Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лашана (тĕпĕ: лаша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ула лашана Ҫитеймерӗҫ нихӑш те, Суха тунӑ лашана Сума сурӗҫ пуххипе: Пурҫӑн вӗҫлӗ алшӑли, Икӗ сурпан ик енчен — Парне ҫакрӗҫ пӳ тулли Ула лаша ҫилхинчен.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ку хутӗнче, хӑвӑрт выляса ярас тесе, лашана лартса патӑм.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Тӑват-пилӗк сехетрен аппа килчӗ те эпир, лашана кӳлсе, киле тухса кайрӑмӑр, Мишшана урӑх нихӑҫан та курма тӳрӗ килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӳтӗлекен принц // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпир ҫапах та лашана тӑвартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӳтӗлекен принц // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Стадион ҫинче, куракана-итлекене чӗрӗ пурнӑҫ сӗткенӗпе шӑварса, футбол вӑййин хастар йӑславӗ -чӑн-чӑн сывӑ пурнӑҫ шӑнкӑравӗ — пӗрре ҫӑк тиевлӗ лава тӑвалла питӗрленсе туртакан лашана татах та вӑйлӑрах питӗрленме хӳтерсе тапхӑр-тапхӑр «шартлатакан» хистевлӗ, сикчевлӗ, янкӑс сассӑн, тепре шарлаккӑн юхакан юханшывла пӗр тикӗссӗн янӑраса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Лашана, йӑпӑр-япӑр тӑварса, ҫуна хыҫӗнчен кӑкартӑм та упана кӳлтӗм лартрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Йӗм вӗҫӗсене тавӑрчӗ те ямшӑк кӳме ҫинчен анчӗ, шӑммисем тухса тӑракан ырханкка лашана айӑкӗнчен ачашласа, асӑрханарах чӗлпӗртен тытрӗ:

Подвернув штаны, кучер слез с брички, погладил мимоходом костлявые взопревшие бока клячи и легонько взял ее под уздцы.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗр хыткан лашана ӑна техничка та пӑхма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

Ӑна тирпейлесе пытарсанах пӗр тӗттӗм каҫхине лашана витерен вӑрласа кайрӗҫ, кӑшт каярахпа юлашки сурӑха кашкӑр тытса ҫирӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Матви хӑйӗн ҫӑварӗнчи ҫӑкӑрне те ӑна пама тӑрӑшрӗ, тепӗр ҫулне вара ҫамрӑк лашана ӗҫе кӳлме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл лашана йӗвенӗнчен икӗ аллипе ярса илчӗ те, ҫаплах уттарасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл, ҫаплах Петӗрпе ятлаҫса, лашана йӗвенӗнчен ярса тытрӗ те, лава каялла, купа еннелле ҫавӑрма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӗччен тиеме йывӑр пулнӑран сирӗн купасем ҫинче ҫинҫерех, вакӑ тума юрӑхлӑ йывӑҫ тупайӑп-и тесе, ҫула май лашана кунта килсе тӑратрӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кирук, лашана кӑштах кантарсан, каялла кайма пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра лашана ҫав тери хӗрхенеттӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

Ҫитессе ҫӗрле ҫеҫ ҫитрӗм те, лаша тапунне шыраса тупаяс ҫук тесе, лашана урапа ешӗкӗ ҫине темиҫе ҫӗклем утӑ антарса патӑм, хам та унтах тӑсӑлса выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Хӑех ҫав лашана тепӗр хут вӑрлаттарса ярать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Лашана кӑкарнӑ вӗрене тӗпчеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лашана шырама каяс тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Айтурах, Ҫтаппан, эсӗ лашана ирӗке янӑ-и-мӗн кӗҫӗр? — чӗтревлӗрех сасӑпа ыйтрӗ Татьяна.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех