Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах халапра: «Лармаллипех лариччен, уксахлани авантарах», теҫҫӗ.
XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Сулӑ ҫине лариччен малтан, пӗренесем вӗсене йӑтма пултарассипе пултарас ҫуккине тӗрӗслес тесе, сулла енчен енне сулкалантарса пӑхрӗ.Но прежде чем сесть, покачал плот, проверяя, выдержат ли бревна такую тяжесть.
X сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Каялла килнӗ чухне Ленька, хӗвел анса лариччен яла ҫитес тесе, шыв патне ҫитиччен тенӗ пекех сиккипе чупрӗ.Обратно чуть не до реки Ленька бежал рысью, стараясь до заката вердуться в деревню.
V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Мӗн те пулин курса лариччен, малтанрах сыхланни лайӑхрах пулмалла.
III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
— Ахаль павраса лариччен задачӑсем шутласчӗ санӑн.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
— Ах хӑвӑртрах хӑйӑрпа, хытса лариччен!
Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Каҫалапа, килелле таврӑннӑ чух, Терентий Петрович хӑйӗн лайӑх тусӗсем патне кӗрсе тухнӑ — вӗсем унӑн питӗ нумай пулнӑ, — унта хӑйӗн виҫине лариччен татах сыпнӑ, юлашкинчен Костя Клюева чуптунӑ та, майӗпе, чалӑш-тӗлӗшрех утса, килне кайнӑ.
Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.
Чертеж тума лариччен эпӗ яланах унтан ыйтаттӑм:
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Паллах, кун пек ыйхӑласа лариччен кӑшт ҫывӑрса илсен авантарах.
40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Сан ӗнсе ҫине улӑхса лариччен ҫакнашкал сапӑр ҫын пылтан пылак сӑмахсем калать.Пока не сядет тебе на шею, он и милый, он и хороший, хоть к ране его прикладывай.
30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Новороссийска ҫитме пирӗн тата тепӗр перегон ҫеҫ каймаллаччӗ, унта коммунарсем пӑрахут ҫине лариччен икӗ кун тӑхтамаллине эпир пӗлнӗ, ҫавӑнпа та эпир вӗсене чиперех хуса ҫитме пултарнӑ.
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл пӳлӗмсене паллӑрах революционерсем хӑйсен ҫыру сӗтелӗсем умне лариччен тахҫанах малтан тасатса пӗтернӗ.
I // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Лариччен, паҫӑрхи салатнӑ чухнехи еккипех, тутӑр татӑкӗпе «чункилтермӗшне» (чӗлӗмне вӑл ҫапла калать) тирпейлӗн чӗркерӗ те кӗсйине чиксе хучӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Четыхер лариччен хуралта Вавила Бурмистровӑн кӗҫӗн шӑллӗ — Андрей ларнӑ пулнӑ, анчах вӑл ҫак хӗсмет вырӑнне икӗ хӗлтен ытла тӳсме пултарайман: ҫанталӑк сивӗ тӑнӑ вӑхӑтсенче Заречье мещенӗсем ҫак ҫурт ишӗлчӗкӗсене кашкӑр эшкерӗсем пекех пыра-пыра тапӑннӑ, кӑмакара мӗн ҫунтарма май пуррине ишӗлчӗксенчен пурне те татса-хӑйпӑтса илсе килӗсене туртнӑ, нумайӑшӗ тата кирлӗ пулнӑран та мар-ха, тӗлсӗр-палсӑрах ҫав тери аркатас, ҫӗмӗрес килнипе тустарнӑ, — нимӗн тума аптранипе анӑрашса ҫитсен, вырӑссен вара ҫапла чуна пӑшӑрхантаракан алхасас йӑла пур.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ӑна хӳтӗлесе, пулӑшса пурӑннӑ ҫав ҫын, I Петр хыҫҫӑн II Екатерина престола лариччен патшасене пӗрре сирпӗтнӗ, тепре ҫӗнӗрен лартнӑ классикла вӑхӑтра пит те ӑста тытӑнса тӑма пултарнӑскер, юлашкинчен тек тытӑнса тӑрайман та Малороссири хӑйӗн вотчинисене кайса ҫухалнӑ.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Наркомсем пуҫтарӑнса вӑрӑм сӗтел хушшине вырнаҫса лариччен Ленин хӑшне-пӗрне вуласа тухма та ӗлкӗрет.
Халӑх япали // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Вӗсем тӑна кӗрсе майланса лариччен, пӗр-пӗринпе малалла мӗн тумаллине сӳтсе явиччен, сахал мар вӑхӑт иртрӗ.
Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.
Хӗвел анса лариччен тата пӗр сехет ҫурра яхӑн юлнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хӗвел анса лариччен хӗрӗх минут кӑна юлчӗ.
Стратостат хыҫҫӑн хӑвалани // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Вӑл хӑйӗн лашипе юнашар тӑратчӗ, ман куҫ умӗнчех чӗлпӗре касса татрӗ, вара эпӗ ӑна, хам йӗнер ҫине улӑхса лариччен малтан, авӑрланӑ пистолета хамӑн аллӑмпах тыттартӑм.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.