫӳлте, сенкер те тӑп-тӑрӑ тӳпе енче, симӗс ҫулҫӑсем пӗр-пӗринпе пытанмалла выляҫҫӗ, вӗсем ташласа, вӗлтӗртетсе улшӑнса тӑнине е сасартӑк вӑйланнӑ ҫил юхӑмне лексе ӑмӑртмалла чупнине пӑхма питӗ кӑмӑллӑ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӑл куҫа лексе ҫатӑртаттарать, тута хӗррине тӑварлантарса ярать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Сухаласа ҫемҫетнӗскер, пӗрре ура тупанне канӑҫлантарма пӑхать, тепре муклашкасем лексе ыраттарнипе каҫӑхтарсах ярать; анчах канӑҫланма-рехетленме те, ыраттарнине тӳсеймесӗр айлатма та вӑхӑт ҫук: лаша малалла талпӑнать, суха пуҫ касӑ хыҫҫӑн касӑ хӑварать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫурхи шывсем кӗрлеме тапраннӑ, Сармантей Ҫеҫҫийӗ ӑнсӑртран авӑра лексе сивӗ шыва чул пекех путса анса кайнӑ тет.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫакӑн пек ялтӑркка илемлӗ тӗнчене лексе хӑвна ҫав тери ҫӑмӑллӑн туятӑн, каҫ енне ҫанталӑк сулхӑнланчӗ, хушӑран кӗрхи уҫӑ ҫил варкӑшать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Тылрисене те ҫӑмӑл пулман, вӗсене сивӗпе йывӑрлӑх, выҫлӑх пайтах асаплантарнӑ, хӑшӗ инкеке лексе ҫамрӑклах пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Инкек куҫа курӑнмасть // О. ШӖНЕРПИ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/17/in ... -kurnmastj

— Эй, ма иртӗхетӗр?! — вӑрманҫӑ чунне, темле кӑвар лексе, икӗ тӑнлава ҫатӑр пӗҫерттерсе ярать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑйсен тӗнчине ҫын пырса кӗнӗшӗн хӗпӗртенӗ вӑрӑмтунасем, юншӑн вилӗмрен те хӑраманскерсем, кӑшӑл сырӑнаҫҫӗ; вӗсем, ҫӑвара лексе, хӑлхасенчен сӗрлесе вӗҫсе тухнӑнах туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Вара, вара? — чӗлӗм мучин сухалӗпе ҫӳҫӗ тӗслех тӗтӗм йӑсӑрлантарать; тӗтӗмӗ, ҫилпе пӗрле кӑлкан ҫӳҫ хушшине лексе, майӗпен явӑнать те тӗтреленсе ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

«Кальярире» вылянӑ хыҫҫӑн вӑл «Рома» тата «Фиорентина» клубсенче тара лексе ирттернӗ, 2016 ҫулта яланлӑха «Фиорентинӑна» куҫнӑ, 2017-мӗш ҫулта командӑн капитанӗ пулса тӑнӑ.

После игры в «Кальяри» он провел периоды в аренде в «Роме» и «Фиорентине», в 2016 году перейдя в последний клуб на постоянной основе и став капитаном команды в 2017 году​​.

Давиде Астори // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8

Иван мӗнле вӑрҫа кӗни, тыткӑна лексе тарни, фронт урлӑ каҫни, госпитальте выртни ҫинчен пӗтӗмпех йӗркипе каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шел, ҫамрӑклах мӑшӑрӗпе иккӗшӗ те ҫул ҫинче аварие лексе ҫӗре кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Кам авӑра лексе курнӑ, ҫавӑ Кешӑна ӑнланӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Чӑй! чӑй! сирпӗнет икӗ еннелле пӑчкӑ кӗрпи, пите-куҫа сапать, сӑмса айне лексе кӑтӑклантарать.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унччен малтан ӑнсӑртран чул таврашӗ лексе сиенлетесрен машина оптикине хӳтӗлени водительсене укҫа-тенке перекетлеме май панӑ.

Защита оптики от повреждений ранее помогала водителям экономить средства после возможного попадания камней в фары.

Машшин фарисемшӗн малашне правасӑр юлма пулать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36148.html

Шупашкар администрацийӗнче ӗҫлекен ҫын, ертӳҫӗ, ултавҫӑсен серепине лексе пухса пынӑ 1,4 миллион тенкине куҫарса панӑ.

Чиновница, руководитель, работающая в Чебоксарской администрации, перечислила накопленные свои сбережения на 1,4 миллиона мошенникам.

Шупашкар администрацийӗнче ӗҫлекен хӗрарӑм ултавҫа 1,4 млн куҫарса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36046.html

Ӑна сывлама та йывӑр пулчӗ, ҫавӑн пек хӗснӗ ҫӗрте тата сиенленнӗ ури питӗ ыратрӗ, унӑн суранӗ каллех уҫӑлчӗ пулмалла, ӑна хӑй аттине кӑвар татки лексе урине шӑмӑ таранах ҫунтарса тухнӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех