Шырав
Шырав ĕçĕ:
Цаупере ларакансенчен пӗрин патне куҫне чарса ҫывхарма пуҫласан лешӗ тӳрех сиксе тӑчӗ.Дикарь, закатив глаза, подошел к одному из сидевших, который тотчас вскочил.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Нумай ларакансенчен сывӑ тухакана сахал пӗлетӗп эпӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сӗтел хушшинче ларакансенчен чи асли — Ҫурҫӗр Кавказри вӑйсен ҫар руководителӗ Снесарев — пысӑках мар, нӑкӑ ӳт-пӗвлӗскер, тачка сӑмси ҫине куҫлӑх лартса янӑ, кӑвакара пуҫланӑ ҫӳҫне ежикла кастарнӑ этем, — хӑйӗн ӗлӗкхи аслӑ чинне пула тата халӗ те пысӑк вырӑнта ӗҫленине кура — куҫлӑхӗ витӗр хаяррӑн пӑхкаласа ларать.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Кунта ларакансенчен нихӑшӗ те нихӑҫан та ӑшаланӑ сысна ҫури ҫимен иккен.Оказалось, что никто из присутствующих никогда не ел жареного поросёнка.
Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
— Таганкӑра ларакансенчен илме ҫук-и?
XXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ларакансенчен пӗри, чылай патмар та пысӑкскер, тӗксӗм-симӗс тӑп-тӑп сӑхман тата мамӑклӑ картуз тӑхӑннӑскер, вӑлтапа пулӑ тытать; тепри, имшер те пӗчӗкскер, сапласа пӗтернӗ сюртук тӑхӑннӑскер, ҫара пуҫлӑскер, чӗркуҫҫисем хушшинче ӑман чӳлмекӗ тытса ларать, хутран-ситрен, хӗвелтен сыхланас тенӗ пек, хӑйӗн кӑвак пуҫне шӑла-шӑла илет.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Алӑк патӗнче ларакансенчен пӗри сиксе тӑчӗ те хӑвалама тухса чупрӗ.
VIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Тӗрмере те вӑл карандаш кышланчӑкӗсемпе пӗчӗк ҫеҫ хут таткисем ҫине ҫыра-ҫыра пынӑ, хӑйпе пӗрле ларакансенчен юрӑсем ҫырса илнӗ.
Иван Франко // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 24–28 с.
Парта хушшинче Фомапа ҫуммӑн ларакансенчен пӗри, — лара-тӑра пӗлмен пӗчӗкҫеҫҫӗ ача, хуп-хура йӑлтӑркка шӑши куҫлӑскер, — сиксе тӑнӑ та, партӑсен хушшипе ӑҫта килчӗ унта тӗкӗнсе, пуҫне вӑр-вар вылятса, мала тухнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапла пӗрре, ҫав йытӑ тухса кӑтартнӑ вӑхӑтра, курса ларакансенчен пӗри сасартӑк: — Жучка, Жучка! — тесе кӑшкӑрнӑ.И вот один раз, когда она выступала в цирке, с галёрки вдруг кто-то крикнул: — Жучка! Жучка!
Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Нимех те мар, ӑна валли кирлине пурне те тӑвӑпӑр… — терӗ тӗрмере ларакансенчен пери.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Итлесе ларакансенчен кашниех хӑйӗн шухӑшне каласа пама васкать.
С. Диковский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 3–7 с.
— Эпӗ пиччерен мӗнле хӑранине пурте пӗлеҫҫӗ, кунта ларакансенчен нумайӑшӗ хӑранӑ пекех хӑранӑ эпӗ Мэнгылюран.— Известно же всем, как боялся я брата, — не меньше, чем многие, кто здесь сидит, боялся я Мэнгылю.
Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Ҫӗнни… — пӑшӑлтатрӗ тӗрмере ларакансенчен пӗри.
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Василь айӑплӑн кулса илчӗ, анчах пӳлӗмре ларакансенчен нихӑшӗ те, ни эпӗ, ни Софья Олимпиевна тата пӳрте кӗрсе пирусӗсене кӑмакаран кӑварпа тивертнӗ икӗ партизан та хӑйне паҫӑрхи куҫҫулӗшӗн ӳпкелеме шутламаннине асӑрхаса, тӑна кӗрсе ҫитрӗ, хӑйне эрех пама ыйтрӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Пурте чӗрех-и? — ыйтатпӑр кабинӑра ларакансенчен.
Бензина тӗрӗслесе пӑхни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Кимӗ ҫинче ларакансенчен пӗри, шурӑ шлепке тӑхӑнни, пуҫне ҫӗклерӗ.Человек в белой шляпе, один из трех находившихся в лодке, поднял лицо.
Вырӑна ҫитни // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ҫак пӳлӗмре ларакансенчен кашниех Российӑран парти хушнипе пӑрахса килнӗ.Каждый из сидящих в этой комнате оставил Россию по велению партии.
Реферат // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Ирхине часовой алӑка уҫрӗ те амбарти ҫынсем ҫине пӳрнепе тӗллесе шутларӗ, урайне, стенасене, маччана куҫӗпе пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан вара, ҫавӑнта ларакансенчен пӗрне чышкипе юнаса, алӑка каллех питӗрсе хӑварчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Сӗтел хушшинче ларакансенчен чи малтан ҫак сӑмаха илтнипе тӗлӗннӗ Тимрук ҫӗкленчӗ, унтан ыттисем те ура ҫине тӑчӗҫ.
XIII. Кӗтмен хирӗҫӳ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.