Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑҫан та пулсан санӑн та ҫара лекме тивӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Лядской урампа кай, Грузинскине ан тух, — шрапнель айне лекме пултаратӑн, — хушрӗ Герман.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Антибиотик фарша ашпа тата салӑпа пӗрле лекме пултарнӑ.
50 кг антибиотиклӑ пельмен халӑх патне лекнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31956.html
Ку мунча патӗнчен сулахаялла пӑрӑнсан каллех ҫырмана лекме пулать.
Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html
Ку урама эпӗ хулана шаларах тата ҫӳлерех лекме меллӗрен суйласа илтӗм; унта ретӗн-ретӗн терраса, кашни квартал вӗҫӗнчех — лаптак чулсенчен купаланӑ темиҫе картлашка, ҫавӑнпа та капмар карнавал экипажӗсемпе автомобильсем малалла каяймаҫҫӗ; анчах ҫак меллӗхе шыраканни эпӗ ҫеҫ мар.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпӗ Фильс шӑпи пирки, пире тӗрлӗ инкек-синкек, синкер-телейсӗрлӗх ан ҫулӑхтӑр тесе вут умӗнче ҫулӑмла, хӗрӳллӗн кӗлӗ туни ҫинчен шухӑшлатӑп, ҫав авӑкрах ҫарран ҫӳрекен икӗ арҫын ачана умӑма уҫӑмлӑн кӑларса тӑрататӑп: лӑпкӑ вӑрманти ӗҫлӗ-шухӑшлӑ ачасем — малашлӑха туйса-сиссе пурнӑҫ шартламинчен вут-кӑвайтӑн вӗри ҫавра ҫилӗ патне лекме хӑтланаканскерсем…
II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Ҫав кӗвве илтсен чарӑнса тӑтӑм, куҫӑмсене хупрӑм, — хама иртнӗлӗхе кайса лекме хистерӗм те ултӑ ҫул чухлӗ ҫамрӑклантӑм…
XIX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Сирӗн аҫӑрӑн пӗчӗк ҫеҫ вӑйӑмӗ те Давенанта кафере тӳленинчен пӗлтерӗшлӗрех вырӑна лекме пулӑшӗччӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Ку шӑтӑка лекме кирлехчӗ-ши? — терӗ тахҫан кантурта ӗҫленӗскер.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 321–325 с.
— Хаклӑ ҫыннӑм, манӑн портрет мӗнле капитан патне лекме пултарнӑ вара?
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Сидора тӑнланӑ май, Сӑпани те Ванькка хурахсем патне епле лекме пултарни ҫинчен шухӑшларӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чи кирли — унӑн хреснай ывӑлӗ Иван Телегин Калюков ҫывӑхне чиперех лекме пултарни.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пасара пайтах ҫӳреме тивӗ капла, пӗринче-тепринче лекме те пултаратӑн.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Авторсем шутланӑ тӑрӑх, пребиотикла органика молекулисем Рюгу ҫине ҫакнашкал астероидсем ытти космос объекчӗсемпе ҫапӑннӑ хыҫҫӑн вӗсен ҫийӗ ҫинче йӗркеленнӗ космос тусанӗпе лекме пултарнӑ.
Рюгу астероид ҫинче пурнӑҫ тӗввин ҫӑлкуҫне тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31262.html
Хулара тӗнчепе ҫыхӑнтаракан аэропорт ӗҫлет, чукун ҫулпа Хӗрлӗ тинӗс хӗрринче вырнаҫнӑ Массава портпа лекме пулать.
Эритрея // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5953-%D0%AD% ... D1%8F.html
Ӑна пурнӑҫлама хӑюлӑхпа чӑтӑмлӑх, ҫӳллӗ шайри ӑсталӑх тата хӑв хӑрушлӑха лекме пултарассине пӑхмасӑр ҫын пурнӑҫне ҫӑлма хатӗр пулни кирлӗ.
Михаил Игнатьев Ҫӑлавҫӑ кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/12/27/news-4004092
4) Тырӑ тата продовольствилле ытти запассене, ҫавӑн пекех тата тӑшан аллине лекме пултарас хӑрушлӑх умнее тухса тӑнӑ ытти пур хаклӑ пурлӑхсене те ҫийӗнчех пӗтермелле; ҫак ӗҫе вырӑнти Советсен тӗрӗслесе тӑмалла, ӗҫсене тӗрӗс тунишӗн Совет председателӗн ответлӑ пулмалла.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Полици аллине лекме халӗ те кая юлман-ха.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Европӑри ехусем хушшинче пурӑниччен эпӗ варварсен аллине лекме килӗшрӗм.Я предпочитал отдаться в руки варваров, чем жить среди европейских еху.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
— Куҫана хуп, атту унта чернил лекме пултарать! — хушрӗ Эмиль, вара Идӑн питне чернилпа сӑрлама пуҫларӗ.
Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.