Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лараканни (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урине, ав ҫав, мунча умӗнче лараканни кам вӑл?

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Лараканни Микулай пичче, тӑраканни Харис.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тимлӗн вуласа тухрӗ ӑна унта лараканни.

Куҫарса пулӑш

«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.

Мана ҫак шӑтӑкра лараканни кирлӗ!

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Кӗҫӗр чӑлӑм куҫ хупмасӑр авӑн ҫапнӑ хӗрсенчен — тӑраканни тӑррӑн тӑрать, лараканни ларать…

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тӑраканни тӑрать, лараканни ларать, Алиса вӗсене халиччен илтменнине, пӗлменнине каласа пачӗ те — илтсе-пӗлсе тӗлӗнчӗҫ, хытсах кайрӗҫ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Руль умӗнче лараканни хӑйӗн шофер удостоверенине, ҫул хутне (путевка) тата кузовра выртакан ҫӗр улми пирки ҫырнӑ накладнойне кӑларса кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Пӗри, шофер вырӑнӗнчи, 30 — 35 ҫулсенчискер, «граждански» тумланнӑ, тепри, унпа юнашар лараканни, куҫлӑхлӑскер — милици кӗпипе, унӑн хул пуҫҫийӗсем ҫинче — майор погонӗсем, пуҫӗнче — ҫар ҫыннисем тӑхӑнакан хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ карттус пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ку вара, вӗрене айӗнче лараканни, усӑк хулпуҫҫиллӗскер, курпунланса пӗчӗкленнӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Туран пӗр лав анать, ҫуна ҫинче лараканни Павӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ҫакскер вара, ҫара пуҫӑн лараканни енне ҫаврӑнчӗ те, кӑшт куларах ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хресчен ҫынни ялан ӗҫрен пӑрӑнса ҫӳрени те аван мар, — терӗ кӑвайт пӑтратса лараканни.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эсӗ шухӑшламан пулӗ те-ха, — чарчӗ ӑна ҫара пуҫ лараканни.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мастер будкине кӗрсе сехечӗ-сехечӗпе лараканни те юлашки вӑхӑтра Фабиан господин ҫеҫ пулчӗ.

Единственный, кто имел туда доступ и торчал там целыми часами, был господин Фабиан.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тӗн ҫинчен мӗн пӗлнине кӗскен те пулин каласа памӑр-и пире? — терӗ тепри, хыҫалта лараканни, ура ҫине тӑрса.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Чӑвашла пӗлет-и? — ыйтрӗ пӗри, кӗтесре лараканни.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапах та пӗри, Ту енчи мӑрсасен хыҫӗнче лараканни, майлӑ вӑхӑт тупса ыйтрӗ-ыйтрех:

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уйпа юнашар пукан ҫинче лараканни ашшӗ пуль ӗнтӗ.

«Отец, наверно», — подумал Григорьев.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӳссе лараканни.

растущее.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Йывӑҫ ҫинче лараканни чӗлӗмне ӗмсе пӑхать.

Сидящий на бревне усердно раздувал трубку.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех