Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларчӗ (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла вӑл чылайччен аппаланса ларчӗ, юлашкинчен, типӗлле хырма май ҫуккине кура, каллех тӗпелте айкашакан амӑшӗнчен вӗри шыв ыйтса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Алексейрен, — терӗ те лампа ҫутса вулама ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Бригада ӗҫе тытӑннӑ кун Карачӑм тракторӗ хирти пӗччен ҫӑка айӗнче пӗр хускалмасӑр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Липа Левентей пулӑшнипе лаша ҫине утланса ларчӗ, председателе тав туса, Тутаркасалла вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл юриех Ятман еннелле — ҫиле хирӗҫ ҫаврӑнса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Техник чӑнах та Марине бригадине час-часах ҫитетчӗ, пӗррехинче ҫапла каҫхи апат умӗн барака та пычӗ, хӗрарӑмсен ушкӑнне кӗрсе ларчӗ те пули пулми калаҫу пуҫласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Часах вӗсен иккӗшӗн куҫӗсем те Марине бригади ҫине ӳкрӗҫ — унта ирхине килнӗ техник пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре вӗсен умне пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку ҫырӑва пула вӑл Липа патӗнче ытларах ларчӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун умӗнче Укахви пӗрре хӗрелсе, тепре шуралса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ вӑл сӗтел хушшине хӑйӗн вырӑнне кӗрсе ларчӗ, пӳлӗмре сулхӑнтарах пулнӑран аллисене сӑтӑркаласа, хӑнасене ҫывӑхарах пыма чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман, райком секретарӗн кабинетӗнче мӗн ҫинчен калаҫассине малтанах пӗлесшӗн пулнӑ пек, Левентей хыҫҫӑн салхуллӑн утса пычӗ, кабинета кӗрсе диван ҫине вырнаҫсан та сивлеккӗн, «хамшӑн мар, ҫыншӑн ҫакланать ӗнтӗ мана халӗ» текен сӑнпа ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей, хӑйне темле йывӑр ыйту панӑ пек, тӑнлавне аллисемпе хӗстерсе тытса пӗр чӗнмесӗр ларчӗ, ку.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лешӗ, хӗрсене итлесе, чылӑйччен купӑсне ӗнерсе ларчӗ, унтан, тара ӳкичченех асаплӑннӑ хыҫҫӑн, ӗҫ тухманнине кура, юриех темле ӑнланмалла мар кӗвве хыттӑн тӑсса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл Левентей каланӑ хушӑра та Липа ҫинченех шухӑшласа ларчӗ, ҫавӑнпа пулӗ, Левентей тухса каланинче ӑна ыттисем каланӑ шухӑшсем нумай пек туйӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей урӑх сӑмах хушмарӗ, вӑл, сӗтел ҫинчи журналсене сиркелесе, ҫав-ҫавах кӑмӑлсӑррӑн ларчӗ, унтан, хӑвӑрттӑн ура ҫине тӑрса, картишне тухрӗ те правленине пыракан Сехрепе тӗл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах хӑй ҫамрӑксем патне кайма кӑмӑл тумарӗ, Сахрунпа юнашар тӗмеске ҫине вырнаҫса ларчӗ те кӗсйинчи табак хутаҫҫине шырама пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫавӑн пек хӗрарӑм тупасса шанатӑн-и-ха, Иван? — ун ҫывӑхнерех пырса ларчӗ Кӗтерне.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн кӑшт куҫ хупса илес терӗм — тӑрса ларчӗ Сехре.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман малтан сӗтел хушшинчех ларчӗ, икерчӗсене ҫупа пуҫа-пуҫа пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне питӗ юратса ҫирӗ, унтан пысӑк икерчине хуҫлатрӗ те чӳрече патне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех